Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл каллех, хумханнипе, ӗнсине именмесӗр хыҫса илчӗ, пӗр урине теприн ҫине илсе хучӗ.Он опять в волнении неистово почесал затылок, опять переложил ногу на ногу.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн е пӗр питҫӑмартийӗ ҫинче е теприн ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑ улшӑнса тӑчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич Ольга инкӗшӗпе пӗр-икӗ сехет килӗшӳллӗ, пӗр урине теприн ҫине хумасӑр, пурин ҫинчен те йӗркеллӗ калаҫса ларчӗ; Ольга инкӗшне пӗр-икӗ хутчен ура пусма пӗчӗк пукан лартса пачӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Обломова ҫак ҫемьепе акӑ мӗншӗн паллаштарчӗ: кунта пур йӗрке те ҫирӗп, кунта апат хыҫҫӑн ҫывӑрса илме мар, пӗр урине теприн ҫине хурса ларма та юрамасть, яланах таса тумланас пулать, мӗн калаҫнине астуса юлас пулать — пӗр сӑмахпа каласан, тӗлӗрсе кайма та йӗркерен тухма та юрамасть, кунта пӗрмай хальхи пурнӑҫ ҫинчен хавхалануллӑ калаҫу пырать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Урпа тухса аптратрӗ: иртнӗ эрнере кӑна сылтӑм куҫ ҫинчи пӗтрӗ, ак халӗ теприн ҫине тухать.— Ячмени одолели: только на той неделе один сошел с правого глаза, а теперь вот садится другой.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурте ахлатса янӑ, пӗр-пӗрне ӳпкелешме пуҫланӑ, мӗнле-ха никам та ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама пултарайман: пӗрин — астумалла пулнӑ, теприн — тӳрлетме хушмалла, виҫҫӗмӗшӗн — юсамалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чей ӗҫме пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ: пӗрин пичӗ пӗркеленнӗ, куҫӗсем те шывланса тӑраҫҫӗ; теприн выртнипе питҫӑмартийӗпе тӑнлавӗ хӗрелсе кайнӑ; виҫҫӗмӗшӗ, ыйха пула, ют сасӑпа калаҫать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫап-ҫутӑ ялтӑртатса юхакан ҫырман хӑйӑрлӑ сӗвек ҫыранӗсем, сӑрт ҫинчен пуҫласа шыв патне ҫитиех анакан вӗтӗ тӗмесем, кукӑр-макӑр тарӑн вар, ун тӗпӗнчи пӗчӗкҫӗ юханшыв, хурӑн кати — ҫаксем пурте ятарласах пӗрне теприн ҫумне майлаштарса хурса, ӑҫтан ӳкернӗ картина пек туйӑнаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ассӑн сывларӗ, хӑйне хӑй ылханчӗ, пӗр айккинчен теприн ҫине ҫаврӑнкаларӗ, кам айӑплине шырарӗ, анчах тупаймарӗ.Он вздыхал, проклинал себя, ворочался с боку на бок, искал виноватого и не находил.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн пурнӑҫӗнче нимӗнле чӑрмав та пулман пекех, анчах вӑл чи пӗчӗк чӑрмава та ҫӗнтереймен пулӗччӗ; вӑл пӗр ӗҫне пӗтерсе теприн ҫине куҫмасть, вӗсем хӑйсем ӑна вӑйлӑ хумсем евӗр сиктереҫҫӗ; вӑл пӗр-пӗр ӗҫе чунне хытарса тума е тепӗр ӗҫе ӑспа хавхаланса тума пултараймасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тепри» халат та нихҫан та тӑхӑнмасть, — теприн пирки шухӑшларӗ вӑл: — «тепри…» — ҫак тӗлте вӑл анасларӗ… «пачах ҫывӑрмасть темелле… «тепри» пурнӑҫпа киленет, таҫта та ҫитет, йӑлт пӗлет, йӑлтах тӑвать…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар улпут ҫине пӑхса илчӗ, пӗр уринчен теприн ҫине пусрӗ те шарламарӗ.Захар взглянул на барина, переступил с ноги на ногу и молчал.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ курман! — терӗ Захар, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунсерен пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулни пӗриншӗн те, теприншӗн те ахаль иртмен: ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ҫеҫ киленсе, пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗпе тӗрткелесе илни ан пултӑр тесен, пӗрин те, теприн те пурнӑҫа пурӑнса курни, ӗҫпе япаласен йӗркине пӗлни тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хурлӑхлӑ минутсенче вӑл пӑшӑрханса тертленет, пӗр айӑкӗ ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнать, ӳпне выртать, тепӗр чухне тата пачах аптраса ӳкет; вара вырӑнӗ ҫинчен тӑрса урайне чӗркуҫленсе ларать те хӑратса тӑракан мӗнле те пулин тӑвӑла сирме ыйтса хӗрӳллӗн, тӑрӑшса турра кӗл тӑвать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна пӗр ӗҫри чиновниксем пӗр-пӗринпе туслашса, кашниех теприн канӑҫлӑхӗшӗн, ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан хастар ҫемье пек туйӑннӑ ӗҫе пачах кашни кун ҫӳремелле мар, пылчӑклӑ е пӑчӑ ҫанталӑкра е кӑмӑл туртман вӑхӑтра ӗҫе каймасан та юрать, тесе шутланӑ вӑл.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫ чӑрмавӗсем ҫапла капланса килнинчен шикленсе, вӑл пӗрмай пӗр айӑкран теприн ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ.Он терялся в приливе житейских забот и все лежал, ворочаясь с боку на бок.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата тепӗр станок патӗнчи ешчӗке аллине чиксе ярсах тӗрӗслерӗ, мастер килсе кӗресрен асӑрханса, каялла пӑха-пӑха вӑл пӗр станок патӗнче теприн патне утрӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каҫ пулнӑ май урамра пусма йӑтнӑ хунар ҫутакансем ҫӳрекенччӗ, пӗр юпа патӗнчен теприн патне ҫитсе хунарсене ҫутаканччӗ.В такое время обычно фонарщики с лестницами ходили от столба к столбу, зажигая фонари.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку вӑрттӑн ӗҫсем тӗтрепе хупӑрланнӑ хунарсем тӑрӑх пӗрин патӗнчен теприн патне куҫса ҫӳренӗ пек туйӑнаҫҫӗ.Казалось, тайны незаметно распространяются от фонаря к фонарю, задушенному туманом.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949