Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урама тухать те вӑл, укӑлчара ачасем пӳскелле вылянине курса, кӑмӑлсӑррӑн куҫне хӗскелесе илет.Выйдет он на улицу, увидит, как мальчишки у околицы играют в лапту, и нахмурится от досады.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Задачӑсене те Машӑран ҫырса илет, тенӗччӗ вӑл, халӗ мӗн лӗпӗртетет-ши тата?И задачки, мол, у Маши списывает, что-то он сейчас плетет мальчишкам!
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче халӗ ҫеҫ юсанӑ плугпа сеялкӑсене пӑхкаласа тӑрать, шӗвӗр сӳре шӑлӗсене урипе тӗксе илет.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна темле, таҫта пулнӑ шӑплӑх ҫавӑрса илет, палланӑ маятник сулланать, шӑлпа ҫыртса ҫип татни илтӗнет; палланӑ сӑмахсем, пӑшӑлтатни илтӗнет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне этеме сайра хутра пулакан шухӑшлӑ кӗске самант ярса илет, ун пек чухне вара ӑна хӑй тахҫан пурӑнса ирттернӗ саманта тепӗр хут тӳссе ирттернӗ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц ҫӳҫенсе илет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл чунӗ вӑхӑтран вӑхӑта самантлӑх тӗлӗрсе, хытса кайнине тем пекех пӗтерес тесен те, ирӗксӗрех малтан телее ӗмӗтленет, ӑна кӑвак каҫ, сӗмлӗх хупӑрласа илет, унтан каллех, пурнӑҫ канлӗхӗ ҫитнӗ пек, тутлӑ ӗмӗт татӑлать, кайран вара Ольга именет, шикленет, темшӗн тунсӑхлать, унӑн канӑҫсӑр пуҫӗнче темле уҫӑмсӑр тӗтреллӗ ыйтусем ҫуралаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫутҫанталӑк ӑна ку енӗпе кӳрентермен; инкӗшӗ унӑн ӑсӗпе ирӗклӗхне хӗсӗрлемест, ҫавӑнпа Ольга нумай япалана хӑех тавҫӑрса илет, ӑнланать, пурнӑҫа асӑрхануллӑн сӑнать, итлет… сӑмах майӗн тусӗ каланисене, канашӗсене те итлет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӳлӗм тӑрӑх утать-утать те выртать, мачча ҫинелле пӑхать; ҫӳлӗк ҫинчен кӗнеке илет, пӗр-икӗ йӗрке вулать, анаслать те пӳрнисемпе сӗтеле шаккама пуҫлать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, пур йывӑр шухӑша манса, каллех хӑйӗн тусӗ умӗнче чӗререн савӑнать, калама ҫук илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулать анчах хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫухални, илӗртӳллӗ пылак ӗмӗчӗсем татӑлни, пурнӑҫ илемӗ шанса кайни, телее тивӗҫсӗр ӑмсанни ҫинчен аса илет те — каллех пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫленӗ май Штольц калаҫнине шарламасӑр итлесе ларать, хушӑран пуҫне ҫӗклесе ун ҫине, темӗн пӗлесшӗн ҫунса, чӗрене тивмелле пӑхса илет — Штольц вара, час-часах кӗнекине пӑрахса е калас сӑмахне каласа пӗтермесӗр, сиксе тӑрать те тухса каять.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
..» Ольгӑна ӑнланса илеймесӗр, вӑл тепӗр кунне каллех ун патне чупать, асӑрханса та шикленсе, ун пит-куҫне сӑнать; Ольгӑн пит-куҫӗнче палӑракан ыйтусене, иккӗленӳсене, хушусене вӑл йӑлтах тертлӗн туйса илет, вӗсене хӑйӗн ӑсӗпе кӑна, пурнӑҫа пӗлнипе кӑна пӗтерсе пырать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ун ӑшӗнче мӗн пуррине — турӑ пӗлет; ҫапах вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех Штольцшӑн малтанхи тусӗ пек пула пуҫларӗ; анчах халӗ вӑл, Штольц култарсан та, ӗлӗкхилле, ача пек, янӑравлӑ уҫӑ сасӑпа кулмасть, кӑшт ҫеҫ ялкӑшса илет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Алӑ пусатех, кум, алӑ пусать, хӑйне вӗлермелли приговор айне те алӑ пусать, мӗнне ыйтса та тӑмасть, кулса илет те «Агафья Пшеницына» тесе кукӑрткаласа та хурать, мӗншӗн алӑ пуснине нихҫан та пӗлеймест.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мужиксене расписка парать-им вӑл: куҫ умӗнчех илет вӗт.Расписки, что ли, он дает мужикам: чай, с глазу на глаз берет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Канлӗ вырнаҫса ларать те ҫӗлеме пикенет, сасартӑк Обломов Захара: кофе пар! тесе кӑшкӑрать, — Агафья Матвеевна ҫавӑнтах кухньӑна сиксе ӳкет, теме тӗллесе перес пекех, питӗ тинкерсе пӑхать, кашӑк илет те ҫутӑ ҫинелле тытса, кофине пӗр виҫӗ кашӑк юхтарса пӑхать: лайӑх вӗренӗ-и вӑл, тӑрӑлнӑ-и, ытла ҫӑра та ан пултӑрччӗ, хӑйма ҫийӗ хытнӑ-и, хытман-и?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрлӗ эрех вӑл биржӑра илет те хӑех пытарса лартать, хӑех тупса кӑларать, анчах унӑн сӗтелӗ ҫинче хурлӑхан ҫулҫипе йӳҫӗтнӗ эрехсӗр пуҫне нимӗн те курма ҫук; хӗрлӗ эрехне вӑл мал-пӳлӗмре ӗҫсе ярать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку вӑл ытла та тӗлӗнмелле лӑпкӑлӑх, ҫакӑн пек самантра этем хӑйне хӑй тытса чарма, хӑй мӗн шут тытнине е арканнӑ туйӑмне пытарма вӑй илет, анчах ку пӗр саманта ҫеҫ пырать.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956