Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирте (тĕпĕ: хир) more information about the word form can be found here.
Хирте моторсен кӗрлевӗ вӑйлӑлансах пырать, тупӑсенчен пенӗ сасӑ, снарядсем ӳке-ӳке ҫурӑлни илтӗнет.

Гул моторов все более грозно катился над полем, раздавался грохот пальбы пушек и взрывов снарядов.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вырса пуҫтарнӑ хирте те, йывӑҫ темисемпе хупланнӑ тӳпемрех вырӑнсенче те — тем чухлӗ салтак ӗҫлет.

Растянувшись по полям, с которых были убраны хлеба, по склонам пригорков с хохолками кустов, работало множество солдат.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хирте пӗччен — салтак мар.

Один в поле не воин.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тӑван ҫӗршыва таврӑнса, кашта ҫинче вилме пуҫа мӑйкӑч ӑшне чикиччен пушӑ хирте пурӑнни авантарах, — терӗҫ вӗсем.

— Лучше жить в пустыне, — говорили они, — чем воротиться на родину, где нас ожидает виселица.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ир пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлетӗп.

Я работал в поле с утра до вечера.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах алоэ курӑкӗнчен мӗнле те пулин апат хатӗрлеме пулнине пӗлмерӗм, ку сахӑр хӑмӑшӗнчен сахӑр тума ҫук иккен, мӗншӗн тесен вӑл хирте хӑй тӗллӗн, акмасӑрах ӳснӗ пирки унӑн сахӑр сӗткенӗ ҫук.

Но я не знал, можно ли приготовить какую-нибудь еду из алоэ, а сахарный тростник не годился для выделки сахара, так как рос в диком состоянии.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хирте пӗр ҫын та ҫук тесеттӗмӗр-ха.

Как уже говорилось, поля были безлюдны.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑ вара хӗршӗн ҫӑмӑл ӗҫ мар, — хирте ку тӑруҫӑн пӗр чун та ҫук, унта башибузуксем кӑна хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ.

Но для нее, девушки, это была нелегкая задача, — все поля вокруг были теперь безлюдны, и там рыскали одни лишь башибузуки в поисках добычи.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирте, унтан инҫе те мар, ҫӑра тусан мӑкӑрланса тухать, ҫав тусан хыҫӗнчен лаша тӑпӑртатни те ҫын сасси илтӗнет.

Невдалеке от нее, в поле, высоко поднималось большое облако пыли, а из этого облака доносился глухой топот конских копыт и разноголосый людской гомон.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирте мар пуль? — ыйтрӗ Марко майлашӑнса ларнӑ май, хӑй куҫ сиктермесӗр черешньӑн пӗр пӗренине пӑхрӗ.

В поле, что ли? — спросил Марко, усаживаясь и не отрывая глаз от черешни.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шурӑ юрпа витӗннӗ хирте те, ҫул ҫинче те пӗр чун курӑнмасть.

Ни души не было видно ни в поле, устланном белым покрывалом, ни на дороге.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫутӑлать; ӗнтӗ йывӑҫсене те уйӑрма пулать, хирте те пӗр япаларан тепӗрне уйӑрса илме май пур.

Светало; отчетливее становились очертания деревьев, в поле можно было уже ясно отличить один предмет от другого.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чарӑна пӗлмен ҫил-тӑман ӑна хулари пушаннӑ урамсемпе иртме пулӑшрӗ, хирте ҫил-тӑман тата ытларах варкӑшать.

Метель, которая помогла Огнянову пройти незамеченным по опустевшим улицам, бушевала здесь еще сильнее.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав самантра ҫиҫӗм ялтӑр ҫиҫсе илчӗ, кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм тавра ҫуталчӗ, Кралич тинех хӑй хирте иккенне чухларӗ, йӗрлекенӗсем таҫта хыҫалта юлнине тӗшмӗртрӗ.

Но вот ослепительная молния внезапно осветила все вокруг, и Кралич увидел, что он уже посреди поля, а погоня осталась где-то далеко позади.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ вӑл хирте ҫӳрет, чечексем пухать, — вӗсем унӑн ӗҫне кӑтартӗҫ, — акӑ вӑл Андрене тӗл пулать, — ҫав тери лӑпкӑ тӗлпулу-курнӑҫусем!

Вот она ходит по полю и собирает цветы, которые будут служить образцами для ее работы, вот она встречает Андре, — такие тихие свидания!

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хирте ӗҫлекен ушкӑнсем пурте тенӗ пекех юрлаҫҫӗ, анчах мӗн ӗҫлеҫҫӗ-ха вӗсем?

Группы, работающие на нивах, почти все поют; но какой работою они заняты?

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑвӑр ӗҫе тӑвӑр, анчах, мӗнле пулсан та, Шырланпуҫ ҫывӑхӗнче е хуторта мар, ӑҫта та пулсан ҫеҫен хирте тӑвӑр…

Действуйте, но только ни в коем случае не вблизи Гремячего и не в хуторе, а где-нибудь в степи…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ: «Мучи, эсӗ мӗншӗн ҫывӑрмастӑн?» — тесе ыйтрӑм та, вӑл: «Ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп, тусӑм, кунта ҫӗленсем тулли. Эсӗ ҫеҫен хирте уҫӑлса ҫӳре-ха, эпӗ сан вырӑнта пӗр сехет те пулин лӑпкӑн ҫывӑрам», — тет.

Я спрашиваю: «Ты чего не спишь, дедушка?», а он отвечает: «Я всю ночь не сплю, милушка, тут кругом змей полно. Ты пойди погуляй по степи, а я на твоем месте хоть часок в спокойствии усну».

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ: никам ҫук ют ҫеҫен хирте пӗччен ҫывӑрма хӑранӑ старик.

Нечего греха таить, старику было страшновато ночевать одному в чужой безлюдной степи.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа та ҫак ирхи шӑплӑхра ҫеҫен хирте икӗ ахаль шӑршӑ — сывлӑм тата ҫул ҫинчи вӑл кӑштах пусарнӑ тусан шӑрши — ҫеҫ тӑрать.

Потому в этот тихий утренний час и властвовали всесильно над степью два простых запаха — росы и слегка примятой ею дорожной пыли.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed