Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ мӗншӗн эпир ҫӗр хуппине касса иртекен пысӑк ҫурӑксем тӑрӑх сӳннӗ е сӳнмен вулкансене час та часах куратпӑр.
4. Ҫӗр хуппинчи йӑтӑнусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Усӑллӑ япаласемпе интересленессине пӑрахсах, хама йывӑр тивнине пӑхмасӑр, comme il faut пулассишӗн мӗн кирлине йӑлтах туса пырса, ылтӑн вӑхӑта сая яни те, этем йӑхӗн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне курайманни тата ун ҫине йӗрӗнсе пӑхни те, comme il faut ушкӑнӗн тулашӗнче пулса иртекен хӳхӗм япаласем ҫине тимлӗхе уйӑрманни те — ҫаксем пӗри те мана сиен кӳнӗ ӑнланӑвӑн тӗп инкекӗ мар-ха.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером мана алӑран тытса зал урлӑ илсе пынӑ чухне Катя, Люба тата Володя ман ҫине, шӑп та лӑп тунтикунсенче хамӑрӑн чӳречесем умӗпе иртекен сӑнчӑрланӑ ҫынсем ҫине пӑхнӑ евӗр пӑхрӗҫ.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кабинетра пулса иртекен ӗҫсенчен кирлӗреххи тӗнчере урӑх нимӗн те ҫук пек туйӑнатчӗ мана; ҫак шухӑша кабинет алӑкӗ патне пурте яланах пӑшӑлтаткаласа та чӗрне вӗҫҫӗн пыни те ҫирӗплетет; шалта аттен хулӑн сасси илтӗнет тата, пӗлместӗп темшӗн-ҫке, мана яланах илӗртӳллӗ туйӑнакан сигара шӑрши тухать.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапӑҫура вӑл хӑйне час-часах вилӗм шыранӑ пек тыткалать: хӑй тавра шӑхӑра-шӑхӑра иртекен темӗн чухлӗ пульӑсене вуҫех асӑрхамасӑр малалла чупать.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халӑх 3–4 гектар ҫинче пулса иртекен мероприятине курма йӗри-тавра сырса илнӗ.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
…Июнӗн 20-мӗшӗнче музейпа Брест крепоҫӗн территоринче экскурсире пулнӑ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре иртекен мероприятине — митинг-реквиема тата вӑрҫӑ реставрацине курма каятпӑр.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Манӑн е камӑн та пулин урӑххин колхозра пӗр-пӗр доклад тумалла, калаҫу ирттермелле пулсан, ҫак мучи ун чух та малти ретре ларатчӗ, яланах ыйтусем пит нумай паратчӗ, вӑл тӑтӑшах хаҫатсем вулани, тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пирӗнтен кая мар пӗлни курӑнатчӗ.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Урампа чупса иртекен Чочоя асӑрхарӗ те вӑл, пӳрнине сӑмалапа вараласа, калинккерен тухрӗ, вара Чочоя чарса тӑратрӗ:
Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Ку вӑл — пачах та ҫӗнӗ уйрӑмлӑх, — тетчӗ Антон Семенович, — ӗлӗкхи ҫынсен пулман вӑл, ҫак уйрӑмлӑх пирӗн патра, революци хыҫҫӑн тин пулса тӑнӑ: совет ҫынни пысӑк, анлӑ тӗнчере пурӑнать, пуриншӗн те хумханать, хуйхӑрать, савӑнать, тӗнчере пулса иртекен ӗҫсенчен хӑйне уйӑрмасть, мӗншӗн тесен тӗнчери ӗҫсем уншӑн ют мар».
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Отрядра пулса иртекен ӗҫсем Сергее пӗрмай, кашни сехетрех пӑшӑрхантараҫҫӗ.Все, что происходит в отряде, заботит Сергея ежечасно, неотступно.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл Березовая полянӑра пулса иртекен йӗркесӗрлӗхсем ҫине тахҫанах кӑтартса панӑ ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ҫавӑнпа та халь ӗҫсем юсанма пуҫлани ҫине тимлӗн, ырӑ кӑмӑлпа пӑхса пыратчӗ.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Король чӳрече патӗнче ларса, шуса иртекен йывӑҫсем ҫине пӑхса пырать.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ривэра хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса судье унӑн секундисене кӗскетсе шутланине аванах сиснӗ, ҫапах та вӑл шутланипе иртекен вӑхӑтпа та мӗнле те пулин ытларах усӑ илме тӑрӑшнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Кун пирки Чӑваш Ен ертӳҫи Питӗрте ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче каланӑ.
Тӗнче уҫлӑхне – чӑваш элемӗллӗ ракета // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/28778.html
Ильсеяра тӗрме ҫинчен, хулара пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен, хулари ахаль ҫынсем хӗрлисене тӳсеймесӗр кӗтсе тӑни ҫинчен калама тытӑнчӗ.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ, хӑйне ҫитерсе тӑрантарсан, хӑйӗн чи юратнӑ, кашни курмассерен пуҫӗнчен лӑпкаса иртекен тата яланах хӑйпе пӗрле ҫывӑратакан хуҫи таврӑннӑ хыҫҫӑн, Фатыма пӗтӗмпех лӑпланса ҫитрӗ, вара, часах чӳречерен хӗвел кӗрессине пӗлсе, чӳрече янаххи ҫине сиксе улӑхрӗ те канлӗрех майлашса выртрӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Столыгин унран лӑпкӑрах, сӑпайлӑрах пулнӑ; хӑйӑн юлташӗ ҫине вӑл темле хӗрхенерех, каҫарнӑ пек пӑхнӑ, анчах хӑй ӑшӗнче вӑл пулса иртекен ӗҫсене пурне те тиркенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗлетӗр-и, май пулнӑ пулсан, эпӗ Луизӑна вылянӑ пулӑттӑм, пуринчен ытла Вурмпа пӗрле пулса иртекен сценӑна, вӑл ӑна вӑйпах ҫыру ҫыртарнӑ вырӑна, анчах князь ун пек пьесӑсене юратмасть.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.