Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лӑпкӑ усадьба пурнӑҫӗнче музыка кулленхи япала кӑна пулин те, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл пӗр ҫак килшӗн е ҫак килтисемшӗн ҫеҫ тивӗҫлӗ япала та пулса тӑнӑ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав уроксем унӑн кӑмӑл-туйӑмне пушшех те ҫӗнетрӗҫ, пуянлатрӗҫ, музыка урлӑ тӗтреллӗн кӑна ӑнланнӑ япаласене халӗ вӑл уҫӑмлӑраххӑн, татӑклӑраххӑн, анлӑраххӑн пӗлсе ҫите пуҫларӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Паллах, — тенӗ вара хӑй ӑшӗнче Макҫӑм, — музыка та пит хӑватлӑ вӑй, унпа ушкӑнсен чӗрисене те алла илме пулать.«Конечно, — рассуждал Максим, — музыка тоже великая сила, дающая возможность владеть сердцем толпы.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӗр енчен илсен, ача пӗтӗм чунӗпе музыка патнелле туртӑнни ку тӗлӗшпе ун пултарулӑхӗ пысӑк пулнине пӗлтерет, ҫапла вара, унӑн малашнехи пуласлӑхне те самаях палӑртать.
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ун шучӗпе, «ырӑ кӑмӑллӑ пани» пӗр хӑйӗн савӑнӑҫӗшӗн кӑна музыка калать, вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхас ҫук.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах Иохимӑн музыка туйӑмӗ чӗринче пулнӑ; вӑл юратнӑ та тунсӑхланӑ, юратӑвне те, тунсӑхне те тӑван ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнтарнӑ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах халӗ вӑл, шӑхличӗ ӑсти хохола итленӗ май, ӑшӗнче ӑна кӗвӗҫнипе пӗрлех, ҫакна ӑнланчӗ: таҫта ӑшра чӑн-чӑн музыка туйӑмӗсем вӑранаҫҫӗ, нимӗҫ хӗрӗн сӑнарӗ тӗтреленсех пырать.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, пансионран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн та, качча тухсассӑн та, музыка упражненийӗсене тепӗр хут тытӑнасси ҫинчен Анна Михайловна пачах шухӑшламан.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫакӑ питех те вӗчӗх ватӑ хӗр, вӗренекен хӗрачасен пӳрнисене, лайӑх авкаланакан пулччӑр тесе, пит «ӑста» хуҫкалаканскер, музыка илемне кӑштах та пулин туйма пултарнине путарса лартас ӗҫе те пит пӗлсе туса пыратчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Каҫхи апатпа чей ӗҫнӗ самант ӑна часах хӑй кӗтнӗ вӑхӑт ҫитессе пӗлтернӗ, вара амӑшӗ ҫавнашкал музыка сеансӗсене питех кӑмӑлламан пулин те, шӑхличӗ ӑсти патне чупса кайса, ҫывӑрас умӗн пӗр-икӗ сехет хушши итлесе ларма хӑйӗн юратнӑ ывӑлне чармашкӑн пурпӗрех вӑй ҫитереймен.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл «музыка» тесе каласшӑн пулчӗ.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унччен те пулмарӗ, ҫывӑхри сӗм вӑрман чӑтлӑхӗнчен сасартӑк темӗскерле музыка илтӗнсе кайрӗ.Вдруг из небольшой рощи, очень густой и темной, доносится странная музыка.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ман таврара хӗвел те музыка кӑна: пӗчӗк кайӑксемпе кӑсӑясем юрра шӑрантараҫҫӗ; ирхине шыв чӑххисем кӑрӑлтатаҫҫӗ, кӑнтӑрла тӗлӗнче — тӗрлӗ шӑрчӑк чӑрӑлтатать; унтан кӗтӳҫсем шӑхличӗ калаҫҫӗ, кӗре ӳтлӗ чипер хӗрсем иҫӗм ҫырли пахчисенче янӑравлӑн ахӑлтатса кулаҫҫӗ…
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Хӑйсем намӑс курнӑ хыҫҫӑн чӗркуҫҫи ҫинчен тӑричченех, пӑрахса тарнӑ хуҫи умӗнче кӑмӑл ҫемҫелнипе пичӗ ҫине тухнӑ куҫҫульне шӑлса типӗтичченех, вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем умӗнче хӑйсен мӗскӗнле пӑхӑнса пурӑнма пултарнипе мухтанаҫҫӗ, барсенче ташласа тата театрсенче юрласа, сӑра сутакан вырӑнсенче музыка каласа тата тӗл пулнӑ ҫынна пӗр кашӑк ҫӑмарта порошокӗшӗн е табак чӗптӗмӗшӗн тем туса пама хатӗрленсе, аллисене ыйткалакан ҫын пек тӑсаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Паллӑ та юратнӑ музыка илтӗнсе кайсанах, унччен хӑйсен лутра пуканӗсем ҫинче пӗр туйӑмсӑр ыйхӑласа ларакан хӗрарӑмсем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, кулкалама пуҫларӗҫ, ачасем, хӑйсене пӑрахса, музыкант патнелле хӑюсӑррӑн утма тытӑнчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Музыка сасси те, ача-пӑча кулни те, илтӗнмест, йытӑсем те вӗрмеҫҫӗ, велосипедсем те шӑнкӑртатса сас памаҫҫӗ, вилӗ урамсем тӑрӑх сайра-хутра кӑна ҫынсем васкавлӑн утса иртеҫҫӗ, ҫав вилӗ урамсенче сӳтӗлсе пӗтнӗ тимӗр ҫивиттисем кӗмсӗртетни тата мӗнле те пулин упранса юлкаланӑ мӑрьесем е вывескӑсем йӗрӗнтерсе чӑнкӑртатни ҫеҫ илтӗнет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Докладной записка ярса пачӗ, ту хырҫине композиторсен ҫуртне лартма сӗнет, унта музыка нумай, анчах вӑл пӗр усӑсӑрах пӗтет, тет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Майданран», станицӑри площадьрен, ҫеҫ темле кӑшкӑрашнисем тата музыка илтӗнет.Но с майдана, станичной площади, доносились оживленные крики и музыка.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗчӗк бухтӑри ҫутӑ шыв ҫине йӑлтӑркка кӑвак тусемпе пӗлӗтӗн чечен мӗлки ӳкет, тата таҫта шыв тӗлӗнче темле ытармалла мар илемлӗ мӗлке курӑнса тӑрать, вӑл ҫинҫерех кӑна та чечен, — тен, вӑл инҫетрен, ҫуртсенчен илтӗнекен музыка пулӗ, тен, вӑрмансен шыв ҫине йӑсланса анакан шӑрши, е радиопа юрлакан майран ирӗклӗ те вӑйлӑ сасси мар-ши, — ҫав сасӑ ҫӗрпе тинӗс ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗн янӑрать, пейзажпа пӗр тӑван пек пулать, вӑл ҫавӑнпа та таҫта ҫакӑнта, тусем хушшинче пурӑнакан темӗнле чӗрчунӑн сасси пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ӑна итлесе, вӑл хӑйӗн кӑкӑрне ӑшӑ хум пырса ҫапнине, вӗсем чӗрене кӗнине, чӗри тикӗсрех тапнине туйрӗ, ҫакна пула вӑл хӑйӗн чӗринче шухӑш хумӗсем, лайӑх шӑварнӑ, тарӑн сухаланӑ тӑпрари тырӑ пӗрчисем пекех, хӑвӑрт вӑйлӑ ӳснине, музыка сассин вӑйӗ вӑратнӑ сӑмахсем ҫӑмӑлтан та илемлӗн чечекленнине асӑрхарӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.