Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин the word is in our database.
тин (тĕпĕ: тин) more information about the word form can be found here.
Ӑна хӗвел аннӑ чух тин вӑратрӗҫ.

Его разбудили на закате солнца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов взвода тӗттӗм пулсан тин таврӑнчӗ.

Астахов вернулся к взводу уже затемно.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Воронежа ҫитес умӗн тин ытти вӑтӑр казакпа пӗрле Петро пиҫсе пыракан вагона пӗр ӳсӗр старик-железнодорожник пырса пӑхрӗ, ҫинҫешке сӑмсине пӑркаласа; — Каятӑр? — тесе ыйтрӗ.

Лишь под Воронежем в вагон, где парился с остальными тридцатью казаками Петро Мелехов, заглянул пьяненький старичок-железнодорожник, спросил, поводя тоненьким носиком: — Едете?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, тин ҫеҫ шыва кӗрсе тухнӑ евӗрскер, паккуссем хушшипе утса ҫӳрет.

Пантелей Прокофьевич ходил по рядам, как искупанный.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ун пекки ҫинчен эпир кайран тин пӗлекен.

— Мы об этом последние узнаем.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуняшшӗсем патне Наталья нумайччен иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн тин пычӗ.

Пришла Наталья к свекрам после долгих колебаний.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халь тин пӗрлешеймӗпӗр ӗнтӗ.

Теперича уж не прилепишься.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫутӑлас умӗн тин ҫывӑрса кайрӗ Григорий.

Уснул Григорий перед светом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степанран пулсан та, ӑҫта кайса кӗрӗн ӗнтӗ халӗ тин?

Хучь бы и от Степана, куда ж теперь денешься?

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пелагея патӗнчен ҫӗрле тин таврӑнчӗ вӑл.

Пришла она от Пелагеи поздно.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гетька, витерен пӗр пар хура ут алвӗҫҫӗн чуптарса тухса, пынӑ ҫӗртех вӗсене хӑмӑтсем тӑхӑнтарсан тин Мирон Григорьевич, карлӑк юписене урӑм-сурӑм аркатса хӑварса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

И только тогда ушел в курень, оставив безобразно выщербленные перила, когда Гетько на рысях вывел из конюшни пару вороных, на ходу накидывая хомуты.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья чупса е питӗ васкаса утса килнӗ курӑнать, пӗтӗмпе хашкама ернӗ, хӑйӗн шӑнса кайнӑ тутинчен темӗн шӑрши кӗрет — те ҫил шӑрши, те аякран аран кӑна сисӗнмелле вӑштӑртатса килекен тин ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ ҫеҫенхир ути шӑрши.

Бежала, как видно, или торопко шла, запыхалась, и пахло от свежего, нахолодевшего рта то ли ветром, то ли далеким, еле уловимым запахом свежего степного сена.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫӗсем Петро ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин вӑл ухмаха ернӗ пек кулма чарӑнчӗ: Петро кӗрлесе хумханса тӑракан ушкӑн хушшинчен енчен енне сулланкаласа тухрӗ те, юн сурса пӑрахса, урапа айне тӑсӑлса выртрӗ.

Оборвала сумасшедший смех, наткнувшись глазами на Петра: качаясь, выбрался он из колыхавшейся, гудевшей гущи и лег под возом, харкая кровью.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна вӑл унпала танлашса ҫитеспе тин курчӗ.

Григорий увидел ее, когда она почти поравнялась с ним.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна Томилинран Аксинья ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн тин, хӑйӗн чунне салхулӑхпа кичемлӗх каплантарса, ӑнланса илчӗ вӑл.

Только после того, как узнал от Томилина про Аксинью, понял это Степан, вынашивая в душе тоску и ненависть.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑнтӑрлапа тин Гниловской хутора ҫитрӗҫ.

Уже в полночь приехали на хутор Гниловской.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Яр, мӗн ӗнтӗ халь тин

— Пусти, чего уж теперь…

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑйӑран Григорий ҫӗрле, автансем авӑтнӑ хыҫҫӑн тин таврӑнчӗ.

Григорий пришел с игрищ после первых кочетов.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тавлашу ялти хӗрарӑмсенчен чи пуҫтаххи — жалмерка Мавра Прокофий патне ҫӗнӗ кӗвелӗк илме тесе кайса килнӗ хыҫҫӑн тин чарӑннӑ.

Решилось все после того, как самая отчаянная из баб, жалмерка Мавра, сбегала к Прокофию будто бы за свежей накваской.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ай! ай, ай!» кӑшкӑркаласа кӑна пырать асатте, мӗнпур вӑйран чупнӑ хушӑра, пуп пахчи тӗлне ҫитсен тин кӑштах сывлӑш ҫавӑрса илчӗ.

«Ай! ай, ай!» — покрикивал только дед, ударив во всю мочь; и как добежал до попова огорода, тогда только перевел немного дух.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed