Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна ытти палӑрӑм та ҫирӗплетет: ту хрусталӗнчен тунӑ каскӑч, тап-таса пергамент ҫийӗн вырнаҫтарнӑскер, Марс планета мӗлкин Фалегӑн паллине ҫырчӗ; сывлӑшра хускалми ҫакӑнса тӑракан Тӑнӑҫлӑх Чечекӗ шанса ларчӗ те — Агригшӑн пархатарлӑ ҫамки ҫине юн мӗлки ӳкрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
«Пурнӑҫ йывӑҫҫи» ҫийӗн ҫӗкленнӗ, хӗвел ҫутине сӑнарлакан «Виҫӗ хӗвел» пирӗн пурнӑҫа упратӑр!Пусть «Три солнца» над «древом жизни», символизирующие солнечный свет, всегда оберегают нашу жизнь!
Олег Николаев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/29/glava-chu ... aet-s-dnem
Уйӑхлӑ каҫ, тӗм тураттипе пайланнӑскер, контрабандистӑн тусанпа витӗннӗ пичӗ ҫийӗн инҫетре-инҫетре уҫӑлса кайрӗ.Лунное небо, разделенное веткой куста, открылось высоко над запорошенным лицом контрабандиста.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫул хушшине Тергенса хунарпа хӑварса Ботредж, Стомадор тата Галеран юлашки чӑрмав патне ҫитрӗҫ, — вӑл пуҫ ҫийӗн ҫӗрпе тымарлӑ мачча пек ҫакӑнса тӑрать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав тӗлӗк ҫине-ҫинех килет, тару урӑхла сӑнарланать, анчах телейлӗн вӗҫленет — ӑна сад пахчисене ертсе каять, унта шыв ҫийӗн ытарайми утравсем пӗрлешеҫҫӗ; е Давенанта тытаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тыткӑнҫӑн пӗртен пӗр савӑнӑҫӗ те — ыйхӑ — тӗрме пирки тӗлӗнмелле тару курӑнӑвӗсемпе тулсах ларнӑ; алӑк ҫийӗн хупланӑ электричество лампин ҫутинчи вӑрану ун чухне татах та тертлӗрех.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Стомадор сӗтел ҫийӗн аялаллах пӗкӗрӗлчӗ, ирӗклӗн выртакан е пӗрне те перӗнсе хускатмасӑр ҫӗклеме май пур патака пӑхса шырать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ир тӗлне вертикаль шахта ҫийӗн ешчӗксемпе улӑм выртаҫҫӗ, — нимӗн те паллӑ мар.К утру над вертикальной шахтой невинно лежат ящики и солома.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Тӗпчеве пуҫлӑпӑр, — следователь калемне хут ҫийӗн тытрӗ те сӗт савӑчӗллӗ алӑ ҫине пӑхать.— Приступим к допросу, — начал следователь, занося перо над бумагой и смотря на руку с кружкой.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ав пӗр ҫӑхан пуҫ ҫийӗн явӑнать.
«Пур хӗлӗн лӑпкӑ кун е ҫил-тӑман…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 27 с.
Тӑва вӑл хӑйӗн умӗнче пӗр вӗҫӗм пӗрре тӳпен янкӑр йӑлтӑравӗнче, тепре пӗлӗт айӗнче курать; тайлӑмсен ҫийӗн пӗлӗтсем яка кантӑк ҫинчи сывлав пӑсӗ евӗр шӑваҫҫӗ-куҫаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Калаҫнӑ май вӑл кӑшласа пӗтернӗ авӑрлӑ чӗлӗмне кӑларчӗ те урамра пухнӑ сигара юлашкисен хутӑшне тултарчӗ, табака пуҫ пӳрнин сухан хуппилле сап-сарӑ чӗрнипе пусарчӗ, унтан чӗлӗмӗ патне илсе пынӑ шӑрпӑк ҫути ҫийӗн ывӑлӗ ҫине тепре тӗсесе пӑхрӗ, шӑрпӑк ҫунӑкне пӑрахрӗ те кӗленче пӑккине хутланакан ҫӗҫҫин пӑрипе туртса кӑларчӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вазӑсен ӳкерчӗкӗсенче каҫхи ӗнтрӗкри сӑртсем ҫийӗн вӗҫекен ҫара ҫерҫисене сӑнланӑ.Рисунок ваз изображал летучих мышей над сумеречными холмами.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ут ҫинче капӑррӑн ларнипе яланах уйрӑлса тӑраканскер — эпӗ хула ратуши ҫийӗн йӑлкӑшакан тулли уйӑх ҫутинче ума тӗлӗнмелле ӳкерчӗк кӑларса тӑратрӑм.
II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Ҫӑтмах пек илемлӗ сӑнлӑ, ун ҫийӗн ылтӑн та шупка кӗрен пӗлӗтсем ише-ише иртеҫҫӗ; каҫсерен вара Канабелльрен майӗпен-чеен ыйта-ыйта тӗпчетӗп: мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ хулара, ытти тем те пӗр…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Чи малтанах, хӗрарӑмсем ӗнентернипе килӗшӳллӗн, эпӗ ҫав тери капӑр пысӑк чечеклӗх курасса кӗтнӗччӗ, ун варринче вара чи шӑршлӑ апат юлашкисенчен симӗсрех-хура тӗслӗ питех те кӑмӑллӑ лупашка вырнаҫнӑ пуль тенӗччӗ; ҫак кӳлленчӗк ҫийӗн шӑна кӗтӗвӗ ӑнланмалла мар темӗскер ташлать, Сухаллӑ Сысна вара шӑпах ҫав лачакара шыва кӗрет имӗш.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.
Арҫынсен тӑватӑ мӗлки, тӗтӗм кӑларакан хунарӑн тӗксӗм ҫутинчи борт хӗррипе уйӑрнӑскерсем, шыв ҫийӗн кӗсменсемпе хыттӑн авӑсса ишеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Шыв ялти ҫатан карта ҫийӗнчи сывлӑш пек янкӑр, тӑрӑ, эпӗ юхан шыв тӗпне куратӑп, хӑйӑрӑн таса сийӗсем, хурарах юшкӑнпа ҫурри таран хупланнӑ пӗренесем, хӑма татӑкӗсем; вӗсен ҫийӗн ҫуначӗсене ерипен хуската-хуската пулӑсем тӑраҫҫӗ: шултрисем, вӗттисем, вӗсен айӗнче, аялта, шыв курӑкӗ сип-симӗс — кайӑксем вӗҫе-вӗҫе анакан улӑх-ҫаран тӗмӗсем евӗр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Пушанса юлнӑ тӳремлӗх ҫийӗн сывлӑшӑн малтанхи вӑйӗ ҫӑралма пуҫларӗ, ҫил хыҫҫӑн вӗҫсе пыма ӗлкӗреймесӗр пӗлӗтсем арканакан сывлӑш карапӗн парӑсӗлле — ҫӳлте — татӑкӑн-татӑкӑн сапаланаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Ҫаврӑнакан-явӑнакан сӗм тӗттӗмлӗх Жип ҫурӑмӗ ҫийӗн ыткӑна-ыткӑна вӗҫет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.