Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртрӗ (тĕпĕ: палӑрт) more information about the word form can be found here.
«Укҫа-тенкӗ килесси дояркӑсем ӗҫленинчен килет. Вӗсем — пирӗн тӗп тӗрек», — палӑртрӗ хӑй сӑмахӗнче Тамара Георгиевна.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Водительсен пухӑвӗнче районти ҫул-йӗр хӑрушсӑр-лӑхӗн комиссийӗн секретарӗ, ял хуҫалӑх пайӗн техника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп специалист-эксперчӗ В. Чаховский райцентрти Ленин урамӗ ҫул-йӗр инкекӗн чӑн-чӑн вучахӗ пулнине палӑртрӗ.

На водительском собрании секретарь комиссии дорожной безопасности района, главный специалист-эксперт сельскохозяйственной части по техническим вопросам В. Чаховский отметил, что настоящим очагом дорожных происшествий является улица Ленина в центре района.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

«Айӑплав ҫеҫ хӑш чух хӑй ҫимӗҫне кӳреймест», — палӑртрӗ Владислав Юрьевич.

"Такого рода наказания не всегда дают плоды", - сообщил Владислав Юрьевич.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

«Пӗлтӗр питӗ йывӑр ҫул пулчӗ, район территорийӗнче 20 авари сиксе тухрӗ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ, 25-ӗн аманнӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан, аварисен хисепӗ — 11, ҫул-йӗр инкекӗсенче ҫын вилесси 40 процент ӳснӗ. Аварисене ытларах ют ҫӗрти автотранспорт хатӗрӗсен водителӗсем тунӑ, тӑххӑрӑшне вара — Трак енрисем. Районти предприятисемпе организацисен автопаркӗсен автомашинисемпе иртнӗ ҫул авари туман», — палӑртрӗ Владислав Юрьевич.

«Прошлый год оказался сложным, на территории района произошло 20 аварий, в которых погибло 8 человек и 25 ранены. По сравнению с позапрошлым годом число аварий — на 11, гибель людей возросла на 40 процентов. Аварии чаще происходили по вине водителей иномарок, в 9 происшествиях вина местных жителей. В прошлом году с автомашинами автопарков предприятий и организаций района аварий не было», — подчеркнул Владислав Юрьевич.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Халӗ ку урамра пурӑнакансем шывсӑр нушаланмаҫҫӗ, - хӗпӗртенине палӑртрӗ Е.Макарова. - Вӑрманкас Алманчсемпе Нимӗчкассисене чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул /переезд/ туса патӑмӑр.

Help to translate

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Инна Исаева тата партин Чӑваш регион уйрӑмӗ ку енӗпе унчченех ӗҫлеме пуҫланине, ку, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑри парти организацийӗн пиҫӗлӗхӗ ҫинчен каланине палӑртрӗ.

Help to translate

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Николай Малов ҫавӑн пекех партин суйлав умӗнхи тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенчи вӑраха ямасӑр пурнӑҫа кӗртмелли задачисене палӑртрӗ.

Help to translate

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӑл конференцие хутшӑннӑ ҫынсене хастар ӗҫлеме чӗнсе каларӗ тата ҫитес суйлавра сулӑмлӑнах ҫӗнтерес шанчӑк пуррине палӑртрӗ.

Help to translate

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Чӑнлӑ ҫӗрӗ паттӑрсемпе тата ӗҫчен ҫынсемпе пуян пулнине, ялта пурӑнма пур условисем те туса панине палӑртрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Чӑнлӑ ҫӗрӗ паттӑрсемпе тата ӗҫчен ҫынсемпе пуян пулнине, ялта пурӑнма пур условисем те туса панине палӑртрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Чӑнлӑ районӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Петр Уфимкин пухӑннисене Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ май Владимир Сатай пысӑк чӗреллӗ те ҫемҫе кӑмӑллӑ, ӑслӑ, пултаруллӑ ҫын пулнине палӑртрӗ.

Help to translate

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Николай Кондрашкин скульптор уявпа саламланӑ май Владимир Сатай хӑйсен ялне таврӑннипе савӑнчӗ, ку бюст унӑн 30-мӗш ӗҫӗ пулнине палӑртрӗ.

Help to translate

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Витали арӑмӗпе вӑрҫӑнса мар, лӑпкӑ калаҫса пӑхма палӑртрӗ.

Виталий решил с женой поговорить спокойно, не ругаясь.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Раис Фалихович министр пулнӑ чух унпа лайӑх ӗҫленине палӑртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Пирӗн республикӑра уникаллӑ палӑксемпе тата архитектура объекчӗсемпе усӑ курмалли уйрӑм опыт пухӑннӑ, вӑл пирӗн хӑнасемшӗн интереслӗ пулӗ тесе шанатпӑр», – палӑртрӗ Минтимер Шаймиев.

Help to translate

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Форумра Тутарстан Президенчӗ Минтимер Шаймиев историпе культура эткерлӗхне упрас проблемӑсем хальхи хӑвӑрт улшӑнакан тӗнчере уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Help to translate

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫиччӗ виҫсе калаҫма хӑнӑхнӑ ертӳҫӗн кашни сӑмахӗ ӳсӗмсем пӗр хӑйӗнчен ҫеҫ килменнине палӑртрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Го Фэн, сӑмахран, хӑйне Шупашкар питӗ килӗшнине палӑртрӗ.

Го Фэн, например, отметил, что Чебоксары очень понравились.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Пирӗн ҫынсене ӑнлантармалла: нихӑҫан та, пӗр ҫыравра та, СССР, патша, Ленин, Сталин, Брежнев, Хрущев, Горбачев тапхӑрӗсенче те - конкретлӑ ҫын е ҫемье пирки информаци никама та паман, - палӑртрӗ Росстат ертӳҫи. - Ял хуҫалӑх, халӑх ҫыравӗсемпе информаци саракан должноҫри ҫынна саккунпа явап тыттараҫҫӗ, уголовнӑй ӗҫ пуҫаричченех».

Help to translate

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Пациентсене анкетӑсене хутшӑнма, вӗсем медицина пулӑшӑвне, тухтӑрсен ӗҫне мӗнле хакланине пӗлес тӗллевпе ыйтусене хуравлама сӗннине палӑртрӗ.

Отметил, что с целью оценки работы медиков, медицинской помощи предложил заполнить анкету.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed