Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Савнӑ Полина, мана пӗр япала, пачах ҫӗнӗ япала питӗ килӗшрӗ, ун ҫинчен эпӗ нумай пулмасть кӑна пӗлтӗм-ха, халӗ унпа хам та тӑрӑшсах аппаланатӑп та — ун ҫинчен сана ҫырса пӗлтерес тетӗп.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ кӑмӑлӑм пачах ҫук пулин те, уҫӑлса ҫӳренӗ те пулӑттӑм-и тен, анчах шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та ку япала ырри патне илсе ҫитерессине туйса илтӗм — «ӗлӗк ҫӳреместчӗ, халӗ акӑ тухма пуҫларӗ — мӗне пӗлтерет-ши ку?» — тейӗҫ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тен, пачах апла мар пуль — социалистсемсӗр пуҫне тата протекционистсем пур, Сэ хыҫҫӑн каякансем, Рау истори ҫине мӗнле пӑхнипе килӗшекенсем пур, ҫаплах политикӑлла экономире те темиҫе тӗрлӗ направленисем пур.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ вара ҫак ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ, савӑнма май килнӗ чухне, пирӗн савӑнӑҫран чылай пысӑкрах, чӗрӗрех, ҫӗнӗрех; анчах пирӗн, ахаль ҫынсен, савӑнӑҫ валли укҫа-тенкӗсем кӑртрах, кунта вара ку тӗлӗшпе пуянрах, пирӗнни пек мар; ҫитменнине тата пирӗн ахаль ҫынсен савӑнӑҫӗ канӑҫсӑрлӑхпа ҫитменлӗхе, инкек-синкекпе тӗрлӗрен хӗн-асапа аса илнипе тата вӗсем малашне те пулсах пырассине пӗлсе тӑнипе тӗксӗмленет, — вӑл инкек-синкеке, хуйха-суйха самантлӑха манса кайнӑ вӑхӑт ҫеҫ, — нушапа хуйха пачах манса кайма май пур-и ара?
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗртанлӑхпа ирӗклӗхе пула вара ӗлӗкхи хӗрарӑм-патшасенче мӗн-мӗн пулни те манра урӑхланса, ҫӗнелсе каять, чи лайӑх тесе шутланакан илемпе, эпӗ ҫураличчен ҫынсем пачах пӗлмен илемпе эрешленет.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, вӑл унӑн сӑн-питне курман-ха, хӑйне те пачах курман.
5 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ку ӗнтӗ пачах, пачах ман ҫинчен мар, — тет хитре те ҫутӑ сӑнлӑ чечен хӗрарӑм.— Это уж вовсе, вовсе не обо мне, — говорит светлая красавица.
3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн ун чухне шурса кайнӑ аллӑмсем ҫине мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкмарӗ пуль вӑл, — халь вара пачах апла мар ӗнтӗ; аллӑмсем манӑн чӑнах та лайӑх ҫав, вӑл тӗрӗсне калать».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл сахал вуларӗ, вӑл пачах та вуламарӗ, вӑл, хуҫа пекех, пӳлӗме пӑхса тухрӗ те ӑна майлама, тирпейлеме тытӑнчӗ; паллах ӗнтӗ, сахал тирпейлерӗ, пачах та тирпейлемерӗ, анчах вӑл питӗ лӑпкӑ: вулама та пултарать, ӗҫлеме те.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӑҫта мӗн чухлӗ пурӑнасси, хӑҫан ӑҫта пуласси паллӑ мар — ытти ӗҫсене тунипе пӗрлех, манӑн суту-илӳ корреспонденчӗсенчен укҫа илмелле пулать; хӑвах пӗлетӗн, савнӑ тусӑм» — ҫапла, ку пурччӗ ҫырура: «Савнӑ тусӑм», хӑй мана ӗлӗкхи пекех хисепленине, ман ҫине нимшӗн те кӑмӑлсӑр пулманнине кӑтартас тесе, вӑл сӑмахсене темиҫе хут та ҫырнӑччӗ, аса илет Вера Павловна: ун чухне эпӗ ҫак «савнӑ тусӑм» текен сӑмахсене чуптурӑм та, — ҫапла, ҫаплах ҫырнӑччӗ: — «хӑвах пӗлетӗн, савнӑ тусӑм, ӑҫта та пулин укҫа илмелле пулсан, темиҫе сехет ҫеҫ кӗтмелле пек туйӑннӑ ҫӗрте те час-часах темиҫешер кун кӗтме тивет. Ҫавӑнпа эпӗ хам Рязане хӑҫан ҫитессине пачах та пӗлместӗп; анчах, мӗнле пулсан та, часах мар пулмалла-ха».
