Шырав
Шырав ĕçĕ:
Айккинчи лашисем, постромкӑсене карӑнтармасӑрах, аран-аран урисене ярса пусаҫҫӗ, тӗпе кӳлни кӑна, нумай ҫӳренипе хӑйӑрпа хутшӑнса саралнӑ кӗрпеклӗ юра ҫӑрса, ҫунана туртса пырать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак хатӗр ҫул ҫинчи юра тасатса пырать пулин те, тупӑсем аран-аран малалла шӑваҫҫӗ, боецсем, лашасене пулӑшса, тупӑ лафечӗсене малалла тӗртеҫҫӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл урама тухрӗ, пӳрт умӗнчи тенкел ҫинчен юра шӑлса пӑрахса, ун ҫине ларчӗ.Он вышел на улицу и, смахнув снег с лавочки, стоявшей возле крыльца, уселся на ней.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӳрте кӗрсен, Джонсон аллисем ҫинчен пӳрнеллӗ хулӑн алсишне туртса хыврӗ те хӑйӗн брезент сӑрнӑ пысӑк кӗрӗк аркинчи юра силлесе тасатрӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Максим Максимович шурӑ юра яланах питӗ юрататчӗ, халӗ ӑна вӑл вилле хупӑрласа выртакан ҫивитти пек туйӑнать.Снег, который так любил Максим Максимович, сейчас казался ему погребальным покровом.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл ҫӑраҫҫисене тупрӗ, куҫ хӑрпӑкӗпе куҫхаршисем ҫине ҫыпӑҫнӑ юра шӑлса тасатрӗ, куҫне хӗссе малалла васкакан ҫынсем ҫавӑрса илнӗ грузовик еннелле пӑхрӗ те склад патнелле хӑюллӑн утса кайрӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Алӑк чӗриклетрӗ, Авдотья, алӑк патӗнче чарӑнса, ҫӑматӑ ҫинчи юра шӑпӑрпа шӑлчӗ.Скрипнула дверь, Авдотья задержалась у порога: обметала веником снег с валенок.
9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ӗнтӗ халь анчах ӳкнӗ юра таптаса сукмак та турӗ, ҫиленнипе хӑвӑртран та хӑвӑртрах утрӗ.Он уже протоптал тропку по свежевыпавшему снегу, и шаги его все ускорялись: он нервничал.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫырмасемпе тӳрем вырӑнсенче юр тарӑнах мар, тӑвайккисенчи юра вӗҫтерсе кайнипе ҫиеле тухнӑ хура ҫӗрӗн хура саплӑкӗсем выртаҫҫӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫил-тӑман чарӑнать, тепӗр минутран каллех ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗкленсе тухать, юра ҫавӑрттарать, пӗрре пӗр питҫӑмартине, унтан теприне нӳрлӗ хумӗпе ҫапа-ҫапа илет.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Чӑнах та, Серёжа пӑрланса ларнӑ ҫӳллӗ ҫыран тӑрӑх, вӗтӗ юра вӗҫтерсе, аялалла шуса аннӑ.И верно, Сережа уже катился вниз с высокого обледенелого берега, взметая за собой снежное облако.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫил урам тӑрӑх ҫӑп-ҫӑмӑл юра хӑвалать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кунта ҫӑмламас шурӑ юра тустарса, сиввӗн те ҫинҫен шӑхӑрса, унталла та кунталла вӗҫтерсе, ҫил ҫӳрет.Холодно и тонко посвистывая, носится, мечется ветер, белый, косматый.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Этем тиртен ҫӗленӗ курткине вӑраххӑн кӑна хыврӗ, пӗр урине ҫӗклесе атти ҫинчи юра ҫӗлӗкӗпе ҫапса тасатрӗ, унтан тепӗр урине силлерӗ, вара, вӑрӑм урисем ҫинче сулкаланса, тӗпелелле иртрӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗрсем хӑйсен уҫӑ сассисемпе юра сӑмахӗсене лайӑх ӑнланмалла тата-тата кӗвӗлерӗҫ, хӑйсем бригадиртан кӑшт тӑрӑхларӗҫ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юнашар темскер юра кӗр-р! вӗҫтерет, темшӗн ӳте ҫатӑр пӗҫертсе илет.В миг этот что-то вспугнуло рядом снег, он султаном метнулся вверх, колючий и неожиданно горячий.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кедрсемпе чӑрӑшсем ҫинчи юра ҫил силлесе тӑкрӗ, — вӑрмансем хуралчӗҫ.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня унӑн пичӗ ҫинчи юра шӑлса пӑрахрӗ, аллисене пӑхрӗ — вӗсем типӗ-ха — вара унӑн алсиш кунчисене ал сыппи тӗлӗнчен шнурокӗсемпе лайӑх туртса ҫыхрӗ.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Нимӗн те пулман пекех лӑпкӑн пичӗ ҫинчи юра шӑла-шӑла пӑрахать.Она отряхнула снег с лица спокойно, будто не случилось никакого несчастья.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Йытти вырӑнтан тапранмарӗ, вӑл ҫурҫӗрелле хӑравҫӑллӑн пӑхса ларса юлчӗ — унта ӗнтӗ ҫил юра хускатма, сӑртсем ҫинчи вӑрман тӑррисене пӑлхатма та пуҫланӑ.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.