Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Ҫакна пула «харсӑр» фашистсен ирӗксӗрех аллисемпе йӗмӗсене ярса тытса ҫамрӑк партизансем мӗн хушнисене туса пыма тивнӗ.

В результате «отважные» фашисты были вынуждены поддерживать руками штаны и выполнять поручения юных партизан.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, вӗсем хресченле тумланнӑ пӗр полицая тытса та килчӗҫ, унӑн аллинче пуртӑпа вӗрен.

И вскоре они привели одетого в крестьянское платье полицейского с топором и верёвками.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ ҫав юлташсем кӑвайт ҫути ҫине килсе ӳкекен пысӑк ещӗксене ҫӗре ӳкичченех яра-яра тытса ерипен лавсем ҫине пыра-пыра хураҫҫӗ.

Стоя у костров, они подхватывали падающий на огонь груз и укладывали его на подводы.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Халӗ лачакисем вырӑнӗ-вырӑнӗпе шӑнса ларнӑ, йывӑҫсене пас тытса лартнӑ, вӑрмана тем ҫӳллӗш юр хывса лартнӑ.

Все завалено снегом, зима.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапах та пирӗн ҫынсем сапаланса каймарӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрин хушшинчи дистанцие ҫирӗпех тытса пыраҫҫӗ.

Однако порядок переправы не был нарушен, положенная дистанция попрежнему строго соблюдалась.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗнрен ытларах ҫакӑ шиклентерет те ӗнтӗ пире, мӗншӗн тесен тӑшман хыҫранах хӑваласа килнӗ чух ҫынсем хушшинче лӑпкӑ йӗрке тытса пыма питӗ хӗн.

Это требовало большого хладнокровия, так как противник уже наседал на арьергард.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр-пӗрин хушшинче кирлӗ пек дистанци тытса пыма пултарӗҫ-ши?

Сохранят ли необходимую дистанцию?

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав вӑхӑтра пирӗн партизансем хулара тӑшманран тытса илнӗ складсенчи тыр-пулӑпа продовольствие халӑха валеҫсе пама тытӑнчӗҫ.

В городе всё это время шла раздача населению продовольствия, захваченного разведчиками на немецких складах.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир вара ҫапла шут турӑмӑр: тӗттӗм пулса ҫитсенех пӗр ушкӑн автоматчиксене кимӗсем ҫине лартса Днепрӑн сылтӑм енне каҫарса ярас та, вӗсем ҫав парома тытса илсе килсе, пӗтӗм соединение леш енне каҫса кайма май паччӑр.

Решено было, как только стемнеет, перебросить на лодках в город роту автоматчиков с тем, чтобы она захватила паром и обеспечила переправу отрядов.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунта та, Сумщинӑри пекех, хӑш-пӗр районсене пӗтӗмӗшпех партизансем хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ.

Здесь, так же как и на Сумщине, были целые районы, контролируемые партизанами.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Пирӗн, Сталин юлташ, ку тӗлӗшрен пӗр меслет кӑна: тӑшманран тытса илнӗ трофейсен шучӗпе пурӑнатпӑр.

— Один источник, товарищ Сталин, — за счёт противника, трофеи.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑш-хӑш ыйтусем ҫинче Сталин юлташ пире ытларах тытса тӑрать, хӑш-пӗр ыйтусене сӑмах май кӑна парса пырать.

На некоторых вопросах товарищ Сталин останавливал наше внимание, другие задавал попутно, мимоходом.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Унӑн сӑмаххине илтсессӗн эпӗ хама хам Иосиф Виссарионович мана алӑран тытса хӑй патне ҫывӑхартнӑ пек туйса илтӗм.

И у меня такое чувство, как будто Иосиф Виссарионович взял меня тихонечко за руку и приблизил к себе.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл каҫхине нимӗҫсем вӑхӑтлӑха тытса илнӗ районсенчен пирӗн самолёт ҫеҫ мар, пайтах нумай ытти самолетсем те зениткӑсен вучӗ хушшипе тухса, Мускавалла вӗҫнӗ имӗш.

Вероятно, в эту ночь не один наш самолёт под огнём немецких зениток летел в Москву из занятых немцами районов.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсем вӑхӑтлӑха тытса илнӗ ҫӗршыв пирӗн хыҫа тӑрса юлчӗ.

Земля, временно оккупированная немцами, лежала позади.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсем Кубане тытса илчӗҫ, Воронеж патне ҫитсе тӑчӗҫ, халӗ Сталинград патне ҫывӑхарса пыраҫҫӗ.

Немцы были у Воронежа, на Кубани, подходили к Сталинграду.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эсӗ пире вӗрентнӗ пек, алла пӑшал тытса нимӗҫсене тӗп тӑвӑп, «Ҫамрӑк гвардишӗн» тавӑрӑп.

Буду, как ты учил нас, с оружием в руках добивать фашистов, мстить за «Молодую гвардию».

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Унран эсӗ полици аллине мӗнле лекрӗн тесен, вӑл хӑйне пӗр ватӑскер, ӗлӗкхи кулак тытса пачӗ, терӗ.

Когда его спросили, как он попал в руки полиции, он сказал, что его выдал дед, бывший кулак.

Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Нимӗҫсем пӗр кун маларах тытса кайнисенчен пӗр ҫыннине те чӗрӗ хӑварман.

Немцы не оставили в живых ни одного человека из тех, кого захватили накануне.

Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Полици мана тытса кайма пычӗ.

Полиция приходила за мной.

Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed