Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арифулла кӗреҫине хыттӑн ҫерем ҫине лартрӗ те хӗрарӑмсемпе пӗрле чул муклашкисене йӑтма пуҫларӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ара, эпӗ ыранах каятӑп ӗнтӗ, Леонтий Петрович! — витӗмлӗ пултӑр тесе, хыттӑн тавӑрчӗ Карачӑм.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Михала пичче яланхи пекех темле кулӑшла «истори» каласа парать, ҫамрӑксем ӑна ытлашши ахӑлтатса кулмасӑр итлеме тӑрӑшаҫҫӗ — хыттӑн кулма сӗтел хушшинче аван мар.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кам патне тетӗн эсӗ? — юриех хыттӑн ыйтрӗ вӑл.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫамрӑксем, пӗр-пӗрне хыттӑн пӑчӑртаса тытса, пӑркалама тапратрӗҫ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Леонтий Петрович, эсир мана кӳрентерсе кӑларса ярасшӑн курӑнать! — хыттӑн каларӗ Анна Иванова.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапла каларӗҫ те вӗсем, пӗр-пӗрин аллине хыттӑн чӑмӑртарӗҫ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Малтан, никам та ҫуккине кура, ҫав тери хыттӑн вӑрҫса тӑкрӗ, (ай, усал иккен Марине те пӗр вӑрҫма тытӑнсан), калас пеккине каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр-икӗ сехет ӑна нимӗн те чӗнмерӗ, кайран вара ӑна сӑмахпа кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртех тӗрте-тӗрте илчӗ, кашни утӑмрах тӑрӑхлама пӑхрӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Мӗн тӑвас, Натали, хамӑр бригадӑнне те ҫапла шыва чикес-и? — салтӑннӑ михӗ ҫӑварне хыттӑн туртса ҫыхрӗ Сехре.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ах, ку эсӗ-ҫке, ман карчӑк! — юриех хыттӑн кулса ярса ӑна икӗ ӑллипе ыталарӗ Кӑтра Михала.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Михала «Ӑҫта ҫавӑ? Манӑн ҫавна курасчӗ» тесе хыттӑн утса пырать.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хӑй те хыттӑн кӑшкӑрса ярасшӑн пулчӗ, анчах сасси тухмарӗ, вара вӑл, пушӑ витресемпе чӑнкӑртаттарса, урамалла чупрӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— «Победа»! — тет Зейнаб хыттӑн, хӑйне кӑмӑла каякан ят тупнӑран вӑл пит-куҫран та ҫуталса илет.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тӑхта, ҫитес ҫул кӳршӗсене чи лайӑх тулӑ вӑрлӑхӗ паратӑп, акӑр, ӗрчетӗр, пуйӑр, — трибуна ҫинчи пек хӑлаҫланса хыттӑн каларӗ Ятман.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Председатель ку сӑмахсенче суялӑх пуррине туйрӗ, агронома куҫран сӑнарах пӑхрӗ те хыттӑн кулса ячӗ:
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсене халӗ унта та кунта плуг касси хӗвел ҫинче ялкӑшса илнӗн туйӑнать, сӳре хыҫҫӑн пыракан ачасем хыттӑн кӑшкӑрса лаша хӑвалани илтӗнет.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ав мӗнле ӗҫе тытӑннӑ эсир! — хыттӑн каларӗ вӑл, пурне те алӑ парса.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл килте пухура илтнӗ кашни сӑмаха аса илчӗ, Ятман хӑйне хыттӑн каланин сӑлтавне пӗлме тӑрӑшрӗ, ҫапах та ниепле те шухӑш вӗҫне тухаймарӗ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем хайсен хыҫӗнче Левентей хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗҫ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Чӑнах-и?» тесе Михала патнелле пӗр утӑм турӗ те ашшӗпе юнашар тӑракан Укахвие тулли аллисемпе ҫупӑрласа илчӗ, унтан питҫӑмартинчен хыттӑн чуптурӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.