Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Ассири патши израильсене Ассирие хӑваласа кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене кайса янӑ, 12. ку йывӑрлӑх вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине итлеменшӗн, Унӑн халалне пӑснӑшӑн ҫитнӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ӳкӗтсене итлемен, уяман.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Самарие ҫӗнсе илнӗ, вара Израиль ҫыннисене Ассирие куҫарса кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене вырӑнаҫтарнӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӑй вырӑнне стена ҫумӗнчи ларкӑч ҫине ларнӑ, Ионафан Саула хирӗҫ ларнӑ, Авенир Саул ҫывӑхне ларнӑ; Давид вырӑнӗ вара пушах пулнӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Филистимсем Турӑ арчине Дагона пуҫҫапмалли ҫурта йӑтса кӗнӗ, ӑна Дагон кӗлетки ҫывӑхне вырӑнаҫтарса лартнӑ.2. И взяли Филистимляне ковчег Божий, и внесли его в храм Дагона, и поставили его подле Дагона.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 35. [Ҫӳлхуҫа ӑна та Израиль аллине панӑ,] ӑна ҫав кунах туртса илсе, ӑна тата ҫав кун унта пулнӑ мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, ӑна та Лахиса тупаланӑ пекех тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 32. Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Леш пилӗк патша Макед ҫывӑхне тарса ӳксе ҫӗр хӑвӑлне пытаннӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне пыракан кирек кам та вилет, эпир пурте вилсе пӗтмӗпӗр-ши? тенӗ.13. всякий, приближающийся к скинии Господней, умирает: не придется ли всем нам умереть?
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та вилнӗ ҫын ҫывӑхне пымалла мар: 7. хӑйӗн ашшӗ е амӑшӗ, е пиччӗшӗ-шӑллӗ, е аппӑшӗ-йӑмӑкӗ вилсессӗн, унӑн вӗсен ҫумне сӗртӗнсе хӑйне ирсӗрлентермелле мар, мӗншӗн тесессӗн хӑйне Турра халаллани унӑн пуҫӗ ҫинче; 8. назорей пулса пурӑннӑ хушӑра вӑл пур кун та Ҫӳлхуҫа умӗнче таса ҫын.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйсен тапӑрне ларса тухмалла, хӑйсен ялавӗ ҫумӗнче, хӑйсен ҫарӗпе пӗрле пулмалла; 53. Израиль ывӑлӗсен халӑхне ҫилленни ан пултӑр тесе, левитсем хӑйсен тапӑрне Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне лартмалла; ҫапла вара левитсем яланах Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхласа тӑрӗҫ, тенӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 49. Левий йӑхне ҫеҫ шута ан ил, вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ан шутла; 50. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ун таврашӗнче мӗн пуррине пурне те левитсен аллине пар; вӗсем кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳреччӗр, ун таврашӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, хӑйсен тапӑрне те ун ҫывӑхне лартса тухчӑр; 51. кӗлӗ чатӑрне куҫарса каймалла пулсассӑн та, ӑна левитсем ҫӗклеччӗр; кӗлӗ чатӑрне лартмалла пулсассӑн та, ӑна каллех левитсем лартчӑр; кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑй тӑванӗсем хушшинче асли пулса тӑракан священникӑн ҫара пуҫӑн ҫӳремелле мар, хӑйӗн тумтирне ҫуркаламалла мар: унӑн пуҫӗ ҫине сӗрмелли ҫу юхтарнӑ, таса тумтир тӑхӑнмашкӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 11. унӑн нимӗнле вилнӗ ҫын ҫывӑхне те пымалла мар: вилнӗ ашшӗпе амӑшӗ ҫумне сӗртӗнсе те хӑйне хӑй ирсӗрлетмелле мар.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Арӑму тасамарлӑхӗнчен тасалнӑ вӑхӑтра ун ҫывӑхне ан пыр, унӑн ҫарамасне ан уҫ.19. И к жене во время очищения нечистот ее не приближайся, чтоб открыть наготу ее.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Аҫупа пӗртӑван пиччӳн ҫарамасне ан уҫ, арӑмӗ ҫывӑхне ан пыр: вӑл санӑн инкӳ.14. Наготы брата отца твоего не открывай и к жене его не приближайся: она тетка твоя.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та унта унӑн ҫывӑхне чарӑнса Яхве ятне каласа пӗлтернӗ.5. И сошел Господь в облаке, и остановился там близ него, и провозгласил имя Иеговы.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Унтан вӗсем Елим ҫӗрне ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑлкуҫӗ пулнӑ, ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, ҫавӑнта шыв ҫывӑхне тапӑрӑн ларса тухнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Египет ҫыннисем, фараонӑн ҫар урапи кӳлнӗ учӗсем, юланутҫисем, унӑн пӗтӗм ҫарӗ вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, халӑх ун чухне тинӗс хӗррине, Пи-Гахироф ҫывӑхне, Ваал-Цефон умне вырӑнаҫса ларнӑ пулнӑ, вӗсене ҫавӑнта хӑваласа ҫитнӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗсенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.