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каярахпа вӑл вӗсен ҫырӑвӗсем ҫине пачах ответлеми пулчӗ; ҫакӑнтан вӑл Вера Павловнӑпа ун упӑшкине хӑйӗн малтанхи вӑрӑм ҫырӑвӗнче каласа панӑ Лопухов шухӑшӗсене ҫеҫ пӗлтересшӗн пулни сисӗнчӗ, ҫак ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн вара малашне ҫырмасан та юрать, тесе шутланӑ пулас вӑл.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хӑй вырӑнне ҫапла пани ун вӑйсӑрлӑхӗнчен килмен — ҫук, пачах апла мар.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫыннӑн яланах хӑйне ҫӑмӑллӑх кӳрекен шухӑшсем шыраса тупас килет; Дмитрий Сергеич хӑй ҫинчен: манӑн вилмеллех, тесе шутласа хунӑ вӑхӑтра ку сӑлтав вара пачах та юлман: эпӗ ӑна ӗнтӗ тахҫанах кирлӗ чухлӗ хисеплеме пуҫланӑ; ҫакӑн пек чухне вӑл ҫынна килентерет ҫеҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗ пачах лӑпкӑ пулман, вӑл виличчен эпӗ хам пурнӑҫпа тӑвӑрланаттӑм, анчах вӑл чӑн-чӑн сӑлтава шыраса тупайман.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, тусӑм, итлӗр-ха, ҫав шухӑш-кӑмӑл тӗрӗсех мар вӑл, пачах тӗрӗс мар: Дмитрий Сергеич хӑй питӗ йывӑр тесе шутланӑ япалана тӳссе ирттересси ман йӑнӑшран та, эпӗ хӑраса пурӑннинчен те килмен вӑл.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн вӑл тӳрре тухма хӑтланакан ӗҫсемшӗн тӳрре тухас кӑмӑлӑм пачах та ҫук, вуҫех урӑхла, манӑн вӑл тӳрре тухма кирлӗ те мар ӗҫсемшӗн тӳрре тухас килет.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Улшӑну патне илсе пынӑ япала хыҫҫӑн, виҫӗ ҫул хушши майӗпен пулса пынӑ япала хыҫҫӑн ҫак ӗҫ пулмасӑр иртме пултарайман; ҫав виҫӗ ҫул хушшинче эсир пачах та тенӗ пек ун хӑни пулса курман, ҫапла вара хӑвӑр кайран кӑлӑхах ҫывӑхлатма тӑрӑшнӑ ҫынсен хушшинчен ҫав ӗҫ сирӗн пирки мар, вӗсен характерӗсем пӗр пек маррипе пулса тӑнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сирӗншӗн пачах ют ҫын; анчах эпӗ, вилнӗ Дмитрий Сергеич каласа хӑварнисене тӑвас кӑмӑлпа, сире ҫыру ҫырни пире ҫывӑхлатать, ҫавӑнпа та сирӗн, тен, вилнӗ Дмитрий Сергеичӑн мӗнпур шухӑш-кӑмӑлне, пӗтӗм пурнӑҫне пӗлекен ҫын кам пулнине пӗлессӗр те килӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хамӑн ӗҫ-пуҫсем, вӗсене ытти ҫынсемпе тусан — питӗ ухмахла пулмалли, анчах вӗсем хам ырӑ тӑвакан ҫынпа ҫыхӑнсан — пачах каҫармалли япала пуласси ҫинчен ӑнлантарма кирлех те мар.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫемьесӗр пурнӑҫ маншӑн ҫемьеллӗ пурнӑҫран ҫӑмӑлтарах е ирӗкрех пек туйӑннӑ тенине пӗлтермеҫҫӗ манӑн ҫак сӑмахсем: ҫук, упӑшкипе арӑмӗн пӗрне-пӗри юрас тесе, пачах та тӑвӑрланмалла мар пулсан, вӗсем пӗрне-пӗри пӗр вӑй хумасӑрах килӗштереҫҫӗ пулсан, пӗрне-пӗри юрас тесе тӑрӑшмасӑрах килӗшсе пурӑнаҫҫӗ пулсан, хутлӑхӗ мӗнле тӑкӑс пулсан та, вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑл та ирӗк.