Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Вӗсем, ӑншӑрт тытнӑ ҫынсем пек тарӑхнӑскерсем, ҫак самантра кунти тутар княҫӗсене те, Хусанти мӗн пур халӑха та темӗн те пӗр каласа тӑкма, ҫӗр ҫинчи чи усал сӑмахсемпе вӑрҫма пултаратчӗҫ пулӗ, хӑйсем те васканӑшӑн, виҫӗ кӗлмӗҫе ыйтнӑ-ыйтман шӗкӗр хулана янишӗн ӳкӗнсе ҫакӑнтах ҫӗр айне анса кайма хатӗрччӗ-тӗр.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусаншӑн нумай ҫул хушши кӗрешнӗ, аслӑ князь ирттерекен темӗн чухлӗ похода хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳ савӑнӑҫӗ мӗнле пулнине те, вӑрҫӑра тӑшмана парӑнтараймасан чуна мӗнле йывӑррине те тӳссе курнӑ воеводӑсем мӗн пулса иртнишӗн пӑшӑрханса, ытлашши шавламасӑр тӑчӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан нӳхрепӗнче ӗнтӗ темӗн чухлӗ князь тата мӑрса ларать.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапхасемпе складсем умӗнче хӗҫ-пӑшал сапаланса выртать — праща, тесак, сӑнӑ, сулица, кистен, бердыш, чекан, шестопер, пернят, ухӑ, пуртӑ тата темӗн те пӗр.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн те тӑватӑп.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хӑй хӑраса пычӗ: ӑнсӑртран, кӗлте ӳкнӗ пек, йӑванса юлас марччӗ темӗн чухлӗ халӑх умӗнче.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн те пӗр туптама тытӑнсан выҫӑ ларатпӑр-и санпа!

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑр ҫынсем урлӑ темӗн те тума пулать.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унта темӗн чухлӗ ҫапӑҫнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир татти-сыпписӗр ҫапӑҫатӑр, тӑшмана сутӑнатӑр, темӗн те пӗр хӑтланатӑр, эпӗ ҫавна нимӗн те ӑнланма пултараймастӑп.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗн те пӗр тухса тӑрать князь куҫӗ умне: Мускав, Хусан, Сююнбике, Утямӑш, ҫеҫен хирти ут кӗтӗвӗсем, вырӑс элчи.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ ӑна пӗр калаҫурах темӗн чухлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Чауш княҫпа ун ҫыннисене Крым ҫулӗ ҫинче казаксем тытса чарнӑ, Ту енчи ҫӗр-шыва аслӑ князь ҫӗнӗ воеводӑсем кӑларса ярать, Утямӑша вӑл чӑн-чӑн хан вырӑнне хумасть, ӑна сирпӗтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тӑвасшӑн, ҫитес ҫуркунне вырӑссем Хусан патне вӑрҫӑпа килме хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем вӑл юри тухмасть пулӗ тесе пӑлханма та тапратнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра хапха яри уҫӑлчӗ те, унтан темӗн чухлӗ ҫын кӗпӗрленсе тухрӗ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мечӗт те, темӗн те пулать ун валли, Сююнбике.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑнта урӑх арӑмӗ пулсан Сафа-Гирей кунашкал сӑмахсемшӗн ӑна енчен енне ҫупса ямалла, темӗн те пӗр каласа хӑйӗн пӳлӗмне тарса кӗмелле.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ханӑн йышлӑ нӳхрепӗсенче темӗн те пур, кумыс та нумай.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑл пулсан ыттине ӑна кӳршӗ ачинчен те ыйтса илме пулать, Сахиб-Гирейӗн кӳршӗ ачи пуян, темӗн те пама пултармалла.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче темӗн чухлӗ мӑрса хирӗҫ тӑрать ӑна.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вайпутсем те, ытти чаплӑ ҫынсем те темӗн чухлӗччӗ ун чухне тин тунӑ крепоҫра.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed