Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ӑҫта вӗсем, пирӗн хӑш сехетре вилме пӳрнине ҫырса хунӑ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ушкӑнӗпех мӗнле хӑпартланса кайнине ҫырса кӑтартма та кансӗр.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку журнала хам валли кӑна ҫыратӑп-ҫке-ха эпӗ, апла пулсан, кунта мӗн-мӗн ҫырса хӑварни йӑлтах, пурте ӳлӗм маншӑн хаклӑран та хаклӑ аса илӳсем пулӗҫ.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ мӗн ҫырса пӗлтерме тивӗҫ эпӗ сирен пата: «Святая Мария» Карск тинӗсӗнчех шӑнса ларчӗ, 1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах ҫурҫӗр пӑрӗсемпе пӗрле Ҫурҫӗрелле шӑвать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫырӑвӗсене темиҫе хут вуланӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн начар енӗсемпе айӑпӗсем ҫинчен хӑйне чӗрне хури чухлӗ те хӗрхенмесӗр, чӗри хушнипе ҫырса пынӑ тесех ӗненетӗп эпӗ.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Портрета ҫырса пӗтерес халӗн эпӗ тата ҫакна калас тетӗп: сӑмси унӑн кӑшт каҫӑртарах, шӑлӗ шап-шурӑ, куҫӗ чакӑр; унӑн куҫӗ пирки манӑн тата темиҫе сӑмах каламалла пулать-ха.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!..
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тусем ҫинчен е нимӗне пӗлтермен кӑшкӑрашнӑ сасӑсем ҫинчен, унта пулса курман ҫынсемшӗн уйрӑмах нимӗн те кӑтартса паман картинӑсем ҫинчен ҫырса, сире йӑлӑхтарам мар-ха, тата статистика енӗпе асӑрхаттарнисене те ҫырса тултармӑп, пур пӗрех вӗсене никам та вуламӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапла вара, Алексей Маресьев — Чӑн-чӑн Совет Ҫынни ҫинчен ют ҫӗршывра ҫырма пуҫланӑ повеҫе пурнӑҫ хӑех Мускавра ҫырса пӗтерчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак кӗнекене ҫырса пӗтерсе пичете пама хатӗрлесен, пичетличчен малтан ман ӑна повеҫӗн теп геройне кӑтартассӑм килчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерменнисене ман хамӑн шутласа тавҫӑрмалла пулчӗ, хамран ҫырса хушмалла килчӗ.Пришлось поэтому додумывать, дополнять места, про которые он не дорассказал.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй каласа панисенчен нумайӑшне эпӗ ҫырса пыма ӗлкӗрейменччӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Трибунал ларӑвӗнчен таврӑнсан, эпӗ ҫав ҫырса хунӑ тетрадьсене пӑхса тухрӑм та, Алексей Мересьев ҫинчен тӗплӗн, тӗрӗссӗн каласа парас тесе, ҫӗнӗрен ӗҫлеме лартӑм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
… Ҫавӑнтанпа вара эпӗ Алексей Мересьева тӗл пулаймарӑм, анчах та ҫарти пурнӑҫ таҫта илсе ҫитерсен те, эпӗ ҫав лётчикӑн тӗлӗнмелле историне Орёл патӗнчех ҫырса хунӑ икӗ шкул тетрадьне хампа пӗрлех илсе ҫӳрерӗм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Манӑн тусӑм, Андрей Дегтяренко, — эп сире ун ҫинчен каласа патӑм-ха, — ун патне тӳрех ҫырса янӑ иккен: малтан — катастрофа пулни ҫинчен, унтан — ман урасене татни ҫинчен.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак ҫыннӑн тӗлӗнмелле калавӗ мана ҫав тери интереслентерсе ячӗ, эпӗ вӑл каланисене епле те пулсан тӗплӗнрех ҫырса пыма тӑрӑшрӑм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Питех те интереслӗ, нихҫан та пулман, тен урӑх нихҫан та пӗлеес ҫук япала ҫинчен илтессине ӑнланса, эпӗ сӗтел ҫинче выртакан шкул тетрадьне илтӗм те унӑн калавне тӳрех ҫырса пыма тытӑнтӑм.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Тӑванӑмҫӑм! — питӗ хӑвӑрт та чӑр-чар, вӗҫекен шухӑшне аран ҫырса пыма ӗлкӗрчӗ вӑл.«Родная моя! — писал он неразборчиво, едва успевая записывать быстро летящую мысль.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950