Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗмре Володьӑна хӑй сывлӑшра вӗҫнӗ пекех туйӑнчӗ.Было уж совсем темно, и Володе показалось, что он плывет в воздухе.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халех тухса вӗҫнӗ пултӑр!
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл, Петерсона хул айӗнчен ҫавӑтнӑскер, пуҫне мӑнаҫлан каҫӑртса, вӗҫнӗ пекех хыттӑн вирхӗнчӗ, кӗҫех вара тепӗр пӳлӗмрен унӑн сасси, — хӑй шутланӑ пек каласан, аристократла дирижер сасси, — илтӗнсе те кайрӗ:
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать…
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шухӑшӗсем ӑна ҫаплах канӑҫ памарӗҫ, вӗсен йӗрки те майӗ те ҫук, таҫта вӗҫнӗ, ыйхи те килмест.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чунӑм тинех акӑ, вӑраннӑ ӑмӑрт кайӑк ҫунат авӑсса вӗҫнӗ пек, тӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхнелле ирӗккӗн те канӑҫлӑн вӗҫсе хӑпарчӗ…
XXII. Философипе ҫерҫи мӑшӑрӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем пурте пӗр вырӑна лекмеллеччӗ пулсан, виҫҫӗшӗ те пӗр йӗрпе, чӗрне хури чухлӗ те пӑркаланмасӑр вӗҫнӗ пулӗччӗҫ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ами аялалла вӗҫсе анчӗ, вӗҫнӗ чухне ҫуначӗпе икӗ хут хыттӑн лапӑстатса илчӗ, ҫур ункӑ туса вӗҫсе ҫаврӑнса, Разметновсен малти пӳлӗмӗн хӑпӑнчӑк кантӑк хашакӗ ҫине ларчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫеҫен хирти хура ӑмӑрт кайӑк — вил тӑпри тӗммисен хуҫи — сивӗ тӳпере пӗр-пӗччен, патша пек мӑнаҫлӑн ярӑнса ҫӳрет, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫнӗ май палӑри-палӑрми анса пырать.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн?
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗн эсӗ, амӑшӗ, ӑш вӗҫнӗ пек ҫӳретӗн?
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Йытӑ пысӑкӑш шӑнасем вӗҫнӗ пулӗччӗҫ!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Кӑпӑк чӑшӑлтатнӑ, шыв сирпӗнчӗкӗсем сывлӑшалла вӗҫнӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл хыпалана-хыпалана, шухӑшӗсене хӑваласа пынӑ пек, сӑмахсене вӗҫнӗ ҫӗртенех тытса илнӗ пек, ялта укҫапа е укҫасӑр пурӑнасси ҫинчен каласа пачӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Кунта та, хӑй пекех ҫӗршер ҫарамас кӗлеткесем хушшинче те, Челкаш хӑйӗн ҫеҫенхир хурчӑки евӗрлӗхӗпе, тискер вӑрӑнни пек типшӗмлӗхӗпе тата мӗнле те пулин тӗллесе утнипе, ҫиелтен пӑхсан, — лӑпкӑн та майӗпен пек, анчах та ӑшӗнчен — тискер кайӑк вӗҫнӗ пек ярӑнса та сӑнаса утнипе хӑй ҫине пурне те асӑрхаттарса пӑхтарнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Обломов вӗҫнӗ пек утса ҫӳрет; ӑна такам пӳлӗмре алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗн туйӑнать!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах Ольга вӗҫнӗ пек хытӑ каять, ури те ҫӗре перӗнмест.Он за ней, но она едва касается травы и в самом деле как будто улетает.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑн та, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Обломовкӑра пурӑнакансен урӑхла чӑрмавсем те сиксе тухкаланӑ, анчах вӗсем ҫав чӑрмавсене ытлашши пӑшӑрханмасӑрах кӗтсе илнӗ, чӑрмавсем вара, чул хӳме ҫумӗнче хӳтлӗх тупайман кайӑксем аяккалла вӗҫнӗ евӗр, Обломовка ҫыннисенчен аяккалла пӑрӑннӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӳлелле мар-иҫ, аялалла вӗҫнӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сывлӑш ҫеҫенхир чечекӗсемпе армути шӑршипе тулса ларнӑ, пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнӗ, шӑрчӑксем чӗриклетнӗ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.