Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр сехет выртсан, вӑл ахлаткаласа тепӗр аякки ҫине ҫаврӑнса выртрӗ, хуллен йынӑшса ячӗ.Через час он, кряхтя, перевернулся на другой бок и осторожно застонал.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мана сиктерчӗ те, эпӗ аманнӑ ура ҫине ӳксе ирӗксӗрех йынӑшса ятӑм.меня подбросило, и я невольно застонал, навалившись на раненую ногу.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Такам йынӑшса ахлатрӗ, хытах та мар та, ҫапах кӑмӑл таврӑнмалла йынӑшрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ух, хӑрушӑ-ҫке! — йынӑшса илчӗ Люда, ман ҫуммарах йӑпшӑнса.— Ух, страшно! — взвизгнула в темноте Люда, прижимаясь ко мне.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Расщепей тепӗр стена ҫумӗнчи диван ҫинче ҫывӑрать, пӗр аллине пуҫ вӗҫнелле хунӑ, тӑрсан-тӑрсан ыйӑх тӗлӗшпе йынӑшса ярать.Он спал на диване у другой стены, закинув одну руку за голову, и изредка еле слышно стонал во сне.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Инвалидсенчен пӗри унӑн аллисене тытса хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине хунӑ хыҫҫӑн, Юлай саламат илсе пӗрре сулса ярсассӑнах, башкир тилмӗрекен имшер сасӑпа йынӑшса ячӗ, пуҫӗпе сулса ҫӑварне уҫса кӑтартрӗ, ҫӑварӗнче чӗлхе вырӑнне пуклак кӗске татӑк ҫеҫ вылянса тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Эй, патша турӑмҫӑм! — йынӑшса ячӗ Савельич.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫӗр каллех чӗтресе, кӗрлесе йынӑшса илчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карлӑкран тытса, сулкаланса, йынӑшса, вӑл крыльца ҫинчен аннӑ та сывлӑмлӑ йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ, вара, кӑнтӑрлахи ӑшша халь те тытса тӑракан ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, чӗнсемпе туртса ҫыхнӑ урисем тӳсме ҫук ыратнипе ӗсӗклесе макӑрнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кусем — хӑрушӑ минутсем пулчӗҫ, ҫав минутсенче унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗсем хӑйсемех юхса тӑчӗҫ, йынӑшса ярас мар тесе, ирӗксӗрех тута хӗррисене юн тухичченех ҫыртса лартмалла пулчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ӑнран тухса кайрӗ те, пӗрре шӑлӗсене шатӑртаттарса, йынӑшса, койка ҫинче ниҫта кайса кӗрейми тапкаланчӗ, унтан сасартӑк шӑпланчӗ, йӑрӑст тӑсӑлса выртрӗ, вара пурне те вӑл вилнӗ пек туйӑнчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Профессор урисене хуллентерех шутарса, унӑн кровачӗ патне пырса йывӑррӑн ларчӗ те, койкӑн путса кайнӑ пур пружинӗсем те йынӑшса илчӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Ҫӑлӑр тархасшӑн, ҫӑлӑр, ҫунатпӑр!» — йынӑшса ҫухӑрса яни илтӗнсе кайрӗ.Раздался жалобный вопль и крики: «Горим, помогите, помогите».
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Алексей йынӑшса ярсан, вӗсем утма тытӑнчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑкӑн хура мӗлки алӑк еннелле шӑвӑнчӗ, уҫӑлса кайнӑ алӑкран ҫурхи кунӑн каҫаллахи ҫути пӳлӗме ӳкрӗ те, Алексей ирӗксӗрех куҫӗсене хупрӗ, йынӑшса ячӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗмӗсем хыҫӗнче кам пулнине те пӗлесшӗн пулмарӗ, — тус-и, тӑшман-и вӑл — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, сасӑ илтӗннӗ еннелле мӗнпур пӗвӗпе ыткӑнчӗ те ҫавӑнтах, касса янӑ йывӑҫ пек, йынӑшса ҫӗре персе анчӗ, пистолечӗ юр ҫине ӳкрӗ…
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫ ҫинче хырсем хускалса хӑрушшӑн шавлама, йынӑшса кашлама пуҫларӗҫ.Зашевелились, тревожно зашумели, застонали, заскрипели над головой сосны.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав стрелка пилӗк минут тӗлне ҫитнӗ самантра темле хӑрушӑ ӗҫ пулса иртес пекех, Алексей ун ҫине шикленсе пӑхса илчӗ; стрелка утмӑл тӗлне ҫитсенех, вӑл тӳрех ура ҫине сиксе тӑчӗ те, йынӑшса ярса малалла шурӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах ҫавӑнтах йынӑшса илсе упа кӳлепи ҫине ларчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав шӑплӑхра этем йынӑшса яни илтӗнчӗ тата халиччен пулман кӗрлеврен хӑраса уҫланкӑна сиксе тухнӑ упа ури айӗнче юр кӑчӑртатрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950