Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав сарӑ, тӗксӗм ҫутӑри тӑваткал чӳрече хушшинчен Ирина йывӑҫран тунӑ, хӗҫ ҫӗкленӗ, пит те хӑрушӑ пуканене лайӑхах уйӑрса илчӗ.
XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл хӑйне Женевӑран парса янӑ адрессене астуса илчӗ, вара Арбатӑн пӗр тӗксӗм урамӗнче доктор пурӑнакан адреса суйласа илчӗ.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Атӑ кӗлинчен ирӗлнӗ юрпа йӗрлесе, сурса пӗтернӗ урай; лутра та ирсӗр стенасем; тахҫантанпах штукатурласа шуратман мачча хуралса та ҫуркаланса кайнӑ; авал лакпа сӑрласа тӗрленӗ балюстрада, халӗ вӑл та шӑйрӑлса пӗтнӗ, тӗксӗм таможниксем; тата жандармсем — тӗрлӗ чинра тӑракан жандармсем — мӗнпур ҫӗрте, алӑксем патӗнче, кӗтессенче тӑрса тухнӑ; вӗсене ҫав тери нумай тӑратса тухнӑ пирки, ҫак чикӗри, Россия империне каҫакан станцири вокзал ҫуртне ура ярса пуснӑ кашни ҫын хӑйне арестленӗ пекех туйса тарать.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав тӗксӗм, нӳрлӗ ирхине пулса иртнӗ ӗҫ те уйрӑммӑнах тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.Необычен был и случай, приключившийся в это хмурое и слякотное утро.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Киеври сентябрь уйӑхӗнче кӗркунне пулакан яланхи ҫанталӑк пек мар; илем кӳрекен пур тӗслӗ, сарӑ та хӗрлӗ ҫулҫӑсем вырӑнне вӑл тӗксӗм те нӳрлӗ пулчӗ.
XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗксӗм юнпа тулнӑ куҫ тымарӗсен хушшипе пӑхса вӑл сасартӑк хӗпӗртесе ӳкрӗ: таҫта малаллах, коридор урлӑ тӑсса янӑ хӑй урине вӑл курах кайрӗ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗтӗм сӑн-пичӗ юнпа пӗрӗхнӗ пек, куҫӗ тӗксӗм те хӑрушӑ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
«Кӑмпа» айӗнче хунарӑн сарӑ, тӗксӗм ҫутти те курӑнчӗ.Уже мигнул из-под «гриба» желтым, чахлым, казенным огнем фонарь.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кунтан ӗнтӗ вӑрман инҫе те мар, анчах вӑл каҫхи кӑвак юрпа тӗксӗм пӗлӗт хӳттинче аран-аран палӑрса тӑрать.Лес был недалеко, но в ночи он едва-едва выделялся на фоне серого снега и хмурого неба.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Январь уйӑхӗнчи сивӗ кун ҫути тӗксӗм чӳречесенчен вӑйсӑррӑн сӑрхӑнса кӗрет.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Таврара темӗнле тӗксӗм те…
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Российӑра Ленинӑн ку брошюрине ҫуркунне ҫеҫ илнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Бауман этапсем тӑрӑх, тӗксӗм тӗрмесем тӑрӑх нушаланса ҫӳренипе ку таранччен ӑна ниепле те тупайман.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗлӗт ҫине, тӗксӗм ҫӗрелле, таҫта ҫӳлти кӑвак тӳпене пӑхать.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл хула таҫта аякра, тӗксӗм кӗтесре ларать пулас.Должно быть, городишко этот отнесло в сторону, в самую глушь.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Семёновски лейб-гварди полк батальонӗн колонни пуҫӗнче пыракан оркестрӑн параппан ҫапаканӗсен пӗрремӗш йӗрки шалти ӗҫсен министерствин тӗксӗм те сиввӗн курӑнакан ҫурчӗ тӗлне ҫитрӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗксӗм симӗс вӑрман шурӑ юрпа витӗннӗ хирсемпе пӗлӗт хушшинче уйрӑмах уҫҫӑн палӑрса тӑрать.Темно-зеленый, он резко выделялся тонкой полосой между небом и заснеженными полями.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав ирхине тӑшман ҫунтарса янӑ урам тӑрӑх, юр айӗнчен тухса тӑракан хура та тӗксӗм мӑръесем умӗн иртсе пынӑ чухне, Ленька хӑйсен учительне Василий Григорьевича тӗл пулчӗ.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тачка та тӗксӗм ӳтлӗ, хура ҫӳҫлӗ, ансӑр ҫамкаллӑ, куҫӗсем хӗсӗнсе ларнӑ пӗр ҫын пырса кӗчӗ.Вошел человек, толстый, смуглый, черноволосый, с низким лбом и совершенно заплывшими глазами.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Ҫӳлте ҫулҫӑсем вӑрахӑн кӑштӑртатаҫҫӗ, вӗсенчен ӳкекен шупка-симӗсрех тӗслӗ мӗлкӗсем унӑн тӗксӗм сӑхманӗпе аран-аран хупланнӑ имшер кӗлетки ҫинче, пӗчӗк сӑн-пичӗ ҫинче аран-аран хускалса ҫӳреҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Хӑвӑрӑн пуҫӑрта пӗчӗк те тӗксӗм, пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, аран ҫеҫ палӑракан сӑрӑ куҫлӑ пӗр аллӑ ҫулти пӗчӗк ҫынна сӑнлӑр-ха.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.