Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл куҫне уҫма тӑрӑшать; анчах куҫ хупанки ытла та йывӑр, уҫма вӑй ҫитеймест.Он старается открыть глаза, но веки до того тяжелы, что нет сил их разнять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Спрутӑн куҫӗ — мӑкӑр, кушак пуҫӗ пысӑкӑш, тӗксӗм-хӗрлӗ те варри симӗс, чӗрӗ ҫутӑпа ҫунса ялкӑшакан куҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Ҫакланчӗ вӗт усал», — тесе шухӑшлать Павка, хӑй, ҫав вӑхӑтрах куҫ хӗррипе пӑхса, шывра кулакан куҫсене курать.«Зацепилась, проклятая!» — мелькает мысль у Павки, а косым взглядом видит в воде смеющуюся мордочку.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл вӑхӑтра Натка унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса илнине тата аран-аран палӑракан куҫ харшийӗсем пӗр ҫӗрелле пӗрӗннине асӑрхарӗ.Натка заметила, как заблестели его глаза и быстро сдвинулись едва заметные брови.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ирхине, пӗр сехет ҫине кайсан, куҫӗсене вӑйпа уҫрӗ, лампада ҫуттинче хӑй умӗнче тӑракан ашшӗн кӑвакарнӑ сӑнне курчӗ, ӑна тухма хушрӗ, лешӗ пӑхӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах чӗрне вӗҫҫӗн каялла кӗчӗ те, шкап алӑкӗсемпе ҫуррине яхӑн хупӑнса, хӑйӗн ывӑлӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хунар ҫутинче ӑна лайӑх курса юлтӑм: унӑн пичӗ ӗҫкӗпе тӑртаннӑ, пӗркеленнӗ, сарӑ куҫ харшисем усӑнса аннӑ, куҫӗсем канӑҫсӑррӑн пӑхкалаҫҫӗ, хӑй ырхан…
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Хура кӑтра сухалӗ хаяр та хӑюллӑ сӑнне ҫурри таран хупланӑ; ҫӑмламас куҫ харшисем айӗн пысӑках мар хӑмӑр куҫӗсем тӳррӗн пӑхаҫҫӗ.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн тӗксӗм куҫ хупанкисем, авалхи статуйӑсенни пек сарӑ куҫ хӑрпӑклӑскерсем, каллех хупӑнчӗҫ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Йӗкӗлтесерех кулнӑран унӑн куҫ харшисем, сӑмсипе тута хӗррисем кӑшт чӗтреҫҫӗ; тӗксӗм куҫӗсем пӗр чӑрсӑрланса та пӗр савӑнса хӗсӗнеҫҫӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ман куҫ умӗнче илемлӗ ҫамрӑк ҫын тӑрать, вӑл карттус, шалпар куртка тӑхӑннӑ; хӑй пӗчӗкрех пӳллӗ, пуҫне улӑм шлепке тӑхӑннӑ хӗре хулӗнчен тытнӑ, шлепки хӗрӗн ҫамкине, куҫӗсене йӑлтах хупласа хунӑ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ӑвӑс пек сарӑхнӑ пичӗпеле, хупнӑ куҫӗсемпе, кӑвакарнӑ куҫ хупанкисемпе вӑл маччаналла пӑхнӑ; сывлани палӑрмасть; вӑл вилнӗ ҫын пек туйӑнать.
X // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Тӑрӑхлама юратакан, пӗр именме пӗлмесӗр калаҫакан Лушин тухтӑр Зинаидӑна пуринчен лайӑхрах пӗлет, куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те ӑна ятлать пулин те, пуринчен хытӑрах юратать.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хӗрӗн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ те, ман ҫине каллех унӑн ҫутӑ куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхрӗҫ, хӑй каллех кулса илчӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ савӑнӑҫлӑ чӗрӗ сӑн-пит, пысӑк кӑвак куҫсем куртӑм — ҫак пит-куҫ сасартӑк чӗтренсе илчӗ, кулса ячӗ, шап-шурӑ шӑлсем йӑлтӑртатрӗҫ, куҫ харшисем кулӑшла ҫӗкленчӗҫ…
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ман пӑшалӑм курӑк ҫине ӳкрӗ, эпӗ йӑлтах мантӑм, эпӗ ҫав йӑрӑс пӗве те, мӑя та, илемлӗ алӑсене те, шурӑ тутӑр айӗнчен тухса кӑшт сапаланнӑ сарӑ ҫӳҫӗ те, ҫав ҫурма уҫӑ ӑслӑ куҫа та, ҫав куҫ хӑрпӑкӗсене те, ачаш питҫӑмартине те ытарайми сӑнарӑм.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хӑраса, пӗр куҫ сиктермесӗр тинкерсе тӑчӗ вӑл хӑй ҫине чӗрӗ ҫын куҫӗсемпе пӑхакан портрета.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ку куҫ хыҫӗнче калани мар, куҫ умӗнче калани пулчӗ ӗнтӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӑл вырӑн ҫине ӳкнине илтсе арӑмӗ вӑранса кайрӗ; карӑнкаласа илчӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене виҫӗ хутчен мӑчлаттарнӑ хыҫҫӑн куҫне уҫса ун ҫине кӑшт ҫилленчӗклӗн пӑхрӗ, анчах, упӑшки паян ӑна нимӗн чухлӗ те ачашласшӑн пулманнине курсан, кӳреннипе тепӗр айккине ҫаврӑнса выртрӗ те аллине хӗрлӗ питҫӑмарти айне хурса часах ҫывӑрса кайрӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем хура, куҫӗсем тем пысӑкӑш пулччӑр; эпӗ вара ун ҫумӗнче чӗлӗм туртса выртам, — илтрӗн-и? лайӑхскер пултӑр!
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.