Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна пула марипе мордва халӑхӗсем умне ыйту тухса тӑрать: те пурне те ӑнланмалла литература чӗлхи ҫӗнӗрен туса пымалла, те икӗ диалектне те литература чӗлхи таран аталантармалла, те литература чӗлхи вырӑнне вырӑс чӗлхипе усӑ курмалла?
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Халӑх хушшинче пӗлӳлӗх мӗн чухлӗ ытларах сарӑлать, культура мӗн чул ытларах ӳсет, вырӑс чӗлхине вӗренес туртӑм та ҫавӑн чухлӗ хӑпарса пырать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Кивӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесен (вырӑс, украин, белорус, грузин, армян, узбек, таджик, литва, эстон т. ыт. те) обществӑллӑ функцийӗ тулли те анлӑ: вӑл чӗлхесемпе пур тӗрлӗ литература пичетленет, вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ кураҫҫӗ, государство учрежденийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ хучӗсем ҫыраҫҫӗ т. ыт. те.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Тата совет обществинче пӗр чӗлхе патне пымалли ҫулӗ те уҫҫӑнах палӑрчӗ, ку ҫул — тӗрлӗ халӑхсем хӑйсен, тӑван чӗлхине пӑрахса, майӗпен вырӑс чӗлхи ҫине куҫса пырасси.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Уйрӑмлӑхӗсене шута илменни вара тӑван чӗлхепе ӑнланма та пулӑшмасть, вырӑс чӗлхине вӗрентме те чӑрмантарать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Чӑваш чӗлхи законӗсем ҫине вырӑс чӗлхе законӗсене шута илсе пӑхни, ҫав законсен картне лартма тӑрӑшни грамматика ҫырмалла выляни пулӗччӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Кирек хӑш чӗлхепе калаҫсан та — пуплев таса пулмалла: вырӑсла чух таса вырӑс чӗлхи пултӑр, чӑвашла чух — таса чӑваш чӗлхи.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Вырӑсла калаҫӑва чӑваш сӑмахӗсем илем кӳмен пекех, вырӑс сӑмахӗсем те, вырӑнсӑр усӑ курсан, чӑваш чӗлхине пуянлатмаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Калаҫура е ҫырура вырӑс сӑмахӗсемпе вырӑнсӑр усӑ курнине те вӗсем тӑван чӗлхене пуянлатни вырӑнне хурасшӑн.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫакна манмалла мар: хӑватлӑ аталаннӑ вырӑс чӗлхи (калаҫу ҫырулӑх чӗлхи ҫинчен пырать) пирӗн чӑваш чӗлхи пек чӗлхесемшӗн ӳсӗм тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӗсен шалти вӑйӗсене хускалса вӑй илме пулӑшать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫапла вара, пирӗн ҫӗршывра чӗлхесем пӗр-пӗрне ҫывӑхланаҫҫӗ тени чӑваш е эстон, авар е тутар, мари е вырӑс чӗлхисем, пӗр-пӗрне ҫывхарса, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе каяс еннелле аталанаҫҫӗ тенине пӗлтермест, хӑйсен аталанӑвӗнче каярах юлнисем маларах кайнисен шайне ҫитесшӗн туртӑннипе пӗлтерет.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫавна пула хамӑр ҫӗр-шыври халӑхсем кӑна мар, ҫӗр ҫинчи нумай-нумай халӑхсем хӑйсен чӗлхисене вырӑс чӗлхи аталанӑвӗн шайӗпе виҫме тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи — тӗнчери чи хӑватлӑ аталаннӑ чӗлхесенчен пӗри.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Хӑватлӑ аталану ҫулӗ ҫине тӑнӑ вырӑс чӗлхи те 17-мӗш ӗмӗрте хӑйӗн ҫырулӑхне ҫав чӗлхесен шайӗпе виҫме тытӑнать.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
17-мӗш ӗмӗр тӗлне, сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Европӑри чӗлхесем вырӑс чӗлхинчен вӑйлӑрах аталаннӑ чӗлхесем пулнӑ: тахҫанах литература чӗлхин шайне ҫитнӗскерсем, вӗсем ытларах ҫивӗчленнӗ, туптаннӑ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхинчи «войти в положение», «держать пари» йышши сӑмах майлашӑвӗсем француз чӗлхин витӗмне пула ҫирӗпленнӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Вырӑс чӗлхине хӑш-пӗр латин приставкисем кӗрсе ҫирӗплетнӗ (архи, анти).
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хальхи карел чӗлхинче те вырӑс сӑмахӗсем ҫурри ытла.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Вӗсем те вырӑс чӗлхин тытӑмне улӑштарман.