Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӗрлӗ тутар ҫине кӑтартса калать: — Сана Кази-Мухамед тытнӑ, — тет; унтан хура тутар ҫине кӑтартса калать: — Кази-Мухамед сана Абдул-Мурата пачӗ, халӗ ӗнтӗ сан хуҫу Абдул-Мурат пулать, — тет.

— Тебя, — говорит, — взял Кази-Мугамед, — сам показывает на красного татарина, — и отдал тебя Абдул-Мурату, — показывает на черноватого. — Абдул-Мурат теперь твой хозяин.

2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сӑнчӑра тытма лайӑхрах пултӑр тесе, патакне хӑйпе тавлашакана пачӗ, тет, аллине тӑсеса, сӑнчӑра ярса тытрӗ, тет.

А только отдал свой костыль подержать тому, с кем судился, чтобы ловчее было руками достать до цепи; протянул руки и достал.

Судома // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Липпунюшка икерчине илчӗ, тет те, хире чупа пачӗ, тет.

Липунюшка взял узел и побежал в поле.

Липпунюшка // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑлхасӑрри: «Тарар пулӗ?» — терӗ, тет те, тара пачӗ, тет.

Глухой говорит: «Бежать?» — и побежал.

Суккӑрпа хӑлхасӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Тӑрӑр! — тесе команда пачӗ майор, хӗҫне туртса кӑларса, хирӗҫ тӑракансене унпала уйӑрса.

— Стойте! — скомандовал майор, обнажая саблю и разделяя ею противников.

XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Ия, Зеб Стумп ӑнлантарса пачӗ.

— Да, благодаря разъяснениям Зеба Стумпа.

ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫак хушӑра, пӗр минута та сая ямасӑр, мустангер хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ те пӗве патнелле сиккипе яра пачӗ.

Воспользовавшись их замешательством и не теряя ни минуты, мустангер повернул на запад и поскакал к пруду.

XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ватӑ сунарҫӑ стакана тути патне илсе пычӗ те, пӗр виҫ-тӑват сыпкӑм сыпсассӑн, стаканне пушатса Флориндӑна пачӗ.

Старый охотник поднес стакан к губам и, сделав три-четыре глотка, вернул его пустым Флоринде.

XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пӑхатӑп — хайхи хураскер хӑлхисене каллӗ-маллӗ выляткаларӗ те, ҫаврӑнса, каялла тара пачӗ.

Смотрю: шевельнул он ушами, повернулся и назад.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Упа юр ҫине пӑртак юн юхтарса тара пачӗ.

Осталось немного крови на снегу, а медведь ушел.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнтанпа вара вӑл ашшӗне канлӗх паман, лешӗ вара ҫав мустанга тытакана нумай укҫа тӳлетӗп тесе хӑй хӗрне сӑмах пачӗ.

С тех пор она не давала отцу покоя, пока тот не обещал ей, что не пожалеет денег тому, кто поймает эту лошадь.

VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Унтан, аллине хитрен кӑнтарса, шлепкине илчӗ, карета еннелле пуҫ тайрӗ те, лашине шпорӗсемпе хӗссе, каллех прери тӑрӑх сиккипе яра пачӗ.

Затем, красивым движением приподняв шляпу, поклонился в сторону кареты и, дав шпоры лошади, снова поскакал по прерии.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫавӑн пек сасартӑк сывпуллашса, палламан ҫын хӑй лашине шпорсемпе тӗртрӗ те сиккипе яра пачӗ.

Распрощавшись так внезапно, незнакомец пришпорил своего коня и поскакал галопом.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анне пире ҫӑмарта пачӗ, тата пӑтӑ антарса сӗтел ҫине лартрӗ.

Мать дала нам каши и яиц.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анне мана пӗр татӑк ҫӑкӑр пачӗ.

Мать дала мне кусочек хлебца.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Иван пичче: «Мӗн вӑл, ҫӑкӑр ыйтать-и-мӗн?» — терӗ, мана пӗр пысӑк чӗлӗ касса пачӗ.

А дядя Иван говорит: «Что он, хлебца?» — и отрезал мне большой ломоть.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Анне кӑшт ӗҫсе пачӗ те, Иван пичче ӑна пӗр чӗлӗ ҫакӑр касса тыттарчӗ.

Мать выпила; дядя Иван отрезал ломоть хлеба и подал ей.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл мана пӗр пӗчӗкҫӗ пӑшал илсе пачӗ.

Он достал маленькое ружьецо.

Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атте: «Илсе килтӗм», — терӗ те мана кулач кӑларса пачӗ.

Он говорит: «Купил», и дал мне калач.

Пӗр ача хӑйне хулана илсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Атте мана кулач илсе пачӗ пек.

Он купил и дал мне.

Пӗр ача хӑйне хулана илсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed