Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлени (тĕпĕ: ӗҫле) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ кунта… пысӑк кувалдӑпа ӗҫлени мана кирлӗ.

— Мне надоть, чтобы ты тут работал… с кувалдой…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ку ӗҫре пуҫри мӗнпур шариксем пулемет пек ӗҫлени кирлӗ…

Тут надо, чтобы все шарики в голове работали, как пулемет…

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя пӳрнине карттӑ ҫинчен илмесӗр тата палӑрмаллах пӑлханса, кунти оборона укрепленисене тунӑ ҫӗрте ӗнерхи кунччен пин ҫын ытла ӗҫлени ҫинчен пӗлтерчӗ.

Не отнимая от карты пальца и заметно волнуясь, Катя рассказала ему, что в этом пункте на строительстве оборонительных укреплений до вчерашнего дня работало свыше тысячи человек.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Муниципалитет пӗрлӗхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем инвесторсемпе ӗҫлени ҫинчен калакан отчетсене кашни кварталтах тӑратассине йӑлана кӗртни вырӑнлӑ пулмалла тесе шутлатӑп.

Считаю целесообразным ввести практику ежеквартальных отчетов глав администраций муниципальных образований о работе с инвесторами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Вӑйран ӳксе ӗҫлени тата иккӗмӗш ачине ҫуратнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ чир ҫулсерен ун сывлӑхне хавшатса пынӑ.

Непосильный труд и болезнь, начавшаяся после вторых родов, из года в год подтачивали ее здоровье.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ аннене ӗнерхи пуху ҫинчен каласа патӑм, ШЮК организацийӗ ҫинчен те, хамӑр паян епле ӗҫлени ҫинчен те каласа патӑм.

Я рассказал маме о вчерашнем собрании, и об организации КВШ, и о том, как мы сегодня работали.

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Демьян проектне тӑвас тесе хамӑр епле ӗҫлени ҫинчен каласан ытла нумай вӑхӑт иртет.

Слишком долго рассказывать, как мы трудились, выполняя Демьянов проект.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Аслӑ вӗрентекенсемпе — Е.С.Крайновӑпа, С.Я.Калуковпа, К.В.Андреевпа, Г.М.Павловскийпе (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) — юнашар ӗҫлени ӗҫре нумай пулӑшнӑ.

Help to translate

Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Вӑхӑтӗнче кунта Аксу педагогика училищи вырнаҫни те, Ленин вӗренекенӗ Никифор Охотников, паллӑ чӑваш писателӗ Ефрем Еллиев ӗҫлени те витӗм кӳнӗ-тӗр.

Help to translate

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Чи-чи тимлӗ асӑрхану та тӗп-тӗрӗс ӗҫлени кирлӗ кунта.

Предельная осторожность и точность.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Эсир халӗ колхозра райком комиссийӗ ӗҫлени ҫинчен илтнӗ пулӗ ӗнтӗ?

— Вам, вероятно, известно, что в колхозе работает сейчас комиссия райкома.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӗре те пӗр ӗҫлени ҫеҫ ҫитмест, унсӑр пуҫне ӑна пӑхмалла, ачашламалла пулсан, ҫынна мӗнле пӑхмалла-ха?

Даже земле одной работы не хватает, а требуется еще забота, ласка, а что ж тогда человеку?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ усӑсӑр пурӑнман, эсӗ ӗҫлени харама кайман.

Ты жил и работал не зря.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсене кашни ҫын мӗн-мӗн калани мар, Пленум хӑй пӗтӗмӗшле мӗнле ӗҫлени, унӑн пур ларӑвӗсенче те пархатарлӑ критикӑ пуҫ пулса тӑни ытларах интереслентернӗ.

Их больше всего интересовало не то, что говорил каждый человек в отдельности, а то, как работал сам Пленум в целом, что на всех его заседаниях царила благотворная критика.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пире хирӗҫле ӗҫлени паллӑ?

Уличен в действиях против нас?

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Строительсем тӑрӑшса ӗҫлени, пур ҫӗре те — хирсене те, станицӑсене те юпасем лартса тухни, станица площачӗсенче трансформаторлӑ подстанцисем туса лартни, кӗтнӗ кун — электростанцие ӗҫе ярас вӑхӑт ҫывхарса пыни — пурте савӑнтарнӑ ӑна, ахаль чухне ҫулталӑк хушшинче те ҫынсене хальхи пек, икӗ уйӑх пӗрле пулса ӗҫленӗ хушӑра пӗлсе ҫитнӗ чухлӗ пӗлес ҫук — ҫак ӑна пушшех савӑнтарнӑ.

Сергея радовала и активность строителей, и то, что всюду — и на полях и в станицах — маячили столбы, а на станичных площадях вырастали трансформаторные подстанции, и то, что приближался заветный день — пуск гидростанции, а особенно то, что за эти месяцы, постоянно живя с людьми, он узнал их так, как бы не мог в обычной обстановке узнать и за год.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей электростанци ҫинчен каланӑ пулсан, — Иринӑна кунтан пысӑк та, кунтан кирлӗ ыйту пулма та пултараймасть пек туйӑннӑ, Сергей ӑна Артамашов звеньевой пулса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ, — Ирина ырласа пуҫне сулчӗ.

Если бы Сергей начинал разговор про электростанцию, — Ирине казалось, что не может быть более большого, и более важного вопроса чем этот, Сергей рассказал ей, как Артамашов работал звеньевым, — Ирина с одобрением кивала головой.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗвелҫаврӑнӑш пуҫтарма васкамалла пулчӗ ман, кӑнтӑрла ӗҫлени сахал — «Германа» лартатӑп та ана ҫине, динамӑна яратӑп та, ана ҫинче кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ.

Нужно мне поспешить с уборкой подсолнуха, а дня мало — ставлю «Германа» на загоне, включаю динамку, и на поле уже светло как днем.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хамӑр валли тӑрӑшрӑмӑр — ют кукка валли ӗҫлени пулчӗ…

Себе приобретали, а получается — работали для чужого дяди…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей Тимофеевич, эпӗ парти руководителӗ кӑна мар, — терӗ Родионов, пукан ҫине ларнӑ май пӗр хулпуҫҫийӗ ҫинчен буркине антарса, — манӑн тӗп ӗҫ урӑх — «Власть Советов» колхоз председателӗ эпӗ, секретарь пулса ӗҫлени — вӑл тепӗр ӗҫ.

— Сергей Тимофеевич, я не только партийный руководитель, — пояснил Родионов, садясь на стул и снимая с одного плеча бурку, — основная у меня должность — председатель колхоза «Власть Советов», а секретарем работаю по совместительству.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed