Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасшӑн (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
10. Атте-анне пире ҫапла хӑйсен ирӗкӗпе хаса парса ҫӗр ҫинчи кӗске пурӑнӑҫ валли хатӗрлетчӗ; Турӑ вара пире усӑ парасшӑн, Вӑл пире Хӑйӗн тасалӑхне пая кӗмелле пулччӑр тесе хаса парать.

10. Те наказывали нас по своему произволу для немногих дней; а Сей - для пользы, чтобы нам иметь участие в святости Его.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ.

9. Любовь Божия к нам открылась в том, что Бог послал в мир Единородного Сына Своего, чтобы мы получили жизнь через Него.

1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Симон та тапранса тухнӑ та Аскалон хулипе ун таврашӗнчи керемсем патнех ҫитнӗ, унтан Иоппи ҫине кайса ӑна хӑй аллине илнӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн вӑл [Иоппи ҫыннисем] кереме Димитрий ҫарне парасшӑн тенине илтнӗ пулнӑ — ӗнтӗ хулана сыхлама унта хурал тӑратса хӑварнӑ.

33. И Симон вышел, и прошел до Аскалона и ближайших крепостей, и обратился в Иоппию, и овладел ею; 34. ибо он услышал, что (Иоппияне) хотят сдать крепость войскам Димитрия; и поставил там стражу, чтобы охранять ее.

1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

61. Ҫавӑн чухне Ионафана хирӗҫ Израиль хушшинчен усал кӑмӑллӑ, саккуна пӑрахнӑ ҫынсем пухӑнса пынӑ, вӗсем ун ҫинчен элеклесе парасшӑн пулнӑ; анчах патша вӗсене итлемен.

61. И собрались против него мужи зловредные из среды Израиля, мужи беззаконные, чтобы оклеветать его; но царь не внял им.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Навуфее чулпа персе вӗлернӗ тенине илтсессӗн, Иезавель Ахава каланӑ: тӑр, Изреель ҫынни Навуфей кӗмӗлле парасшӑн пулман иҫӗм пахчине хӑвӑн аллуна кайса ил: Навуфей чӗррисем хушшинче ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, тенӗ.

15. Услышав, что Навуфей побит камнями и умер, Иезавель сказала Ахаву: встань, возьми во владение виноградник Навуфея Изреелитянина, который не хотел отдать тебе за серебро; ибо Навуфея нет в живых, он умер.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вара 6200 ҫын ыйтӑвне татса парасшӑн.

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр пӳлӗмре пурӑнакан Люба тем пек ырӑ ӑс парасшӑн пулчӗ ӑна, вӗренме хистерӗ, малашнехи пурнӑҫ паянхи кунран килнине ҫирӗплетрӗ, каччӑсемпе асӑрхануллӑ пулма ыйтрӗ.

Help to translate

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Сергей Герасимов Арбенин рольне Мордвинова тӳрех парасшӑн пулман.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed