Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпарсем (тĕпĕ: хыпар) more information about the word form can be found here.
Дон леш енчен, тури Дон тӑрӑхӗнчен, пур ҫӗртен те восстани ҫурхи шыв таппи пек хӑватлӑн сарӑлса кайни ҫинчен хыпарсем килсе тӑчӗҫ.

Из-за Дона, с верховьев, со всех краев шли вести о широком разливе восстания.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗнчи казаксем каҫсерен тӑкӑрлӑксенче пуҫтарӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗҫ, унтан килсем тӑрӑх ҫӳресе сӑмакун ӗҫрӗҫ.

В Татарском казаки собирались вечерами на проулках, делились новостями, а потом шли пить самогон, кочуя из куреня в курень.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чашӑкри кӗвелӗке пушатса тӑрать, хӑйне пӳлесрен шикленнӗ пек, хыпаланса ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерет.

Опорожняла чашку с накваской и, боясь, как бы не перебили, торопливо рассказывала новости.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юр чӑмӑркки пек вӑркӑнса ҫӳреҫҫӗ хула тӑрӑх ҫавӑн йышши хыпарсем

Снежным комом катились по городу слухи.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Малтанах сӑмах хуторти хыпарсем тавра пулчӗ.

Разговор вначале вертелся вокруг хуторских новостей.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шухӑшӗсемпе пурте инҫетри фронт енне туртӑнчӗҫ, хумханса та чунӗсене ыраттарса казаксем пирки хурлӑхлӑ хыпарсем килессе кӗтрӗҫ.

К далекому фронту тянулись все мыслями, с тревогой и болью ждали черных вестей о казаках.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗтӳҫӗ пӗлтернӗ хыпарсем тӗрӗс пулчӗҫ.

Сведения, сообщенные пастухом, подтвердились.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем илтӗнеҫҫӗ?

— Что новостей у вас тут?

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗнле хыпарсем пур сан — кала.

— Какие твои новости — выкладывай.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов унта хӗллехи ҫуртсен тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫинчен ҫӗнӗ хыпарсем пӗлет.

Корнилов получил дополнительные сведения о районе зимовников.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутор пурнӑҫӗпе унти хыпарсем ҫинчен каласа панӑ май, Иван Алексеевич Христоньӑпа хӑйне съезд делегачӗ туса янӑ фронтовиксен пухӑвӗ ҫинчен те кӗскен хыпарларӗ.

Рассказывая про хутор, хуторские новости, Иван Алексеевич кратко передал о собрании фронтовиков, пославших его с Христоней сюда.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунтах хаҫат вуланӑ, ҫӗвӗ хыпарсем пӗлтернӗ, хуҫалӑх ҫинчен, ҫуркунне ҫинчен, суйлав ирттересси ҫинчен калаҫнӑ.

Тут же читали газеты, делились текущими новостями, возникали разговоры о хозяйстве, о весне, о выборах.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ еплерех «Светлый путь» колхозри хыпарсем.

Вот она, какая новость в «Светлом пути».

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Авланни, туй туни, хӗр ҫураҫни — чи юратнӑ хыпарсем пулнӑ.

Самой излюбленной темой таких разговоров обычно были свадьбы, женитьба, сватовство.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Савва, хӑнупа Усть-Невинскири ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен калаҫ, — терӗ Сергей тӑрӑхланине пытармасӑр.

— Савва, побеседуй с гостем об усть-невинских новостях, — сказал Сергей не скрывая насмешку.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах кӗҫех Керенскипе генерал Краснов 3-мӗш утлӑ ҫар корпусне Петроград ҫине ертсе каять, казаксен полкӗсене Дон ҫине туртса пыма ӗлкӗрнӗ Каледин кӑнтӑртан хӗссе килет текен сас-хура тухать те, ҫав урлӑ-пирлӗ хыпарсем казаксен чӗрисене канӑҫсӑррӑн пӑлхантарса тӑраҫҫӗ.

Но тревогу вселяли глухие отголоски слухов о том, что 3-й конный корпус вместе с Керенским и генералом Красновым идет на Петроград, а с юга подпирает Каледин, успевший заблаговременно стянуть на Дон казачьи полки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ноябрӗн малтанхи кунӗсенче казаксем патне Петроградри переворот ҫинчен тӗрлӗ хыпарсем ҫитме пуҫлаҫҫӗ.

В первых числах ноября стали доходить до казаков разноречивые слухи о перевороте в Петрограде.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунсерен ӑша хыптаракан пӑлханчӑк хыпарсем килсе тӑма пуҫлаҫҫӗ.

С каждым днем все тревожнее приходили вести.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах хыпарсем савӑнтарсах каймарӗҫ.

Но полученные сведения его не порадовали.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каласа ӗненмелле мар хыпарсем ҫӳреҫҫӗ, шӑлтах ӑнран тухрӑмӑр.

Слухи самые невероятные, растерянность.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed