Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗн (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
— Одинцовӗ те… ӗҫӗн сӑлтавне тӗплӗн пӗлмесӗрех ҫырать.

— Одинцов тоже… не разберется, а пишет.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

«Хатӗр рецептсем ҫук пулмалла. Кашни уйрӑм ӗҫӗн хӑйӗн сӑлтавӗ пур, ҫав ӗҫрен пулакан результат пур…

«Готовых рецептов, видно, нет. В каждом отдельном случае свои причины и вытекающие из них действия…

29 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ваҫҫук строительство ӗҫӗн инженерӗ е архитектор пулать пулӗ тесе ӗмӗтленнӗ Павел Васильевич.

Павел Васильевич мечтал, что из Васька выйдет инженер-строитель или архитектор.

3 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпир ҫак ӗҫӗн мӗнпур вак-тӗвек енӗсене те аван пӗлсе тӑнӑ, анчах эпир килтен тухса кайнӑранпа ҫав ыйтӑва татса парас ӗҫ малалла шуни ҫинчен пӗлмен.

Мы знали все подробности дела, но нам не было известно, что со времени нашего отъезда выяснение этого вопроса подвинулось вперед.

XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗр пытармасӑр калатӑп: ку таранччен ӗҫ пур енчен е аван пычӗ, нимӗн тӗлӗшӗпе те ӳпкелемелле мар, вӑтам шутран илсен, кансӗрлӗхсем малалла ӳссе пымасан, хамӑр тытӑннӑ ӗҫӗн вӗҫнӗ тухма пире нимӗн те чарас ҫук.

Сознаюсь откровенно, до сих пор все шло хорошо, и я не имел права жаловаться; если «в среднем» трудности не станут увеличиваться, то ничто не помещает нам достичь нашей цели.

XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Парти ӗҫӗн чи лайӑх вырӑнӗнче ӗҫлеме — пропагандист пулма, таса хавхаланӑвӑн работникӗ пулса ӗҫлеме — мана нихҫан тӳр килмен.

Мне никогда не приходилось еще стоять на самом поэтическом участке партийной работы, — быть пропагандистом, работником чистого вдохновения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫавӑнпа тытӑннӑ ӗҫӗн ытти енӗсем ҫинчен шухӑшласа пуҫа ҫӗмӗрмесӗр унӑн лайӑх енӗпе усӑ курса юлар».

Итак, воспользуемся приятной стороной экспедиции, не думая об остальном».

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапни — ӗҫӗн ҫуррине туни пулать.

Неожиданная атака — половина дела.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Сталинградра — кашни чул юнлӑ, кашни ишӗлчӗк — паттӑрла ӗҫӗн мавзолейӗ, а санӑн мӗн?

В Сталинграде каждый камень в крови, каждая развалина — мавзолей героизма, а у тебя?

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Халь мӗн пулса иртни — кайран пулмалли хӑрушӑ, пурне те сасартӑках сивӗ тискерлӗхпе лапчӑтса лартмалли ӗҫӗн кирлӗ мар, вӑрӑма тӑсӑлакан киревсӗр ӗҫӗн пуҫламӑшӗ пек туйӑнчӗ.

Все происходившее сначала казалось ей лишним и нудным предисловием к чему-то страшному,что появится и сразу раздавит всех холодным ужасом.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӑл ӗҫӗн тасалӑхӗ ҫинчен нумай калаҫать, анчах хӑй тирпейсӗр пулнипе кирлӗ мар ҫӗртенех амӑшне ӗҫ тупса парать; ирӗклӗх ҫинчен калаҫать, анчах хӑй нимскере те тӳссе тӑма пултарайманнипе, пӗрмай тавлашнипе амӑшӗн пурнӑҫне сисмеллех хӗссе, тӑвӑрлатса пырать.

Она много говорила о святости труда и бестолково увеличивала труд матери своим неряшеством, говорила о свободе и заметно для матери стесняла всех резкой нетерпимостью, постоянными спорами.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Анчах склада, кирек мӗнле пулсан та, сирпӗнтерсе ярасах пулать, тӑшмана боеприпассӑр тӑратса хӑвармалла, ҫапла вара ҫӗрле Ҫӳлтӑва штурмлас ӗҫӗн ӑнӑҫлӑхне татса памалла.

Но уничтожить склад, лишить противника боеприпасов значило обеспечить успех ночного штурма Высокой.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пур ҫӗрте те шанчӑклӑх, илемлӗх, килӗшӳлӗх, тухӑҫлӑ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ.

Все дышало доверием, красотой, согласием, радостью плодотворного труда.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӗтмен сӗнӗве кӑштах шанманни иртсе кайман-ха унӑн, анчах хӑй «Всходы» колхозпа пӗрлешесси ҫинчен шухӑшлани куҫкӗретех ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ ӑна, ҫур сехет каярах ҫеҫ пачах асра та пулман ӗҫӗн сулӑмлӑхӗ пулассине туясси сиксе тухнӑ.

Еще не прошло у него чувство опаски и некоторого недоверия к неожиданному предложению, но уже казались ему явно ограниченными собственные замыслы о соединении с колхозом «Всходы», уже всплывало предчувствие такого размаха работы, который не брезжил еще полчаса назад.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Ефросинья ҫинчен, вӑл кӑшкӑрашни, пуҫтахланни ҫинчен шутламасан, ӗҫӗн чӑнлӑхӗ ҫинчен шутласан, трактористсем пӗтӗм хуҫалӑх пирки хыпса ҫунсан, лайӑх та пулӗ.

«Если не думать об Евфросинье с ее криком и нахальством, если думать о существе дела, то, может, это даже хорошо, что трактористы вникают во все хозяйство.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Правда» хаҫата яма хатӗрлекен ҫырупа боевой листокри статья, мӗн тарӑнӑш сухаланине, вӑрлӑха тӑпрапа епле витӗнтернине сӑнанӑ пекех, унӑн ӗҫӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ.

Письмо в «Правду» и статья в боевом листке становились такой же неотъемлемой частью ее работы, как наблюдение над глубиной пахоты и заделкой семян.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ӗҫӗн ҫимӗҫӗ, вӑл мӗн тӑвас тени пурнӑҫа кӗни.

Плод трудов ее и ее осуществленное желание.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак ӗҫӗн пӗлтерӗшне эпир ку таранччен те пӗтӗмпех ӑнланса илеймен-ха.

И до сих пор не поняли мы всего значения этого дела.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пулас ӗҫӗн пӗтӗм йывӑрлӑхӗсене курчӗ вӑл, анчах ӑна иккӗленсе тӑни мар, ҫак йывӑрлӑхсене хирӗҫ каясшӑн пулнипе тӳссе тӑрайманни, вӗсене, мӗнле пулсан та, тӳссе ирттерсе, Василий Бортников мӗн тума пултарассине тепӗр хут кӑтартса парас килни унӑн чун-чӗрине ыраттарчӗ.

Он видел все трудности предстоящего, но не сомнения терзали его, а нетерпеливое желание пойти навстречу этим трудностям, во что бы то ни стало одолеть их и еще раз доказать и себе и другим, на что способен Василий Бортников.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсенче малтан пӑхма уҫӑмлӑ мар, анчах пысӑк та тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗн хакне ҫухатакан йӑнӑш пулнӑ.

В них крылась ошибка, неясная на первый взгляд, но обесценивающая большой и кропотливый труд.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed