Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн the word is in our database.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) more information about the word form can be found here.
Кӗҫтук ҫинчен пӗлтернӗ пӗчӗк хыпара та лӑпкӑн итлеме пултараймасть вӑл.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Старшина мана нихҫан та куҫ уҫма памастчӗ, — лӑпкӑн тавӑрать Макар.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫавӑнтанпа эпӗ кайӑк хур картисем ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑп.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӗмӗрхи Атӑл мӑнаҫлӑн та лӑпкӑн юхса выртать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрнар химзавочӗн ырӑ мар сывлӑшне Вӑрнар вӑрманӗ кунӗн-ҫӗрӗн, пӗр пус укҫасӑр, никама систермесӗр, чӑтӑмлӑн та лӑпкӑн тасатать.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пухура лӑпкӑн лараймарӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кун каҫа мӗн туса ларас килте, — терӗ вӑл хуралҫӑна лӑпкӑн.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пурте лӑпкӑн ҫывӑраҫҫӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн ӑшӑ кулли, уҫӑ кӑмӑлӗ, васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫни — йӑлтах куҫ умӗнче.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эпӗ тӗлӗк каласа паратӑп, итлес килмесен, ан итле, — лӑпкӑн тавӑрать Прухур мучи.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ячӗ кӑна, — лӑпкӑн калаҫать заведующи.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл ал та памасть, яланах хушнине кӗтме вӗреннӗ ҫын пек, лӑпкӑн тӑрать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Икӗ хутчен тутлӑн анасларӗ те тепӗр самантран лӑпкӑн харлаттарма пуҫларӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула хаваслӑ кӑмӑлпах Миххан кайри пӳртне пырса кӗчӗ те малти пӳртрен кам та пулин тухасса лӑпкӑн кӗтсе тӑчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӑмӑлланчӗ-и? — терӗ вара, хӑйне лӑпкӑн тытма тӑрӑшса.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Ҫтаппан, аса илсе, лӑпкӑн хушрӗ:

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах чӗри ҫав-ҫавах лӑпкӑн тапрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑтана килни ӑнӑҫлӑ иртессе шанса, Сантӑрсем мӗн каласса лӑпкӑн кӗтрӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан та кӑмӑлне хытарма ӗлкӗрнӗ, ывӑлне лӑпкӑн кӗтсе илчӗ, ӑна йӑпатма тӑрӑшрӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйне хӑй тыткалайми пулса: — Эккей, ара, никампа та хаяр ятлӑ пулас мар тенӗччӗ-ҫке… Тӑшман нимпе те лӑпкӑн усрасшӑн мар мана. Лаша сахал пулчӗ-шим уншӑн? Ӗнепе пӑрӑва та пӗтерес терӗ эппин. Ку ытларах ӗнтӗ. Кӑна ниепле те тӳсме ҫук, — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed