Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗтӗмӗшпех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулалла ҫитнӗ туземец, хӑй ҫӳллӗ те анлӑ кӑкӑрлӑскер тата вӑйлӑ мускулсемлӗ, хӑйӗн ҫине вӑл пӗтӗмӗшпех хӗҫпӑшал ҫакса тултарнӑ.

Это был туземец лет сорока пяти, высокий, широкогрудый, мускулистый, вооружённый с головы до ног.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав вӑхӑтрах пирвайхи тӑвӑлпах, е уҫӑ ҫил кӑна пулсан та, пысӑк хум ҫӗкленме пултарать, вара «Макари» пӗтӗмӗшпех ҫӗмӗрӗлме пултарать.

Между тем первая же буря, даже просто первый свежий ветер поднимет большую волну, которая неизбежно разнесёт «Макари» в щепы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Харсӑрланнӑ, выҫӑхнӑ ҫынсем апатланнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпех вӑй кӗрсе ҫитнине туйрӗҫ.

Голодные труженики воздали ему честь и почувствовали, что силы их полностью восстановились.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Корпусӑн ытти пайӗ пӗтӗмӗшпех шывра, ахтерштевнерен тинӗс тӗпне ҫитиччен пилӗк чалӑшах ҫитет.

Остальная часть корпуса была на воде, глубина которой под ахтерштевнем достигала пяти саженей.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпир пӗтӗмӗшпех вӗсен ирӗкӗнче пулатпӑр…

Мы будем в полной их власти…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрӗссипе каласан, куншӑн пӗтӗмӗшпех унӑн ҫул ҫинчи юлташӗсем айӑплӑ пулнӑ; судно ҫинчи офицерсем ҫыран хӗрринче пӗр ҫамрӑк дикарӗн алли-урисене тупнӑ та, вӗсене борт ҫине илсе пырса, пӗҫерсе туземецсене ҫиме панӑ.

Впрочем, в этом полностью были виноваты его спутники; офицеры на судне нашли на берегу руки и ноги молодого дикаря, доставили их на борт и передали на съедение туземцам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Англичанла ҫырнӑ документри пӗр сӑмах пирки ҫунатланнӑ унӑн ӗмӗчӗ пӗтӗмӗшпех Ҫӗнӗ Зеланди ҫинчен шухӑшлаттарать.

Его воображение, подстёгнутое одним словом в английском тексте документа, было целиком поглощено Новой Зеландией.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель пӗтӗмӗшпех темӗнле сивчир пек чӗтрекен ҫӗкленекен тыткӑнне ҫакланчӗ.

Паганель был весь во власти какого-то лихорадочного возбуждения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тинӗс ҫинче пулас ҫӳрев унӑн сывлӑхне пӗтӗмӗшпех тӳрлетсе ҫитермелле.

Путешествие по морю должно было окончательно восстановить его здоровье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тен пӗтӗмӗшпех пӗтмен-тӑр.

Может, еще не все пропало.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак йыш пӗтӗмӗшпех, йыхрав билечӗсене илеймен пулин те, мӗнле те пулин съезд уҫӑлнӑ ҫӗре кӗме тӑрӑшать.

Все это братва, не доставшая гостевых билетов, но стремящаяся во что бы то ни стало побывать на открытии съезда.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Дмитрие сцена ҫинчен мӑшкӑллӑн ахӑлтатса кулса ӑсатаҫҫӗ, ҫак ахӑлтатса кулни ӑна пӗтӗмӗшпех ҫапса хуҫать.

Насмешливый хохот провожал Дмитрия, когда он сходил со сцены, и этот хохот убивал его.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Малтанах пӗлетӗп: эпӗ каланинчен усси пулас ҫук, эсир нумайӑн, ҫапах та хамӑрӑн позици ҫинчен пӗтӗмӗшпех каласа парас тетӗп.

Я хочу изложить нашу позицию целиком, хотя наперед знаю, что это бесполезно: вас — большинство.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Районсенче тата ячейкӑсенче хӑйсене пӗтӗмӗшпех ҫапса салатни вӗсене хӑшпӗр япалана ӑнланма вӗрентрӗ.

Полный разгром в районах и в ячейках кое-чему научил их.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Павелӑн халиччен ӑшра тытнӑ чӑтӑмлӑхӗ пӗтӗмӗшпех тӑвӑлса тухрӗ, ҫавӑн пек чухне яланхи пекех, хӑвӑрт та вӑрт-варт турткаланса илчӗ вӑл.

Все, что долго сдерживал в себе Павел, прорвалось наружу, и, как всегда в такие моменты, стали стремительны и жестки движения.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Австралинчи Альпӑ тӑвӗсен кӑнтӑр тайлӑмӗнчен анакан шывсем пӗтӗмӗшпех ҫакӑнта пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Вода со всего южного склона Австралийских Альп стекала в русло этой реки.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калас пулать, паян мӗскер пулса иртнине Паганель манма та ӗлкӗрнӗ, унӑн шухӑшӗсем пӗтӗмӗшпех инкеклӗ документран тата темӗскер тупасшӑн ҫавӑрӑнаҫҫӗ.

Надо сказать, что Паганель уже успел забыть все неприятные происшествия этого дня и мысли его целиком были заняты новым анализом злосчастного документа.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майортан Айртон ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмӗшпех каласа пама ыйтрӗҫ.

Майора попросили рассказать всё, что он знает об Айртоне.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель пӗлӗт пирки ҫӗр ҫинчен аса илмесӗр астрономи енӗпе ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрерӗ, ӑна труках аякран илтӗннӗ пӗр кӗвӗ ытти ҫинчен пӗтӗмӗшпех мантарчӗ.

Паганель весь отдался своим астрономическим грёзам, забывая о земле ради неба, как вдруг какая-то мелодия, доносившаяся издалека, привлекла его внимание.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл эпӗ «тискер» Австрали ҫинчен мӗскер шутланине пӗтӗмӗшпех пӑтраштарса ярать.

Это путает все мои представления о «дикой» Австралии!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed