Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
Ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫинче вӑл мӑлатукпа чанклаттарни кунӗпех илтӗнетчӗ% колхоз техникине юсавлӑ тытма тимӗр-тӑмӑртан темӗн те пӗр ӑсталама лекнӗ унӑн.

Целый день в лощине кузнеца было слышно, как он стучит молотком; ему приходилось чинить разные железные предметы, чтобы держать технику колхоза в исправном состоянии.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Ачисем ӗненнӗ: хальхи техника темӗн йышши тӗлӗнмелли япалана та тума пултарать тенӗ.

Дети верили: сегодняшняя техника могла делать все изумительные вещи.

Ашшӗпе ачисем // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.

Тӑлмачӑ ӗҫӗнчи йывӑрлӑхсем, куҫару теорийӗ … темӗн те кӑсӑклантарчӗ вӗсене.

Трудности работы переводчика, теория перевода... всё их заинтересовало.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Унта паянхи редакторӑн темӗн чухлӗ «сухаламалла» та «ҫумламалла».

Там сегодняшнему редактору очень много надо "пахать" и "полоть".

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Савӑшу, секс «япалисем» телекуравра та, Интернетра та темӗн чухлех.

Любовные ласки, сексуальные "вещи" и на телевидении, и в Интернете в большом количестве.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Пирӗн ҫыравҫӑсем тӑтӑш диалог тӑваҫҫӗ — темӗн калаҫтараҫҫӗ геройсене…

Наши писатели часто делают диалоги - что-то заставляют говорить героев...

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи: паянхи кун // Аскольд Де Герсо. https://chuvash.org/blogs/comments/4738.html

Ҫав куҫсенче темӗн, вӗрискер, пӗтӗм ӑш-чике вут хыптараканскер, сисӗнсе кайрӗ, вӑл пӗтӗм ӑс-пуҫа кисретсе ячӗ…

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Туххӑмрах таҫта та ҫитетӗн, темӗн те пӗлетӗн.

Help to translate

Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Аллисем унӑн ылтӑн, темӗн те ӑсталама пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Темӗн пекех кӗттерсе илтерес килет те вӗсене сӑваплӑ ҫав куна… Ҫӗнтерӳ уявӗ - савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ тата куҫҫуль пӑчӑртаса кӑларакан уяв.

Help to translate

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Темӗн, паянтан нумай пурӑнасси пулмастех, — терӗ хӑйӑлти сассипе.

Help to translate

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Вӑйсӑр лампочка ҫутинче хӗрарӑм васкасах сӗтел ҫине темӗн те пӗр лартма тытӑнчӗ.

В свете слабой лампочки женщина поспешно стала собирать на стол.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Темӗн тӗслӗ пир те пур кунта.

Help to translate

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Унашкал водительсем вокзал ҫывӑхӗнче темӗн чухлех.

Help to translate

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Ӑсран тайӑлнӑскертен темӗн те кӗтме пулать-ҫке.

Help to translate

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пирвайхи хурӑнсем паян темӗн ҫӳллӗш.

Help to translate

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Улма питлӗ сар хӗрсем, Чие питлӗ чиперсем, Улма парӗҫ-ши пире, Чие парӗҫ-и сире Ай, мар, кирлех мар, Улми-ҫырли темӗн мар.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ай, мар, кирлех мар, Ташши-юрри темӗн мар.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Хӑвна темӗн туса хурӗҫ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed