Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Тир хулинче кашни пилӗк ҫултан ирттерекен вӑйӑсен уявӗнче патша та пулнӑ, 19. ҫавӑн чухне киревсӗр Иасон унта Иерусалимран Антиохи ҫыннисене уяв курма янӑ, вӗсен Геркулеса чӳк тума виҫҫӗр драхма кӗмӗл илсе каймалла пулнӑ; анчах укҫа илсе пынисем ҫакна чӳк валли усӑ ан курӑр, апла туни килӗшӳсӗр пулать, урӑх ҫӗре тӑкаклӑр тесе ыйтнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хирӗҫӳ питӗ шала кӗрсе кайсассӑн, Симонӑн пӗр шанчӑклӑ ҫынни урлӑ ҫынсене вӗлерме тытӑнсассӑн, 4. Ония кӗрешӳ хӑрушӑ иккенне, Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗ Аполлоний питӗ тискер хӑтланнине, Симон ҫилли ӳссех пынине курса 5. патша патне кайнӑ, анчах ҫынсене айӑплама мар, кашнине, пӗтӗм халӑха усӑ пултӑр тесе кайнӑ вӑл, 6. мӗншӗн тесессӗн патша тӑрӑшмасӑр ӗҫ-пуҫа килӗшӳллӗн татса пама май ҫуккине, Симон хӑйӗн ӑссӑрлӑхне пӑрахмассине вӑл лайӑх курса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6. Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Симон ӑна хуравласа каланӑ: эпир ют халӑх ҫӗрне те илмен, ют пурлӑхпа та хуҫаланман, эпир аттемӗрсен еткерне тытса тӑратпӑр; ӑна пӗр хушӑ тӑшмансем тивӗҫсӗр йышӑнса тӑчӗҫ, 34. эпир ӑна, майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса, каллех хамӑр алла тавӑртӑмӑр.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ваттисем урамра шӑкӑлтатса ларнӑ, мӗн усӑ кӳрӗ-ши халӑха тесе канашланӑ, ҫамрӑксем шукӑль тумланса ҫар тумӗпе ҫӳренӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Птолемаида хулипе ун таврашӗнчи ҫӗре эпӗ Иерусалимри сӑваплӑ Ҫурта парнелесе паратӑп, ҫав ҫӗрпе вӑл хӑйӗн тӑкакӗсене саплаштарма усӑ курса пурӑнтӑр; 40. унсӑр пуҫне эпӗ унта хама тивӗҫлӗ ҫӗрсенчен пухнӑ патша укҫинчен ҫуллен вунпилӗк пин сикль кӗмӗл парса тӑрӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3-4. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудӑпа унӑн хӑюллӑ ҫыннисем, тӑшман ҫарӗ хӑйсен тапӑрӗнчен аякра пулнипе усӑ курса, тӑшман ҫарне Эммаумра пӗтерсе тӑкас тесе тапранса тухнӑ; 5. Горгий ӗнтӗ Иуда тапӑрне ҫӗрле пырса ҫитнӗ, анчах унта никама та тупайман, вара вӗсене ту хушшинче шырама тытӑннӑ, вӑл: вӗсем пирӗнтен тараҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ытти ҫӗрӗ, сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин чухлӗскер, хулана — тӗрлӗрен усӑ курма, ҫуртсем лартма, хула ҫумӗ валли — тивет; хули варринче пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та эсӗ, хӑвӑн илемне шанса, хӑвӑн чапупа усӑ курса, асма пуҫларӑн, аскӑнлӑхна чараймасӑр кашни иртен-ҫӳренпе асрӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тепӗр чухне тата апӑссем хӑйсен туррисен ылтӑн-кӗмӗлне вӑрлаҫҫӗ те унпа хӑйсем усӑ кураҫҫӗ; 10. аскӑн арӑмсен килне пыраҫҫӗ те ҫавсене вӑрланинчен уйӑрса параҫҫӗ; ылтӑн, кӗмӗл, йывӑҫ турӑсене, ҫынна капӑрлатнӑ пек, тумтирпе капӑрлантараҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли хурансемпе калаксене те, ҫӗҫӗсемпе алтӑрсене те, кашӑксемпе мӗнпур пӑхӑр савӑта та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каллех тӳнкӗрне тытӑн та савӑнӑҫлӑн ташласа тухӑн; 5. Самари тӑвӗ ҫинче каллех иҫӗм пахчи ӗрчетӗн; иҫӗм ҫырли туса илекенсем ҫимӗҫӗпе хӑйсемех усӑ курӗҫ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ яман, Эпӗ хушман пулин те, хӑйсен суя тӗлӗкӗсене каласа паракан, Манӑн халӑхӑма улталаса-илӗртсе ҫӳрекен, хӑйсен халӑхне нимӗнле усӑ та кӳмен пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах эсир хӑвӑра усӑ паман ултавлӑ сӑмахсене шанатӑр.8. Вот, вы надеетесь на обманчивые слова, которые не принесут вам пользы.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ: Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ, Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫынни ҫакна чӗри патне те илмӗ: «унӑн пӗр пайне ҫунтарса ятӑм, кӑварӗ ҫинче ҫӑкӑр пӗҫертӗм, аш ӑшаласа ҫисе ятӑм; усӑ курмасӑр юлнӑ пайӗнчен ирсӗр япала ӑсталӑп-и вара? йывӑҫ каскине пуҫҫапӑп-и вара?» тесе каламалӑх унӑн пӗлӗвӗ те, ӑнланӑвӗ те ҫук.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Усӑ курмасӑр юлнӑ йывӑҫран вара хӑй валли турӑ, йӗрӗх, касса ӑсталать, ӑна пуҫҫапать, ун умӗнче чӗркуҫленсе кӗлтӑвать: «ҫӑлсам мана, эсӗ — манӑн туррӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫыншӑн ку — вут-шанкӑ, унӑн пӗр пайӗпе вӑл, ӑшӑ пултӑрччӗ тесе, хутма усӑ курать, вут чӗртет, ҫӑкӑр пӗҫерет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.