Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванрах (тĕпĕ: аван) more information about the word form can be found here.
Ҫак ӗҫсене, паллах, ҫанталӑк ӑшӑтиччен пурнӑҫласан аванрах.

Эти работы, конечно, лучше провести до того, как погода потеплеет.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Калча ӳснӗҫемӗн тутлӑхлӑ япаласемпе шӑварни аванрах.

Для роста рассады лучше поливка питательными веществами.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Вӗсем ирӗкре хӑйсене аванрах туяҫҫӗ.

Help to translate

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Кун пек ҫемьесене пӗрлештермесен аванрах.

Help to translate

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

— Лариса Валерьевна, хӑш меслечӗ аванрах?

— Лариса Валерьевна, который способ лучше?

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Шӳрпе пӗҫерме 500 г аш, 300 г кӑлпасси тавраш (темиҫе тӗрлӗ пулсан аванрах), 3-4 ҫӗр улми, тӑварланӑ 3-4 хӑяр, 1-2 кашӑк томат пасти, 3 кашӑк тип ҫу, оливка, лимон кирлӗ.

Чтобы сварить бульон нужны 500 г. мяса, 300 г. различных колбас (лучше, когда их будет несколько сортов), 3-4 картофелины, 3-4 соленых огурца, 1-2 ложки томатной пасты, 3 ложки подсолнечного масла, оливки, лимон.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Унта аслӑ е ятарлӑ пӗлӳллӗ, хатӗрленсе кайни аванрах пулмалла тетӗп.

Туда считаю лучше идти подготовленым, с высшим или специальным образованием.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пӗр-пӗрне аванрах пӗлтӗмӗр, ура ҫине ҫирӗпрех тӑтӑмӑр.

Лучше узнали друг друга, крепче встали на ноги.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫавна май ишлейсен ыйту ҫуралчӗ: ҫав свалкӑна тӗп тусан аванрах пулмасть-и?

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

14. Шӑпах ҫав Каиафа ӗнтӗ иудейсене «халӑхшӑн пӗр ҫын пӗтни аванрах пулӗ» тесе канаш панӑ пулнӑ.

14. Это был Каиафа, который подал совет Иудеям, что лучше одному человеку умереть за народ.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: эсир нимӗн те пӗлместӗр, 50. ӑнланмастӑр ҫакна: пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын вилни пирӗншӗн пуриншӗн те аванрах, тенӗ.

49. Один же из них, некто Каиафа, будучи на тот год первосвященником, сказал им: вы ничего не знаете, 50. и не подумаете, что лучше нам, чтобы один человек умер за людей, нежели чтобы весь народ погиб.

Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Унчченхинчен пахарах ырӑлӑх пама пулнӑ, Иисус урлӑ хывнӑ халал авалхинчен аванрах пулнӑ пек, Унӑн ӗҫӗ те леш священниксен ӗҫӗнчен аслӑрах.

6. Но Сей Первосвященник получил служение тем превосходнейшее, чем лучшего Он ходатай завета, который утвержден на лучших обетованиях.

Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакна та эпӗ хамшӑн ҫавӑн пек тутарасшӑн ҫырмастӑп: ун пек тӑвиччен вилсе выртни аванрах маншӑн — манӑн ырӑ ятӑма никам та ан пӗтерейтӗр.

И написал это не для того, чтобы так было для меня. Ибо для меня лучше умереть, нежели чтобы кто уничтожил похвалу мою.

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ман шутпа, ҫак йывӑр пурӑнӑҫра этеме халь мӗнле пур, ҫавӑн пек юлни аванрах.

26. По настоящей нужде за лучшее признаю, что хорошо человеку оставаться так.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах.

9. Но если не могут воздержаться, пусть вступают в брак; ибо лучше вступить в брак, нежели разжигаться.

1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Никам та кивӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн: «кивви аванрах» тет вӑл, тенӗ.

39. И никто, пив старое вино, не захочет тотчас молодого, ибо говорит: старое лучше.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Этем Ывӑлӗ ӗнтӗ, Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пек, Хӑйӗн ҫулӗпех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ҫав ҫынна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.

21. Впрочем Сын Человеческий идет, как писано о Нем; но горе тому человеку, которым Сын Человеческий предается: лучше было бы тому человеку не родиться.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. Сана куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне кӗриччен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫпа кӗни аванрах пулӗ саншӑн — 48. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.

47. И если глаз твой соблазняет тебя, вырви его: лучше тебе с одним глазом войти в Царствие Божие, нежели с двумя глазами быть ввержену в геенну огненную, 48. где червь их не умирает и огонь не угасает.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Сана уру илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе уксаххӑн кӗни аванрах пулӗ саншӑн — 46. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.

45. И если нога твоя соблазняет тебя, отсеки ее: лучше тебе войти в жизнь хромому, нежели с двумя ногами быть ввержену в геенну, в огонь неугасимый, 46. где червь их не умирает и огонь не угасает.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Сана аллу илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен чӗрӗлӗхе хӑрах аллупа кӗни аванрах саншӑн — 44. тамӑкра вӗсенӗн хурчӗ те вилмест, вучӗ те сӳнмест.

43. И если соблазняет тебя рука твоя, отсеки ее: лучше тебе увечному войти в жизнь, нежели с двумя руками идти в геенну, в огонь неугасимый, 44. где червь их не умирает и огонь не угасает.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed