Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ эпир Гуд-Гора тӑвӗ ҫине те улӑхса ҫитрӗмӗр, чарӑнса тӑтӑмӑр та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: ун таврашӗнче шупка пӗлӗт ҫакӑнса тӑрать, вӑл сиввӗн сывлани часах тӑвӑл хускаласса систерет; анчах хӗвелтухӑҫ енче таврипех уяр та ылтӑн тӗслӗ, ҫавӑнпа эпир штабс-капитанпа иксӗмӗр тӑвӑл тухасси ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ун пичӗ шупка пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та пуринчен ытла… (унӑн ачаш кӑмӑлӗнчен ытла, унпа кӑмӑллӑ калаҫнинчен ытла, унӑн интереслӗ шупка сӑнӗнчен ытла, алтине чӗркесе ҫыхнинчен ытла) ҫамрӑк гусар юрату ҫинчен сӑмах пуҫламанни ӑна темӗнле нумай шухӑшлаттарнӑ, унӑн пӗлес килнӗлехне йӗкӗлтесе тӑнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та ун керменне суранланнӑ кӑкӑрӗ ҫине георгиевски хӗрес лентине ҫӗленӗскер, хӗрсем каланӑ тӑрӑх, интереслӗ шупка сӑнлӑ гусар полковник Бурмин пырса кӗрсен, пурин те пӑрӑнмалла пулса тӑнӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сӑнӗ тӗксӗмленнӗ, шупка курӑнать, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тата ҫӑварӗнчен тухакан ҫӑра тӗтӗм ӑна чӑн-чӑн шуйттан пекех кӑтартать.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сулахай енче, мӑн ҫынсем ларакан саксем хыҫӗнче, вӑхӑтлӑха тунӑ сарлака платформа ҫинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараҫҫӗ: пӗчӗк арҫын ача ӗречӗсем, пичӗсене ҫав тери таса ҫунӑскерсем, таса тумланнӑскерсем, хӑйсене ҫыхса лартнӑ пекех туйса лараҫҫӗ, юнашарах хӑйсене тирпейлӗ тытман пысӑкрах ача ӗречӗсем; батист та кисея тумланса капӑрланлса ларнӑ хӗрачасемпе хӗрсен шап-шурӑ ҫеҫ курӑнакан ӗречӗсем ҫав хӗрсем хӑйсен аллисем ҫара пулнине, хӑйсем ҫинче кукамӑшӗсен шӑкӑрчисем, ҫӳҫӗсем ҫинче шупка та кӑвак бантсем тата чечексем пулнине пӗр минутлӑха та манмаҫҫӗ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗтӗмӗшлетсе каласан, «Кӑра ҫилсен» виҫҫӗмӗш кӗнеки малтанхисем пек мар шупка.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Райком секретарӗ Лукьяненко сӑнарӗ ытла та шупка.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ваннӑйра пӗрремӗш кунранах ахальтен икӗ пысӑк алшӑлли ҫакӑнса тӑман иккен: шупка хӗрли тата хӑмӑрри.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ
Хӑш чухне ҫак паллӑсем питӗ шупка е пачах ҫук.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
38. Арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн ӳт-тирӗ ҫинче пӑнчӑсем, шурӑ пӑнчӑсем, пулсассӑн, 39. священник вӗсен ӳт-тирӗ ҫинчи пӑнчӑсем шупка шурӑ иккенне курсассӑн, ку — ӳт ҫине тухнӑ тимре анчах: ҫав ҫын таса.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов месерле, аллисене пуҫ айне хурса, хӑй ҫийӗнчи таса шупка кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса выртать.Давыдов лежал на спине, закинув руки за голову, смотрел в разверстое над ним бледно-синее небо.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдовӑн пӑтранчӑк куҫӗсем усаллӑн ҫуталкалама пуҫланине асӑрхасан кӑна Разметнов сӑмаха урӑх енне пӑрчӗ, салхуллӑн анаслакаласа, утӑ ҫулас пирки калаҫма тапратрӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене усса, юри ыйхӑланӑ пек пӑхкаларӗ, — анчах йӑскӑн куллине шупка мӑйӑхӗ айне пытараймарӗ, те пытарма та шутламарӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пичӗ ун, юхан-суран хыҫҫӑн пысӑк ҫӗвӗсемпе ирсӗрленсе юлнӑскер, шупка тӗттӗмлӗхре хӑрушшӑн курӑнать.Лицо его, обезображенное большими шрамами от зажившей проказы, кажется страшным в бледной мгле.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Акӑ ӗнтӗ, сӗм-ҫӗрле пулса ҫитсен те, ҫуртсен кӑвакрах шуррине мӗлкӗсен хура кӑваклӑхӗпе тата йывӑҫсен шупка симӗслӗхӗпе пӑтраштарса хутӑштарса, Силоам ҫийӗн уйӑх хӑпарсан, хӑйӗн качака ҫӑмӗнчен тунӑ кӗҫҫи ҫинчен тӑнӑ та тӑнлама пуҫлана Суламифь.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.