Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп, Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп; 32. ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та, мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӳлти ҫарсенӗн Турри, Израиль Турри, ҫӗклен, пур халӑхсене те килсе кур, йӗркесӗр усал ҫынсене пӗрне те ан хӗрхен: 7. вӗсем каҫалапа таврӑнаҫҫӗ, йытӑ пек улаҫҫӗ, хула тавра ҫӳреҫҫӗ; 8. акӑ темӗн те каласа тултараҫҫӗ; вӗсен ҫӑварӗнче — хӗҫ: «пире кам илттӗр?» тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ: пирӗншӗн тунӑ хӑватусем ҫинчен, тӗлӗнмелле ӗҫӳсем ҫинчен — Санпа кам танлашайӗ? — вӗрентсе ҫӳрӗттӗм, калаҫӑттӑм эпӗ, анчах вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа сучӗсем чӑн, пӗтӗмпех тӳрӗ; 11. вӗсем ылтӑнран та, темӗн чухлӗ таса ылтӑнран та ытла ӑмсантараҫҫӗ, вӗсем пылран та, караслӑ пыл тумламӗнчен те пылакрах; 12. Санӑн чуруна ҫавсем сыхласа усраҫҫӗ, вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов Ҫӳлхуҫана ҫапла хуравласа каланӑ: 2. Эсӗ темӗн те тума пултарнине, Эсӗ тытнӑ шухӑша никам та чараяс ҫуккине пӗлетӗп эпӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ темӗн пекех кӗтрӗм — вӗсем калаҫмаҫҫӗ, чарӑнчӗҫ, урӑх хуравламаҫҫӗ, 17. эппин, эпӗ хам енчен калам, хамӑн шухӑшӑма пӗлтерем.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫичӗ пин пуҫ вак выльӑх, виҫӗ пин пуҫ тӗве, пилӗкҫӗр мӑшӑр ӗҫ вӑкӑрӗ, пилӗкҫӗр пуҫ ама ашак тата темӗн чухлӗ тарҫӑ-тӗрҫӗ — ҫакӑ унӑн пурлӑхӗ пулнӑ; вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пуху шавӗ лӑплансан Олоферн, Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗ, ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ют йӑх халӑхӗ умӗнче, пӗтӗм Моав ывӑлӗ умӗнче Ахиора ҫапла каланӑ: 2. Ахиор, Ефрем патне кӗрӗшнӗ ҫынсем енне тӑнӑскерӗ, паян пире темӗн те пӗр каласа тултарма, мӗн-мӗн пулассипе хӑратма, Израиль йӑхӗпе ан ҫапӑҫӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ хӳтӗлет теме кам вара эсӗ?
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лавӗсене турттарма вӑл темӗн чухлӗ тӗве, ашак тата мул илнӗ, апат-ҫимӗҫ валли илнӗ сурӑхсен, вӑкӑрсен тата качакасен вара шучӗ те пулман, 18. пур йыш валли апат-ҫимӗҫ те чылай пулнӑ, тата патша ҫуртӗнчен питӗ нумай ылтӑн-кӗмӗл илнӗ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун патне ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнакан пур халӑх та, Евфрат, Тигр тата Идаспис юханшывӗсем хӗрринче пурӑнакан пур халӑх та, Ариох айлӑмӗнче пурӑнакансем те, Елим патши те пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ Хелеуд ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма темӗн тӗрлӗ халӑх пухӑннӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Темӗн тӗрлӗ халӑхсем инҫетрен Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗшӗн парнесем илсе килӗҫ, Тӳпе Патшине парне кӳрӗҫ; Иерусалим, сана сыпӑкран сыпӑка савӑнса-хӗпӗртенсе мухтавлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ; 9. кӳршӗллӗ пурӑнакансем вӗсене мӗн пуррипе пулӑшнӑ: ылтӑн-кӗмӗл те, лашасемпе выльӑх-чӗрлӗх те панӑ, нумайӑшӗ тата, хаваллӑ кӑмӑлпа Турӑ Ҫурчӗ валли парне хывма пулса, темӗн чухлӗ парне панӑ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, темӗн чухлӗ тӗрӗсмарлӑхӑма пула ҫӳл тӳпе ҫине пӑхма та тивӗҫлӗ мар эпӗ [з].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Езекия ӗнтӗ хавхаланса кайнӑ, тӳннӗ-юхӑннӑ хӳмене ҫӗнеттернӗ, ӑна пашне ҫӳллӗшех хӑпарттарнӑ, хула тулашӗнче тата тепӗр хӳме тутарнӑ, Давид хулинчи Миллона ҫирӗплетнӗ тата темӗн чухлӗ кӑралпа хулкан хатӗрленӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Садок кил-йышӗнчен тухнӑ аслӑ священник Азария ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫавӑнтанпа, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем илсе килме тытӑннӑранпа, эпир тӑраниччен ҫисе пурӑнтӑмӑр, темӗн чухлӗ юлчӗ те, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне пиллӗх пачӗ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ; 18. филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене, иудейсене, икҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ, вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ачасем те пулнӑ; тата вӗсем темӗн чухлӗ тупӑш ҫаратса тултарнӑ; тыткӑна илнисене те, тупӑша та Самарие ӑсатнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пушхирте те пашнесем тунӑ, нумай пусӑ чавтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн айлӑмпа тӳрем вырӑнсенче темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ, ту-сӑрт ҫинче тата сат пахчисенче ҫӗр ӗҫченӗсемпе иҫӗм ӳстерекенсем пулнӑ: вӑл ҫӗр ӗҫне юратнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пыччӑр тесе Амасия каялла янӑ ҫар вара Иудейӑри хуласене — Самарирен пуҫласа Вефорон таранах — сапаланса кайнӑ та унта виҫӗ пин ҫынна вӗлернӗ, темӗн чухлӗ пурлӑх ҫаратнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.