Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратать (тĕпĕ: юрат) more information about the word form can be found here.
Вӑл йӑрӑс пӳллӗ те ҫаврака питлӗ хӗр, хулӑн та вӑрӑм хура ҫӳҫне пуҫӗ тавра кӑшӑл туса ҫыхма юратать.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Сашука та юратать.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ман анне ачасене юратать.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ятлаҫнӑ вӑхӑтсем пулнӑ пулин те Виктор арӑмне чӗререн юратать.

Несмотря на редкие ссоры, Виктор любил жену от всего сердца.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аня Лизӑна хӑй хӗрне юратнӑ пекех юратать.

Аня любит Лизу, как свою дочь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Юратать сана тетя Аня, хытӑ юратать.

Любит тебя, тетя Аня, сильно любит.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫакна аван ӑнланчӗ: Виктор Иванович ӑна питӗ хытӑ юратать, кунӗн-ҫӗрӗн ун ҫинчен шухӑшлать.

Она поняла, что Виктор Иванович очень любит ее, и день и ночь думает о ней.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл романтичнӑй хӗрарӑмсене юратать.

Он любит романтичных женщин.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аппӑшӗн вӑрӑм ҫӳҫне тураса ҫивӗт тума юратать вӑл.

Она любил причесывать длинные волосы сестры и делать косы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне вӑл хӑйне майлӑ — тӑван ҫӗршывӗ уншӑн мӗн тӗлӗшӗнчен хакли ҫинчен шухӑшламасӑр-тумасӑр — юратать.

Он по-своему любил родину, никогда не задумываясь, что именно в ней ему дорого, и если бы его спросили об этом.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ворошилова Пархоменко хӑй тӑванне савнӑ пекех юратать.

Пархоменко, как брата, любил Ворошилова.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мана вӑл малтанхи пекех юратать, тен, ытларах та юратать-тӑр, анчах пӑхасса ача ҫине пӑхнӑ пек пӑхать.

Он любил меня как раньше, может, даже больше, но смотрел как на маленького.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ӗҫме юратать господин капиталист, ҫавӑнпа хӗрлӗ ун сӑмси.

— Выпить любит господин капиталист, потому и нос посинел.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Вӑл сире питӗ юратать, — терӗ ҫурма сасӑпа Зиновьев.

— Он вас очень любит, — вполголоса сказал Зиновьев.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Фаддей Кузьмич час-часах политика ҫинчен калаҫма юратать.

Он любил поговорить о политике.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Зиновьев та Ленина юратать, анчах вӑл темле хӗрарӑм майлӑрах, питӗ кӗвӗҫсе, ӑс-тӑна итлемесӗр, ҫав хушӑрах тата ҫакӑ пайталлӑ пуласса ӗмӗтленсе юратать.

Он питал к Ленину любовь почти женскую, полную ревности, безотчетную и расчетливую в одно и то же время, — любовь.

3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ӑна уйрӑмах Лина кӗтрӗ, мӗншӗн тесен вӑл уявсене питӗ юратать.

А больше всех ждала Лина, потому что она очень любила праздники.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Чие ҫырлисене вӑл та юратать иккен».

— Он ведь так любит вишни».

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Вӑл сикме питӗ юратать! — ӗнентерме тӑрӑшрӗ Ида ашшӗне.

— Он это очень любит! — заверила папу сестрёнка Ида.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ӑна кунран-кун ытларах та ытларах юратать.

С каждым днём он любил его всё больше и больше.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed