Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Икӗ the word is in our database.
Икӗ (тĕпĕ: икӗ) more information about the word form can be found here.
Унтан, пурне те хатӗрлесе ҫитерсен, ҫӗрле, шӑп вун икӗ сехетре, ҫав пысӑк лавкка ҫывӑхӗнчи тӑкӑрлӑка ҫитсе тухнӑ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шурӑ сухалне ывӑҫӗсемпе икӗ енчен сӑтӑркаласа, тӳпенелле пӑха-пӑха илчӗ, унтан пӗтӗм ял илтмелле янӑравлӑ сасӑпа ҫынсене мечӗте пуҫтарӑнма чӗнме пуҫларӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ӗнерхи икӗ тимӗр кӑвак лаша пирки калатӑп, — кулам пек турӗ Петӗр.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Яшмаран хӑвӑр икӗ лаша ҫеҫ тытса килнӗшӗн тарӑхнӑ пулӗ-ха? — кӳрши ҫине кӑлин пӑхса ыйтрӗ Петӗр.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑрман ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне йывӑҫсем хыҫӗнчен икӗ ҫын сиксе тухрӗ те, пӗри ҫавӑнтах ӑйӑр пуҫӗнчен уртӑнчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫхине унӑн икӗ тимӗр кӑвакне вӑрласа кайнӑ.

Help to translate

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра урам вӗҫӗнче икӗ тиевлӗ лав курӑнса кайрӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн типшӗм вӑрӑм пӳрнисем, мӑнтӑркка хӗрарӑмӑн йӑм-хура ҫӳҫне икӗ еннелле сирсе, унӑн таса мар пуҫӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн йӑпӑртатса чупаҫҫӗ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ Тутар Яшминчи ӗҫсем пирки тӗплӗнрех пӗлме Шупашкартан икӗ юлташ килнӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Темӗн ҫав, пулмасть те пулӗ. Врачсем чараҫҫӗ. Ӑна халь кӗнеке те вулаттармаҫҫӗ. Талӑкра пӗр сехете сада уҫӑлма кӑлараҫҫӗ-ха ӗнтӗ — ҫавӑ ҫеҫ. Сывӑ пулӑр. Тавтапуҫ. Владимир Ильича каласа парӑп сирӗн ҫинчен», — терӗ те Надежда Константиновна, ерипен утса, икӗ хутлӑ ҫурта кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Степановпа Тевлеш тата икӗ палламан ҫын.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ ватӑ ҫын арпалӑх тепӗр енче ҫӗнӗ капан хӑпартма пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ ушкӑн, ултшарӑн-ултшарӑн тӑрса, ҫапма та тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗтсем икӗ юплӗ сенӗксемпе кӗлтесем ывӑтма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех капан тӑррине икӗ йӗкӗт улӑхса кайрӗ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗн тырра тухма тепӗр икӗ уйӑхран кая мар кӗтмелле.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ман шутпа, икӗ ҫын ямалла.

Help to translate

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм паҫӑрах хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимеллине сӗтел ҫине пырса лартрӗ, пӗр вӑтанса та именсе, ҫепӗҫ те ачаш чӗлхепе: — Ларсамӑр, Петр Петрович, ан тиркӗр, — терӗ Анюк икӗ стакана аншарли тултарчӗ, пӗрне кӗтнӗ хӑнине сӗнчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ҫав шӑршӑпа чыхӑнса икӗ хутчен хытах апчхулатса илчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшминче унсӑрах тата икӗ лавкка пур.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed