Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирвайхийӗ ылханлӑ Несторий еретике хирӗҫ кӗрешсе ҫапӑҫнӑ; Несторий вӑл ирсӗрле вӗрентсе хӑтланнӑ: турӑ амӑшӗ вӑл — этем пулнӑ, ҫавӑнпа та турра ҫуратма пултарайман, этемех ҫуратнӑ, ячӗ тӑрӑх та ӗҫсем тӑрӑх Христос теекенскере, урӑхла каласан, тӗнчене ҫӑлакана ҫуратнӑ имӗш эппин ӑна турӑ амӑшӗ тесе мар Христос амӑшӗ тесе каламалла тенӗ, — ӑнлантӑн-и?
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пӳрнисене епле майпа ҫухатни ҫинчен ҫӳрекен хыпарсенчен чи сарӑлни вӑл акӑ мӗн: пӳрнисене Брка темле забастовкӑра ҫухатнӑ имӗш, ун чухне вӑл жандарм винтовкин кӗпҫине ярса илнӗ пулать те, лешӗ ҫав вӑхӑтра персе янӑ, вара ҫурӑлса каякан пуля унӑн икӗ пӳрнине татса пӑрахнӑ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, Гробовицӑра четниксем ултҫӗр ҫынна яхӑн имӗш, ҫавӑнпа вӑл хӑйсенчен йышлӑрах тӑшманпа ҫапӑҫса ҫухатусем тӳсесшӗн, шыв урлӑ каҫма палӑртса хунӑ ӗҫе кӑткӑслатасшӑн пулмарӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансем ҫинчен нимӗҫсене пӗлтернӗ кмет ҫуртне ҫунтараҫҫӗ имӗш.
34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсем хӑйсен ҫурчӗсем патне пыракан йытӑсене ҫапла пенӗ имӗш.Озлобленные фашисты били по собакам, возвращавшимся к своим домам.
34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем партизансене ҫывӑрнӑ ҫӗртех ярса илесшӗн пулнӑ имӗш.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсем Морава таврашне хытӑ хураллаҫҫӗ имӗш.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫухату нумай тӳснӗ имӗш.Сведения, которые дала разведка, говорят о том, что он несет тяжелые потери.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех тата ку вӑрманӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫывӑхрах хӑрушӑ йӳҫлӗхсемпе йывӑҫсен айӗнчи кӳленчӗк шывсем пур, унтах темле пысӑк та тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, текен хыпар сарӑлчӗ; ҫав чӑтлӑхсенче, усал сывлӑш пек, пӑс чӗтренсе тӑрать, халиччен нихҫан курман ҫӗленсем чашкӑраҫҫӗ, куҫа курӑнман сасӑсем: «Ан кил!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, темле тискер тӗмсем кӗперен ярса илеҫҫӗ те вӗҫертсе ямаҫҫӗ имӗш.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Чӑнах та, чикӗ хӗрринче, Миссисипи леш енче ларакан Мемфис ялне саратса яракан сивчир ертекен ял тесе шутланӑ, анчах, пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, Миссисипи пек юханшыв урлӑ нимле сивчир те каҫма пултарайман имӗш: ҫӳлӗ Арканзас ҫыранӗсем ҫинче сивчир ҫук та, мӗншӗн тесен, кӳршӗре пурӑнакан индеецсем пӗр тертленмесӗрех ӑна пӗтернӗ пулӗччӗҫ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсем уҫланкӑра кӗтсе тӑнӑ имӗш.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫыруҫӑ ҫуртӗнче Сима унӑн арӑмӗпе карчӑкне кӑшкӑра-кӑшкӑра хӑратать имӗш; лешсем пулӑшма чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӗрача хӑйне качча кайнӑ чух памалли япаласене хунӑ арчине уҫнӑ та партизансене нускисемпе кӗпесем салатса панӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Каякансем пӗр-пӗрин хушшинче тем те пӗр калаҫаҫҫӗ: партизансем арнаутсем пек питӗ тӗл, ҫамкаран переҫҫӗ имӗш, вӗсен «Богиня» командирӗ малта пулеметпа пырать, ҫакнашкал юрӑ юрлать:
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пур ялсенче те партизансем халь-халь ҫитсе кӗрессе кӗтсе тӑнӑ, вӗсем юнашар ялта, халӗ ӗнтӗ хӑйсен ялне, килме тухнӑ, тесе ӗнентернӗ, тахӑшӗ дозорсене, тӑхӑшӗ колоннӑна та курнӑ имӗш, хӑш-пӗрисем: вӗсем ӗнтӗ община ҫурчӗ, шкул, лавкка патне ҫитрӗҫ, тесе те пӗлтернӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Четниксем раштава кафанӑра уявлаҫҫӗ имӗш, унта ҫитме икҫӗр-виҫҫӗр метр юлсан, партизансем чарӑнса тӑрса итлерӗҫ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем кил-ҫуртсенче ҫапӑҫасшӑн мар: йӗри-тавра тӳремлӗх пулсан та, вӗсем уйра хӑйсене шанчӑклӑрах туяҫҫӗ имӗш.Они чувствовали себя уверенней в поле, даже зная, что кругом голая равнина.
21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Карпат тӑвӗсем ҫинче ҫапӑҫнӑ чухне Василь Гойда Белограйпа пӗр чаҫрах пулнӑ имӗш.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ӑна, имӗш, ҫак пӗвене, Негро ятлӑ шыв ҫинче туса хунӑ.
Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html
Авалхи ҫынсем ҫӑкӑн пек те шутланӑ: тусене пӗр вырӑна ҫирӗплетсе хуман, турӑсем вӗсене хӑйсем ҫапӑҫнӑ чухне алла илсе пӗр-пӗрин ҫине пеме пултараҫҫӗ имӗш.
1. Тусем пулса кайни ҫинчен калакан халапсем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫкӗ питӗ лайӑх иртнӗ, Дерпт студенчӗсем кунашкал ӗҫсене тума питӗ ӑста, унта ҫирӗм ҫын хӗрӗх бутылка ром ӗҫсе янӑ, имӗш, нумайӑшӗ сӗтелсем айне вилнӗ пекех выртса юлнӑ пулать.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.