Шырав
Шырав ĕçĕ:
Коля, ӑнланнине палӑртса, кулса илчӗ, хӑйӗн ҫӳхе аллисем ҫинче варт ҫаврӑнса, картишне тухрӗ.Коля понимающе улыбнулся и, крутнувшись на своих постолах, вышел во двор.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫуса тасатнӑ ҫӳхе утиял айӗнче Дульник питӗ пӗчӗк ҫын пек курӑнчӗ.Дульник казался совсем маленьким под тонким, стираным одеяльцем.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Фесенкона отряд персе пӑрахма хушать, — терӗ Яков, ҫурмаран хуҫлатнӑ ҫӳхе тетрадьпе ман патӑма пырса; ҫав тетрадь ҫине ҫамрӑксен отрядӗнчи приказсене ҫырса пыраттӑмӑр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Катеринӑн хальхинче хӑлха ҫакки ҫук, тӑхӑнасса та вӑл хӑй ҫине ахаль пусмаран ҫӗлетнӗ ҫӳхе те ҫӗтӗлнӗ кӗпе ҫеҫ тӑхӑннӑ.У Катерины не было сейчас сережек, она была одета в рваное платье из простого ситца.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Апат хатӗрлекен пӳлӗмре шоферсем консерва банкисене уҫрӗҫ, типӗ пулӑсене тасатрӗҫ, хамӑршӑн ку вӑхӑтра лайӑх ҫимӗҫ шутӗнче пулнӑ йӳҫ кӑшмана саваласа ҫӳхе ҫункав евӗр туса хатӗрлерӗҫ.
Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Карточкӑсенчен пӗринче питӗ имшер, хура та вӑрӑм куҫхаршиллӗ, пысӑк сӑмсаллӑ, ҫӳхе тутисене ҫыртнӑ, ҫаврака янахлӑ ҫамрӑк.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Эпӗ шинельсӗр, ҫӳхе тумтир вӗҫҫӗн, пӗртен-пӗр пистолетпа чупатӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Противотанковӑй орудисем автомат пек типпӗн кӳнклеттерсе бортри ҫӳхе броньӑсене переҫҫӗ.Наши противотанковые орудия с сухим, ломким, автоматическим стуком били по слабой бортовой броне.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Халӗ ӗнтӗ унта, самолет сӑррипе сӑрланӑ ҫӳхе фанер алӑк хыҫӗнче, ман ҫинчен малтанах сӑмах пӗтерсе хунӑ пирки пӗр иккӗленӳ те юлмарӗ.За тонкой фанерной дверью, окрашенной краской для самолетов, уже было составлено обо мне мнение.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫӳхе сӑмсаллӑ хӑвӑрӑлчӑк машинӑсене курсан, манӑн ӑшӑм-чиккӗме ӑшӑ та кӑмӑллӑ туйӑм пырса кӗрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Генерал командирсем тӑхӑнакан яланхи ҫӳхе гимнастерка тӑхӑнса янӑ, кӑкӑрӗ ҫинче бинокль, пенснепе, пиҫиххи ҫинче пӗчӗкҫӗ пистолет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тахҫан ӗлӗк авиаци техникин чапӗ шутланса тӑнӑ мӑран та пуклак пуҫлӑ машинӑсем вырӑнне шӗвӗр сӑмсаллӑ та ҫӳхе ҫунатлӑ вашкӑн истребительсем килчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Уринче унӑн качака сӑранӗнчен ҫӗлетнӗ патушасӑр атӑ, ӑна чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫӳхе чӗнпе тӑхаласа тыттарнӑ.На ногах были мягкие козловые сапожки без каблуков, подхваченные ременными шнурками у колен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ман ҫийӗмре иртен-ҫӳрен альпинистсем парнелесе хӑварнӑ йӗлтӗрҫӗсен костюмӗнчен пӑсса ҫӗлетнӗ кивӗ йӗм те шурӑ патушаллӑ ҫӳхе пушмак тата ҫутӑ тӳмеллӗ ситса кӗпе.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Бассейнсене ҫиелтен ҫӳхе хӑмасемпе витнӗ.Бассейны прикрыты дранкой от непогоды, пыли, падающих листьев.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл ҫӳхе шевиотран ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ костюмпа, сарлака ҫухаллӑ шурӑ кӗпепе трибуна патне тӑнӑ та, трактор ҫине куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лешӗ ҫӳхе пурҫӑн галстукпа вӑрӑм шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, аллине шлепке тытнӑ.Одетым в белую рубаху навыпуск, с черным галстуком из тонкой шелковой ленточки, со шляпой в руках.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Палласа илетӗн-и? — тесе, вӑл сасартӑк Маковей енне ҫаврӑнчӗ, хӑйӗн пысӑк пӳрнисемпе блокнот ӑшӗнчен кӑвак ҫӳхе фарфортан тунӑ эрешлӗ вензель евӗрлӗ япалана туртса кӑларчӗ.
XXVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗлле Дунай шывӗ урлӑ ҫӳхе пӑр тӑрӑх каҫнӑ чух, эпир ҫирӗмшер ҫынӑн алла-аллӑн тытӑнса утаттӑмӑр.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳхе ҫулҫӑсем, сарӑ йывӑҫсем ҫинчен вӗҫе-вӗҫе анса, маршевиксен тарлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине выртаҫҫӗ.Тонкий лист, облетая с желтых деревьев, ложился на потные плечи маршевиков.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.