Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

казаксем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Апла пулин те сулахай сулӑмлӑ казаксем, повстанецсен лагерӗнче ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра хирӗҫӳ кӑларса яни вилӗмле хӑрушлӑх патне илсе ҫитернине ӑнланмасӑр, Григорие хӑйсем майлӑ ҫавӑрасшӑн пулнӑ.

Григория же хотели привлечь к себе, не понимая всей гибельности распри внутри повстанческого лагеря.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сулахай сулӑмлӑ казаксем, Донран яланлӑхах уйрӑлса, хӑйсем патӗнче коммунистсемсӗр совет влаҫӗ майлӑ власть туса хума вӑрттӑн ӗмӗтленекенскерсем, Донец еннелле кайса Дон ҫарӗпе пӗрлешес пирки уҫҫӑнах шухӑшлакан Кудинов ура лартма хатӗрленеҫҫӗ.

Против Кудинова, открыто выражавшего желание идти к Донцу и соединиться с Донской армией, плелась интрига лево настроенными казаками, втайне мечтавшими об окончательном отделении от Дона и образовании у себя некоего подобия Советской власти без коммунистов.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем пӑлханаҫҫӗ.

Казаки волнуются.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна ӗнтӗ казаксем таҫта аякра калаҫнӑ пек илтӗнчӗ.

Он словно издалека слышал чужую речь казаков.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алӑк патне казаксем кӗпӗрленсе тулчӗҫ; тахӑшӗ йывӑҫ кашӑксене шуххӑн та ухӑнуллӑн шӑкӑртаттарса ташӑ ҫемми каларӗ.

В дверях столпились казаки; кто-то из них чудесно выбивал на деревянных ложках ярую плясовую дробь.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалта Рябчиковпа ытти казаксем утсем ҫинчен анчӗҫ: унта ҫурма сасӑпа юрӑ ӗнӗрлени, хыттӑн шавласа калаҫни илтӗнчӗ.

Позади загомонили, спешившись и вполголоса поигрывая песенки, Рябчиков с казаками.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑрт тӗмески ҫинчен казаксем хӑйсен пулеметне Каргински тӑрӑх чупса сӗтӗрни курӑнчӗ.

С бугра видно было, как по Каргинской казаки бегом тащили свой пулемет.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Повстанецсен пехоти садсенчен тухни курӑнчӗ ҫеҫ — пулемет ҫавӑнтах хыттӑн шӑтӑртатма тытӑнчӗ те, казаксем ҫӗр ҫине выртрӗҫ, сарайсемпе чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ картишсен хӳттипелле шуса кайрӗҫ.

Едва из садов показывалась пехота повстанцев, как с лихорадочной быстротой начинал работать пулемет, и казаки падали, переползали под прикрытие сараев и каменной огорожи базов.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ.

Он бросил бинокль и смотрел уже невооруженным глазом на то, как стремительно приближается лава к Климовской дороге, как в замешательстве поворачивают обратно и бегут к архиповским дворам кучками и в одиночку красноармейцы.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инҫетре ҫиллӗн-тӑвӑллӑн ыткӑнса килекен казаксем курӑнасса Григорий кӑлӑхах кӗтрӗ.

Тщетно Григорий старался увидеть на горизонте казачью лаву.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулемет лартнӑ пӗр тачанка тӑвайккинчен тӗрлеттерсе хӑпарса кайрӗ те ҫавӑнтах, масар патӗнче, хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ, чупакан тата чупнӑ ҫӗртех ҫӗре лӑпчӑна-лӑпчӑна выртакан хӗрлӗармеецсен пуҫӗсем урлӑ, садсенчен вӑркӑнса тухнӑ казаксем ҫинелле пулеметпа шӑлтарма пуҫларӗ.

Одна из пулеметных тачанок поскакала было на бугор, но сейчас же, неподалеку от кладбища, круто повернула, и через головы бежавших и припадавших на бегу красноармейцев пулемет застрочил по казакам, высыпавшим из садов.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, казаксем пӗлнӗ тӑрӑх, тӑватӑ дюйм ҫурӑ калибрлӑ мортирка, хӳрипе ҫӗре сухаласа илсе, йывӑррӑн кӗрӗслетсе кайрӗ.

И четырехсполовинойдюймовая мортирка, как определили ее казаки, осадисто рявкнула, пахая хвостом землю.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем, сайра хутра перкелесе, Каргински станица хыҫӗнче, пӗр ҫӗр чалӑшра, сапаланса выртрӗҫ.

Казачьи цепи лежали в ста саженях за Каргинской, редко постреливая.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Батальонӑн, казаксем пӑрахса кайнӑ Елански хуторӗнчен иртсе, Елански станица еннелле куҫмалла, унтан, З-мӗш батальонӑн Букановски енчен наступлени тӑвакан ротипе ҫыхӑнса, Антонов хуторне пырса йышӑнмалла.

Батальон должен был, минуя брошенный казаками хутор Еланский, двигаться в направлении станицы Еланской и, связавшись с наступавшей из Букановской ротой 1-го батальона, овладеть хутором Антоновом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, казаксем вӗсем…

Тебе же понятно, что казаки это…

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем тесен — вӗсем те тӗрлӗрен…

Казаки — они тоже разные…

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сухалаҫҫӗ ирӗклӗ казаксем, ҫав ирӗке пула тӑнранах супнӑ: ҫӗр ҫитмен пек, йӗтӗм ҫула сухалаҫҫӗ!

Пашут свободные казачки и чисто одурели от этой свободы, дороги все как есть запахивают, — скажи, будто земли им мало!

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫирӗп хуҫалӑхлӑ казаксем кӗрӗк арки йӑваласа ларас ҫук, паллах.

Ну, а хозяйственные казаки, конешно, поперли ба.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсем, казаксем мӗн нушапа ҫапла хӑтланнине пӗлсе ҫитсен, вӗсен разъезчӗсем ҫывӑхнерех пырса: «Нӑрӑсемпе перетӗр… Парӑнӑр, пур-пӗр вӗлерсе пӗтеретпӗр!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ.

Красноармейцы, разузнав в чем дело, иногда, близко съезжаясь с разъездами казаков, орали: «Жуками стреляете… Сдавайтесь, все равно всех перебьем!»

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем йӗнер хырӑмсарлӑхӗсене туртса хытарчӗҫ.

Казаки подтягивали подпруги.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed