Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллисене хырӑмӗсем ҫине тытнӑ икӗ ҫын чассавнин шурӑ тӗслӗ те авӑнчӑк маччисем айӗнче йывӑррӑн, вӑраххӑн утса, чиркӳри салхуллӑ юрра вӑрӑммӑн тӑсса юрлаҫҫӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ир енне ҫеҫ вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ, анчах унӑн ҫӑмӑл ыйхине салхуллӑ тӗлӗксем кансӗрлерӗҫ.На рассвете она задремала, но тонкий сон ее был встревожен печальными видениями.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, — терӗ вӑл Шӑппӑн, салхуллӑ сасӑпа.
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӗри ун хуйхӑллӑ сисӗм-туйӑмпала тулнӑ, — вӑл ашшӗ виличчен киле ҫитеймӗп тесе шикленет, ялта хӑйне салхуллӑ та кичем пурӑнӑҫ: сӗмлӗх, ҫын ҫукки, чухӑнлӑх, хӑй ним пӗлмен ӗҫпе аппаланасси кӗтсе тӑни ҫинчен шухӑшласа пырать.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Комиссар кун ҫинчен пӗлме ӗлкӗреймен те пулӗ, анчах та вӑл кун пек шӳт туни салхуллӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ, ҫапах та кӳренмерӗ, Кукушкин ҫине тӗлӗнсе пӑхса ыйтрӗ кӑна:
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн характерӗ канӑҫсӑр та салхуллӑ пулса тӑчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хальхинче ун кулли, ытти чухнехи пек вӑрттӑн мар, ӑшӑ та салхуллӑ пек туйӑнчӗ.И улыбка его в этот момент была не загадочная, как всегда, а теплая, грустная.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тискер кайӑкӑн салхуллӑ хура куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ юр ҫинче темӗнле тӗксӗм кӗлеткесене курчӗҫ.Черные печальные глаза зверя увидели на ослепительной чешуе наста темные фигуры.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Вӗсем мана хӑйсен ывӑлӗ вырӑнне илчӗҫ, тет, — салхуллӑ каласа пачӗ Ваня ҫар ачи ҫинчен, — вӗсем патӗнче эпӗ халь полк ывӑлӗ, тет.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хуйхӑллӑ та салхуллӑ сехетсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑсӑлса пычӗҫ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пур тӑкӑрлӑксенче те, тухмалли вырӑнсенче те пӑхса ҫӳрене, ҫав лабиринтра ҫӳренӗ чухне инҫетре ҫутӑсем вӗлт-вӗлт тунисене курнӑ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем тата салхуллӑ тӳпе айӗнче кӗрӗслӗтсе янракан пӑшал сассисем те илтӗннӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том киле питех те салхуллӑ килчӗ; мӑнаккӑшӗнчен пирвайхи сӑмахсем илтсенех, вӑл кунта унӑн хуйхишӗн ӑна никам та хӗрхенекен пулас ҫуккине туйса илчӗ:
19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сасартӑк пӑрахут аяккинчен шурӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ, ҫав тӗтӗм лӑпкӑ пӗлӗт пек пулса кайсан, пӑхса тӑракан ачасем каллех малтанхи салхуллӑ сасса илтрӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем салхуллӑ вӑрман ӑшӗнче шалта — вӑрман хӗрринчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмра — кӑвайт хучӗҫ, хайсем валли каҫхи апатлӑх ҫатма ҫинче пӑртак сысна ашӗ ӑшаларӗҫ те кукуруза пашалӑвӗсене ҫуррине яхӑнах ҫисе ячӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лешӗн те сӑн-сӑпаче салхуллӑ, вӑл та чунӗ ыратнипе пысӑк шухӑш тытни паллӑ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ача ҫапах ха, вилӗсене турттарса каймалли урапа пекех, салхуллӑ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе чӗтресе илчӗ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ Джо индеецӑн салхуллӑ сӑнне курчӗ.Том содрогнулся с головы до ног: его взгляд упал на неподвижное лицо индейца Джо.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗр вӑхӑтра вӗтӗ чулсемпе тӑпра муклашкисене аяккалла ывӑта-ывӑта яракан кӗреҫе сассисем чакӑртатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ, — пӗр евӗр салхуллӑ сасӑ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗрене сулли унӑн кӑмӑлне кайнӑ пек туйӑннӑ, вӑл, сулӑ хӗрринех вырнаҫса, юханшывӑн салхуллӑ анлӑшне тӗллесе пӑхса, нимӗн те сисмесӗрех тата асапланмасӑрах шыва епле путас-ши тесе шухӑшласа ларнӑ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен аякра ҫын питех ҫӳремен вырӑнсем, хӑйӗн чӗри пекех салхуллӑ вырӑнсем, шыраса ҫӳренӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.