Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курнӑ (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Музейри япаласене темӑсем тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ: этнографи, шкул историйӗ, паллӑ ентешсен кун-ҫулӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве туптанӑ ял-йыш, салтак хӗсметӗнче пулнисем, ХХ ӗмӗрте усӑ курнӑ тӗрлӗ япала...

Help to translate

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӑл историллӗ аталанура тем те курнӑ, тем те тӳснӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Республика Пуҫлӑхне пенсионерсем кӑҫалччен усӑ курнӑ ҫӑмӑллӑха та аса илтерчӗҫ.

Help to translate

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Сӗт тирпейлекен хальхи йышши производство йӗркелес тесе Николай Маловпа унпа пӗр шухӑшлисем Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 94 /!/ сӗт заводне ҫитсе курнӑ.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи ҫынсем республикӑн клиника тата онкологи больницисен, кардиодиспансер, хулан 1-мӗш больницин, перинаталь центрӗн пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.

Help to translate

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Паянхи пурнӑҫ опытне кура хӑшпӗр тапхӑрта вӑхӑтпа перекетлӗрех усӑ курнӑ пулӑттӑм ҫеҫ.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмашкӑн ют ҫынсен ячӗпе регистрациленӗ телефон номерӗсемпе усӑ курнӑ.

Help to translate

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсемпе усӑ курнӑ чылай хушма хуҫалӑх, фермер хуҫалӑхӗсем йӗркелесе, тавар туса илекен пысӑк производствӑна ҫаврӑнчӗ.

Многие личные подсобные хозяйства, которые воспользовались льготными кредитами, переросли в крупнотоварное производство, образовав фермерские хозяйства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

3,5 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ вак тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 22 пине яхӑн субъекчӗ патшалӑх кӳрекен пулӑшӑвӑн тӗрлӗ майӗпе усӑ курнӑ.

Различными мерами государственной поддержки воспользовалось около 22 тыс. субъектов малого и среднего предпринимательства, которые создали 3,5 тыс. рабочих мест.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей тӗп онкологӗ Михаил Давыдов республикӑра пулса курнӑ вӑхӑтра Чӑваш Енре кӳрекен ятарлӑ онкологи пулӑшӑвне Европа стандарчӗсен шайне ҫитерме пӗтӗм май пулнине палӑртрӗ.

Главный онколог России Михаил Давыдов в ходе своего визита в республику отметил, что в Чувашии есть все условия, чтобы довести уровень специализированной онкологической помощи до европейских стандартов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Эпир курнӑ вӑйӑра питӗ ҫивӗч кӗрешӳре стадион хуҫисем тӗп хулари «Динаморан» 1:0 шутпа выляса илчӗҫ.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Хамӑн пурнӑҫра курнӑ футбол матчӗсене аса илсен, 1982 ҫулта Испанири тӗнче чемпионатӗнчи Франципе ФРГ командисем хушшинчи ҫурма финалти вӑйӑ пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать.

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑл 1884 ҫулта кун ҫути курнӑ, килти хуҫалӑхра ӗҫленӗ, каярах Энӗшпуҫ ялӗнчи Иоанн Богослов чиркӗвӗнче староста пулса вӑй хурать, кӳршӗллӗ Кипеч ялӗнчен Домна ятлӑ хӗре качча илет, вӗсем 6 ача ҫуратса ҫитӗнтереҫҫӗ.

Help to translate

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Материала ҫырнӑ чухне хӗрӗн, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нарспи Корниловна Васильеван, ҫырӑвӗпе усӑ курнӑ.

Help to translate

Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ.

Как выяснили сотрудники МЧС, сельский дом семья использовала в качестве дачи.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Аркадий Петров шӑпах ун чухне нимӗҫсен «Тигр» текен ҫӗнӗ танкне курнӑ.

Аркадий Петров именно в то время увидел новый немецкий танк "Тигр".

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Иван Романович Костьӑна хайхи чаплӑ «экспоната» — ашшӗ окоп чавнӑ чухне усӑ курнӑ кувалдӑна — кӑтартрӗ.

Help to translate

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хуласенчен кӑҫал та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта инкексӗр иртмен, Красноармейски районӗнче те производствӑра шар курнӑ.

Help to translate

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Пӗр кунта ҫеҫ минерал удобренине республикӑри хуҫалӑхсем иртнӗ ӗмӗрте анлӑн усӑ курнӑ Ан-2 самолетпа 200 гектар ҫинче сапнӑ.

Help to translate

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Унпа вӗренӳ, культура, суд ӗҫӗсенче усӑ курнӑ, документсене чӑвашла ҫырма хытарса ыйтнӑ.

Help to translate

Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed