Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван the word is in our database.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
— Пирӗн Сааведрасен авалхи ӑрӑвӗсен паттӑрлӑхне шута илсе, суя тӗн тытакансене тӑван ҫӗршывран хуса кӑларнӑ чухне, Гренадӑна, Севильине, Лоха хулисене хӳтӗленӗ чухне пирӗн авалхи йӑхсем кӑтартнӑ нимӗнпе хаклама ҫук пысӑк пулӑшусене шута илсе, ыйтатӑп…

— Прошу, считаясь с подвигами древнего рода нашего, Сааведра, и неоценимыми услугами, оказанными предками нашими отечеству при изгнании неверных, осаде Гренады, Севильи и Лохи…

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тӑван ҫӗршывне килнӗ-килменех йӑва ҫавӑрма, пурнӑҫ тума тытӑнаҫҫӗ.

Прилетели на родину и захлопотали над гнёздами, устраивая жизнь.

Чиесем чечеке лараҫҫӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Надежда Константиновна янахне икӗ аллипе тӗревленӗ те тӑван сасса пӗр сиктерми тенӗ пек итлесе ларать.

Надежда Константиновна в соседней столовой слушала родной голос; оперлась подбородком на сплетённые пальцы.

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Шкулсенче те хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗрентмен.

В школах не позволяли учить детей на родном языке.

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Фриц Платтен швейцарец та, Российӑра революци пуҫлансан юлташӗсемпе пӗрле хӑйне тӑван ҫӗршыва таврӑнма пулӑшакан юлташ, асрах-ха.

А швейцарец Фриц Платтен, который помог Владимиру Ильичу с товарищами вернуться на родину, когда в России началась революция!

Маяк // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Выҫӑпа хӑрса ҫитнӗ Атӑл ҫинчи миллион ача-пӑча Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн Председателӗн тӑван ачисем тейӗн.

Будто миллионы ребятишек на Волге с усохшими личиками были Председателю Совнаркома родными детьми.

Хӑрушӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм пӗрремӗш ҫул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ӑслӑ, ырӑ чунлӑ, тӑван ҫын!

Марк вошёл в их семью.

Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Волков масарӗ ҫинчи шурӑ вулӑллӑ хурӑн айӗнчи икӗ тӑван вилтӑпри ҫумне вара виҫҫӗмӗшӗ хушӑнать.

К двум родным могилам под белостволой берёзой на Волковом кладбище прибавилась третья.

Йывӑр ҫухатусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

 — «Сирӗн тӑван хулӑра…»

 — «Взятие Вашего родного города…»

Ҫак йывӑр ҫулсенче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

«Хаклӑ Владимир Ильич! — тенӗ унта. — Сирӗн тӑван хулӑра ирӗке кӑларни — сирӗн пӗр суранӑршӑн ответ пани, иккӗмӗшшӗн — Самар пулать!»

«Дорогой Владимир Ильич! Взятие Вашего родного города — это ответ на Вашу одну рану, а за вторую — будет Самара!»

Ҫак йывӑр ҫулсенче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Инка, паллах, йӗме тытӑннӑ; манӑн тӑван атте-анне-ҫке вӗсем!..

Инка, конечно, в слезы: ведь это мои родители!..

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Хуласем ӳсессипе палӑксене ҫӗнетсе юсасси мирлӗн пулса пымалла, ку вӑл тӑшман пирӗншӗн хаклине те асӑма тивӗҫлине нимӗн уямасӑр аркатса кӗнине аса ан илтертӗр: халӑх асӑмне тивӗҫлинче — пирӗн историпе эпир Тӑван ҫӗршыва юратассин тымарӗ, терӗ вӑл.

 — Он сказал, что рост городов и связанная с этим реконструкция должна носить мирный характер, а не походить на вражеское вторжение, когда не щадится памятное и дорогое: ведь в этом памятном — корни нашей истории и нашей любви к Отечеству.

18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Ҫапла, вӑл ҫулсенче эпир, ҫемҫен каласан, аваллӑх палӑкӗсене, хамӑрӑн тӑван истори палӑкӗсене пит уясах кайман.

 — Да, конечно, в те годы мы, мягко говоря, были не очень-то бережны с памятниками старины, памятниками нашей отечественной истории.

18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Кайран, Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан, влаҫсем ӑна та вӗлернӗ.

После вернулся на родину, власти казнили его.

Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӗсене вӑл вакунта, Тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ чухне, ҫырнӑ.

Он писал их в вагоне, когда возвращался на родину.

Влаҫ — советсене // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Акӑ, тинех вӗсем Тӑван ҫӗршывра.

Наконец-то на родине.

Расстанная урамӗ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ленинӑн вӗсене, вӑрҫӑпа, юхӑнчӑклӑхпа асапланса ҫитнӗ тӑван рабочи халӑха, пурне те хыттӑн ыталас килсе каять.

Ленину хотелось обнять их всех, родных рабочих людей, измученных войной и разрухой.

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ултӑ ҫултан тин тӗл пулаҫҫӗ вӗсем Тӑван ҫӗршывра.

Через шесть лет повстречались на родине.

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Киле, хӑвӑртрах Тӑван ҫӗршыва!

Скорее на родину!

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫапах та Тӑван ҫӗршывран килнӗ хыпар ӑна ҫав тери хумхантарса янӑ.

И всё же весть, прилетевшая с родины, взволновала необычайно.

Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed