Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑваш the word is in our database.
чӑваш (тĕпĕ: чӑваш) more information about the word form can be found here.
Нумай ҫул районти ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ хастара хальхи вӑхӑтра вырӑнти канаша ертсе пыракан Людмила Зайцева та саламларӗ, Чӑваш Республикинчи Ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн Хисеп хучӗпе тата парнепе чысларӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Елчӗк округӗнче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя Алевтина Федоровӑна, округ пуҫлӑхне Леонард Левыя тата ытти ертӳҫӗсене пӗрлештерекен ушкӑн чи малтанах Курнавӑш, Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен коллективӗсемпе курнӑҫрӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Республика шайӗнче вара ҫӗнтерӳсемпе призлӑ вырӑнсем ҫулсеренех нумай: «Эпир Ҫӗнтерӗве ӳкеретпӗр», «Чӑваш енӗн пултаруллӑ ачисем - 2020», «Расписная Пасха», «Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисем» музей эскизӗн, Бородино ҫапӑҫӑвӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалланӑ тата ытти конкурссенче, ҫамрӑксен Дельфийски вӑййисенче.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

«Ручеек» ача сачӗн воспитателӗ Светлана Иванова Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн 20 пин тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ.

Help to translate

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑл тата президиумри ытти представительсем Ҫавалкас территори пайӗн пуҫлӑхне Ольга Углована «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса тимленӗшӗн» Палӑрту паллипе чысларӗҫ.

Help to translate

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Лару ӗҫне Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш заместителӗ Владимир Степанов, ҫын прависемпе тимлекен уполномоченнӑй Сергей Романов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Свешников хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

«Мураты» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳҫин заместителӗ Юрий Петрович Спиридонов Чӑваш Республикин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Help to translate

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Чӑваш Республики ҫӗрулми ҫитӗнтерессипе, унран тӗрлӗ паха апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе мала кайнине палӑртнӑ.

Help to translate

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» уявӗнче вӑрнарсене мухтанӑ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12363-ik ... ne-mukhtan

Кун хыҫҫӑн Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ 1957 ҫулта Вӑрнарта архив валли кирпӗч ҫурт тума хушнӑ.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Ҫавӑнпа та ӑна 1930 ҫулхи мартра каялла Чӑваш АССР ЦИК президиумне пӑхӑнма тавӑрнӑ.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Чӑваш енре архивсем пуҫтарасси 1920 ҫулта автономи облаҫне туса хурсан тӳрех тухса тӑнӑ.

Help to translate

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Вӑл, шӑмарса, чӑваш сӑмахӗсемпе вырӑссенне хутӑш авӑртса, татах тем хыттине ӑшне тавӑрсах силлесшӗнччӗ, анчах анкӑ-минкӗленнӗ ӑс-тӑн кустӑрми нимӗн пӳтлине те сӑптӑраймасӑр, пушшӑн ҫеҫ ҫаврӑннине пула, арӑш-пирӗшленсе, уни-куни уҫӑмсӑррине ҫеҫ ӗнӗрлеме пуҫларӗ, пылран та тутли те пуҫне чул катрамӗпе пусарсах суптӑркаттарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене кунта, пӗр вӑрӑм тавар вакунӗ тӗлӗнче, платформа ҫинче, икӗ ҫын кӗтсе илчӗ: пӗри ҫак станции начальникӗ, кӗрнеклӗ, чух пӳллӗ, чӑн чӑваш сӑн-питлӗ арҫын, хурӑмлӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскер; тепри Зинонпа договор ҫырнӑ универбаза экспедиторӗ, тулаш енчен Сергей Филиппов киноактера аса илтерекенскер.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ташӑ пуҫласа яракансем «Б» класра комсорг пулнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Никитин Петрпа ҫав класрах вӗреннӗ Нарспи сӑн-питлӗ Петрова Зинаида (платйин аркине чӑваш тӗррипе хайнӑ), унтан «А» класра вӗреннӗ йӑпшак кӗлеткеллӗ Кириллов Владиславпа «Б» класри утмӑлтурат куҫлӑ Матвеева Альбина (иккӗшӗ те класс тулӗнчи ӗҫсенче чи активлисемччӗ) пулчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑр пуҫне тата чӑваш сӑпайлӑхӗ те вӑл-ку туйӑма халӑх умне шӑлтӑр-шалтӑр чикӗрен кӑларса, тӗлсӗр-йӗрсӗр арӑслантарса янине ырламасть те-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ялтан тухсан, Ула Тимӗрпе Полинӑн вак ҫулӗ анлах мар, куҫ ытамне те алӑри шурӑ алсиш пек кӗрекен (халӑх йышлӑ пурӑнакан вар-васан чӑваш ҫӗрӗнче ялсем ҫума-ҫумӑнах, пӗр-пӗрин ҫумне вӗҫӗмрен тӗкӗнсе ларни пурне те паллӑ ӗнтӗ) уй урлӑ выртрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юман — атте, ҫӑка — анне пулсан, ку чӑваш — ҫармӑс вӑрманне те хӑр-тӑлӑх шӑпи сӗртӗнсе иртнӗ-ши вара.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑмпаҫӑна пӗр паллӑ чӑваш поэчӗн сӑвви те аса килет:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шупашкарта мар, Хусанта пӗрремӗш тӗлпулу йӗркеленӗ чӑваш блогерӗсем тутар тусӗсемпе тӗл пулса пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсемпе темӗнччен калаҫрӗҫ.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Чӑваш тумӗ тӑхӑнса янкӑлтатакансем те, намӑссӑр сӑмах каласа «чапа тухакансем» те пур интернетра, телее вӗсем ку тӗлпулура ҫукчӗ.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed