Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫ the word is in our database.
хӗҫ (тĕпĕ: хӗҫ) more information about the word form can be found here.
Григорий, Бодовсков урлӑ кармашса, аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те кубанка ҫӗлӗке хӗҫ тӳрчӗпе туртса ҫапрӗ, тӗреклӗ кӗлеткене йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗ.

Потянувшись через Бодовскова, Григорий, удерживая руку, рубнул тупяком шашки по кубанке, сдернул с седла грузноватое тело.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫ пулас умӗн Вешенскинчен икӗ лавпа хӗҫпӑшал илсе килчӗҫ: сакӑрвун тӑватӑ винтовкӑпа ҫӗр ытла хӗҫ.

К вечеру из Вешенской привезли два воза оружия: восемьдесят четыре винтовки и более сотни шашек.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ алла хӗҫ тытса ҫапӑҫмалла!

А теперь за шашку!

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Винтовкисем иккӗ кӑна пулнӑ вӗсен, камӑн — хӗҫ, камӑн — сӑнӑ, хӑшӗсем тата кӳсексемпе кӑна пӗр.

Винтовок у них только две, у кого шашка, у кого пика, а иной с дрючком.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Мелехов та хӑйӗннипе Григорий винтовкисене тата икӗ наганпа хӗҫ пырса пачӗ.

Петро Мелехов тоже отнес свою и Григория винтовки, два нагана и шашку.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тулта юр нӑтӑртатни, хӗҫ чӑшлатни, пусӑрӑнчӑклӑн «тррррр!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

За окном хруст снега, звяк шашек, приглушенное «тррррр!»

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Мелеховпа Латышев ретсен айккинче тем пирки шӑппӑн сӑмахласа пыраҫҫӗ, Латышев пӳрнисемпе ҫӗнӗ хӗҫ ҫаккине хыпашлать, Петро утне сулахай аллипе хӑлхи хушшинчен хыҫкаласа ачашлать.

Петро Мелехов ехал с Латышевым сбочь рядов, они о чем-то тихо разговаривали, Латышев играл свежим темляком шашки, Петро левой рукой гладил коня, чесал ему промеж ушей.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пудрӑ — тар мар, кӑтра — тупӑ мар, ҫивӗт — хӗҫ мар, эпӗ нимӗҫ мар, сирӗн сиятельствӑ, эпӗ чӑн-чӑн вырӑс ҫынни! — унтан парадран пӑрахса кайнӑ.

— Пудра — не порох, букли — не пушки, коса — не тесак, а я не немец, ваше величество, а природный русак! — и уехал с парада.

Пудра — пӑшал тарӗ мар // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӑйсен тӑшманӗсене хӗҫ-пӑшалсӑр курнипе пушшех ахӑрса кайнӑ стариксем вӗсем ҫине учӗсене кӗртсе ячӗҫ, — йӗнерсем ҫинчен уртӑнса, чӑпӑрккисемпе ӑшалантарчӗҫ, хӗҫ тӳрчӗсемпе ҫапрӗҫ.

Старики, озверевшие при виде безоружных врагов, гнали на них лошадей, — свешивались с седел, били плетями, тупяками шашек.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пин ҫурӑ хӗҫ, батарея тата прислуга-мӗнӗпе — хӗрӗх пулемет.

— Полторы тысячи сабель, батарея, сорок пулеметов с прислугой.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӗҫ ҫивӗчӗшӗнчен ярса илме пикенчӗ, касса пӗтернӗ ал тупанӗсенчен ҫанни ӑшнелле юн шарласа анчӗ.

Он хватался за лезвия шашек, с разрезанных ладоней его лилась на рукава кровь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аллаппине урлӑ касса татса, хӗҫ Чернецовӑн каялла ывӑтса тытнӑ пуҫӗ ҫине анса ӳкрӗ.

Видел, как углом сломалась перерубленная кисть, и шашка беззвучно обрушилась на откинутую голову Чернецова.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий курчӗ: Чернецов, шартах сиксе, сулахай аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, хӗҫ пуҫӗ ҫине тӳррӗн пырса ӳкесрен аллипе картласа ӗлкӗрчӗ.

Григорий видел, как Чернецов, дрогнув, поднял над головой левую руку, успел заслониться от удара.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Но-о-о-о… — такам пӑвнӑ пек тӑвӑнса хӑрӑлтатрӗ Подтелков, аллипе хӗҫ аврине ярса тытса.

— Но-о-о-о… — как задушенный, захрипел Подтелков, кидая руку на эфес шашки.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ пӗлетӗн-и-ха, вӑл пурнӑҫа эпӗ алла хӗҫ тытса ҫӑлнӑ?

Да ты знаешь, что я эту самую жизнь с саблей в руках завоевал?

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсен пӗкӗннӗ ҫурӑмӗсем пӑсланса тӑраҫҫӗ, ҫӗр чавса ҫуталнӑ катмаксемпе кӗреҫесем ҫутӑ хӗҫ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Над согнутыми спинами подымается пар, и блестят, как клинки, добела отшлифованные землей кирки и лопаты.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Казак офицерӗ пӳрни вӗҫӗсемпе кивелнӗ хӗҫ ҫаккине хыпашлать.

Казачий офицер теребил изношенный темляк шашки.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑна вӗҫне ҫитиччен итлеймерӗ, — хӑйне стена ҫумне хӗстерсе хучӗҫ те, тепле ҫеҫ хӗҫ ҫаккине татса пӑрахмарӗҫ.

Дослушать Листницкому не удалось, — его оттеснили к стене, едва не порвали ремень шашки.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тем шухӑша путнӑ пек пӗр хушӑ сӑмах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн, хӗҫ ҫаккипе вылякаласа, Калмыков ҫапла хушса хучӗ:

 — Калмыков, помолчав и раздумчиво играя темляком шашки, сказал:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет тӑрринчи хӗҫ тимӗр автансем кивелсе кайса хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ, кӗлечӗ хӑй те хӑрах еннелле чалӑшнӑ: ҫапла вара тимлӗрех куҫ кунта та хӑш-пӗр йӗркесӗрлӗхсене асӑрхама пултарать.

На крыше амбара попадали от ветхости жестяные петухи, скособочился амбар, некоторую бесхозяйственность мог приметить опытный глаз.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed