Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эппин the word is in our database.
эппин (тĕпĕ: эппин) more information about the word form can be found here.
— Мӗн пулнӑ эппин?

— Что случилось?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗн ҫиеттӗмӗр эпир вӗҫӗмсӗр, унтан уҫӑлса ҫӳреме тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Ленинграда курма ӗлкӗреймерӗм-ха терӗм, Саня хӗрсе ҫитрӗ те «эппин ку мӗнле хула иккенне хам кӑтартса ҫӳрем-ха сана» терӗ.

Мы что-то ели без конца, а потом пошли гулять, потому что я сказала, что ещё не успела посмотреть Ленинград, и Саня загорелся и сказал, что он хочет сам «показать мне, что это за город».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кусем ӗнтӗ искусство ҫыннисем, талантлисем, манӑн вара нимӗнле талант та ҫук, эппин эпӗ нарастаран пӑшӑрханатӑп иккен, ун ҫинчен Петя киличчен кӑлӑхах шухӑшларӑм эпӗ.

Но это были люди искусства, таланта, а у меня не было никакого таланта, и я, конечно, совершенно напрасно расстроилась и напрасно думала об этом, пока не пришёл Петя.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин мӗншӗн ытла пӑшӑрханса ӳкрӗр, Петя?

— Петя, что же вы так волнуетесь?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Атьӑр-ха эппин, пӗтӗмпех хам каласа парам…

— Ну, пойдёмте, я вам всё расскажу…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин акӑ мӗн, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗм эпӗ, хӑватӑм ҫитнӗ таран лӑпкӑн пулма тӑрӑшса, — ӑҫта-ха сирӗн шӗлепкӗрпе пальто?

— Ну вот что, дорогой мой, — сказала я всё ещё спокойно, но уже не так, как бы мне хотелось: — где ваше пальто и шляпа?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрӗ, эсир кайӑр эппин!

Хорошо, вы поедете!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ҫав ӗҫ мана тивет-ҫке, эппин уншӑн та «ҫав ӗҫ пули-пулми пулма пултараймасть».

Конечно, потому, что дело касалось меня и, следовательно, «не могло быть для него безразлично».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эппин мӗншӗн служить тӑватӑн?» тетӗп ӑна эпӗ.

А я её спрашиваю: «Тогда зачем служить?»

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Русанов пирки мӗн калӑр эппин?

А Русанов, что вы скажете о нем?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин кам шухӑшӗ пултӑр?

— Чьё же это мнение?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипех вӑл кирлӗ тесе шухӑшламастӑп эпӗ, уҫӑрах каласан эппин вӑл сирӗн пурнӑҫӑрта мӗн те пулин улӑштарма пултарать, сӑмахран, сирӗн пиччӗрӗнне, ӑна вӗт экспедици питӗ хӑратать.

Я не думаю, что это фактически важно, то есть, что это может что-то переменить в жизни, например, вашего дядюшки, которого это очень пугает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кӗрсе тухӑр эппин тархасшӑн.

— Пожалуйста, зайдите.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин ан та калаҫӑр манпа, пуҫхӗрлех кайӑр! — терӗм те ҫиленсе, тухсах каясшӑнччӗ, анчах вӑл мана ямарӗ, вара эпир тата икӗ сехет хушши Кира амӑшне епле ытлашши калаҫтарас марри ҫинчен калаҫрӑмӑр…

— Тогда и не лезьте больше ко мне, и чёрт с вами! — сказала я сердито и хотела уйти, но он не пустил, и мы ещё два часа говорили о том, как бы устроить, чтобы Кирина мама не говорила так много…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫыруне эппин ун патне яриччен мана кӑтартӑн юрӗ-и? — терӗм эпӗ, анасланӑ май, ҫывӑрса каяс умӗн мӗн курнине ҫакна астӑватӑп тата: кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ ларнӑ Кира сӗтел хушшинче темӗнччен ҫырчӗ…

— Только, прежде чем отослать, покажи мне, ладно? — сказала я сонным голосом, и последнее, что я ещё видела, засыпая, — это была Кира, которая в одной рубашке сидела за столом и писала, писала…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Укҫасӑр пулсан, мӗншӑн экспедици ямалла пулнӑ эппин?..

Зачем же было снаряжать экспедицию, когда не было денег?..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин мӗнле статьясем-ха?

Что же это были за статьи?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сире качча тухассине эпӗ шухӑша та илменнине пит лайӑх пӗлетӗр вӗт эсир, эппин улталантӑм тесе те ан ҫырӑр.

Вы прекрасно знаете, что я никогда не собиралась за вас, и нечего писать, что я вас обманула.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрӗ-ха эппин, эп унта тата…

— Ну ладно, я ещё там…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эппин кам вара эпӗ?

— А кто же я такая?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed