Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.20. И почил Ахаз с отцами своими, и погребен с отцами своими в городе Давидовом.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иоафам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.38. И почил Иоафам с отцами своими, и погребен с отцами своими в городе Давида, отца его.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Азария ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.7. И почил Азария с отцами своими, и похоронили его с отцами его в городе Давидовом.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнтан ӑна лашасемпе турттарса килнӗ, ӑна Иерусалимра, Давид хулинче, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.20. И привезли его на конях, и погребен он был в Иерусалиме с отцами своими в городе Давидовом.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иоаса Самарире Израиль патшисемпе юнашар пытарнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑна хӑйӗн тарҫисем — Шимеата ывӑлӗ Иозакар тата Шомера ывӑлӗ Иегозавад — вӗлернӗ; вӑл вилнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Чурисем ӑна Иерусалима турттарса кайнӑ, ӑна Давид хулинче, хӑйӗн тупӑклӑхне, ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна патша пуканӗ тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа сӑрнӑ; 19. патша пуканӗ патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ; патша пуканӗн тӑрри хыҫал енче ҫавра пулнӑ, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса пускӑчӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 20. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах патша хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; 28. аттемӗн пӗтӗм килӗ патша хуҫамӑм умӗнче вилӗме тивӗҫлӗ пулин те, эсӗ хӑвӑн чуруна сӗтелӳ хушшине хӑвӑнпа пӗрле апатланакансемпе юнашар лартрӑн; патша умӗнче ӳпкелешме манӑн мӗн сӑлтавӗ пултӑр?
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑйӗн тарҫисене [Авессалом] ҫапла каланӑ: куратӑр-и, ман анапа юнашар Иоавӑн ана лаптӑкӗ пур, унта вӑл урпа акнӑ; кайӑр та вут тӗртӗр, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саул хӑйпе юнашар тӑракан сыхлавҫисене ҫапла каланӑ: кайӑр та Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерсе тухӑр — вӗсем те Давидпа пӗр сӑмахлӑ, вӗсем те, вӑл тарнине пӗлсе тӑрсах, мана нимӗн те каламан, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Левитсем, Ҫӳлхуҫа арчине тата унпа юнашар ларакан ылтӑн япаласем тултарнӑ ещӗке йӑтса антарса, ҫав пысӑк чул ҫине лартнӑ; Вефсамисра пурӑнакансем вара ҫав кунхине выльӑх пусса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чухӑна Вӑл тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе тӑратать, мӗскӗне пылчӑк ӑшӗнчен туртса кӑларать те аслӑ улпутсемпе юнашар лартать, еткерлӗхе вӗсене мухтавлӑ вырӑн парать: Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗн тӗпне-йӗрне тытса тӑрать, ун ҫинче Вӑл ҫутӑ тӗнчене ҫирӗплетнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем юнашар пырса ларнӑ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Вооз] ӑна каланӑ: кил-ха, юнашар лар-ха, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аод ӗнтӗ, юнашар пӳлӗме тухса, ҫӳлти пӳлӗмӗн алӑкӗсене хупса-питӗрсех хӑварнӑ.23. И вышел Аод в преддверие, и затворил за собою двери горницы, и замкнул.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.