Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи апат ҫинӗ чух эпӗ ӑна хаклӑ йышши эрехпе хӑналарӑм, вӑл сӗрме купӑспа мӗнле чаплӑ каланинчен тӗлӗнтӗм, унпа ачашшӑн кулкаласа калаҫрӑм, унтан тепӗр вырсарникун хӑнана чӗнтӗм, арӑмпа пӗрле каллех сӗрме купӑс калӑр, терӗм.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Каҫхине вӑл сӗрме купӑсне илсе килчӗ те, вӗсем арӑмпа иккӗш харӑс каларӗҫ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
«Ан та шутла, эпӗ кӗвӗҫместӗп», — ӑшра каларӑм арӑма, — «ҫавӑн пекех санран та хӑрамастӑп», — ӑшра каларӑм Трухачевские, вара ӑна каҫхине, арӑмпа пӗрле калама, сӗрме купӑсне хурса килме сӗнтӗм.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл ӑна питӗ юратать-ҫке-ха, ҫавӑншӑнах театрти сӗрме купӑсҫӑна тара тытатчӗ.Она это очень любила, так что нанимала для этого скрипача из театра.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унсӑр пуҫне вӑл сӗрме купӑс калама май килнишӗн савӑнса кайрӗ.Кроме того, она обрадовалась тому, что будет иметь удовольствие играть со скрипкой.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тӳрех музыка ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ те, вӑл ман арӑмпа пӗрле сӗрме купӑс калама кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтерчӗ.Тотчас же зашел разговор о музыке, и он предложил свои услуги играть с ней.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унтан эпӗ те ӗлӗк сӗрме купӑс калани ҫинчен аса илме пуҫларӗ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах та ҫук, эпӗ, юри тенӗ пекех, вӑл сӗрме купӑс калани ҫинчен сӑмах хускатрӑм та: — Халь вара эсир калама пӑрахнӑ, теҫҫӗ, — терӗм.Но нет, я, как нарочно, заговорил об его игре, сказал, что мне говорили, что он бросил скрипку.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унта ӑна консерваторие кӗртнӗ (мӗншӗн тесен музыка енӗпе таланчӗ пулнӑ ӗнтӗ), вӑл вара унтан сӗрме купӑсҫӑ пулса тухнӑ та концертсенче каланӑ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫапла, вӑл музыкантчӗ, сӗрме купӑс калакан; чӑн-чӑн чаплӑ музыкант мар, вӑтам музыкант, ҫурма обществӑлла ҫын.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах затворсемпе шакӑлтаттарнӑ чух обрезӑн йывӑр та лакпа витнӗ яп-яка аврине хулпуҫҫи ҫумне тытса, питҫӑмартисемпе сӗрме купӑса сӗртӗннӗ пек сӗртӗнсе, сулахай куҫне хупса, сылтӑммипе тӗлленӗ чух виҫӗ пионер савӑннипе танлаштарсан, ҫав ҫитменлӗхсем ниме те тӑман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кам-тӑр ун аллинче сӗрме купӑса туртса илчӗ те ӑна хӑрушла вӑйпа ҫӗр ҫумне сӑптӑрчӗ.Кто-то выхватил у него из рук скрипку и со страшной силой ударил ее об землю.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӑҫтан-тӑр икӗ еврей-музыкҫӑ килсе тухрӗ: пӗри — сӗрме купӑспа, тепри — хӑнкӑрмаллӑ параппанпа.Откуда-то появились два музыканта-еврея: один — со скрипкой, другой — с бубном.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ним тума аптранипе Егорушка курӑк ӑшӗнчен пӗр шӑрчӑка тытрӗ те ӑна, чӑмӑркка ӑшне хупнӑскере, хӑлхи патне илсе пычӗ, вӑл хӑйӗн сӗрме купӑсне мӗнле каланине чылайччен итлерӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хула тиканӗсем оркестрта сӗрме купӑспа вӗҫӗмсӗр тенӗ пек Австри гимнне шӑрантаратчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ нимӗҫ графинине чысланӑ май ҫав кӗвве калатчӗҫ пулмалла.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тикан-вӑйӑҫӑсем сӗрме купӑс калаҫҫӗ, хӑйсемех тӗрӗк юррисене кӑшкӑрса юрлаҫҫӗ.Музыканты-цыгане играли на гадулках, громко распевая турецкие песни.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ташлама пӗлмен Алексей Петрович сӗрме купӑс каларӗ; сехет ҫурӑ ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нагульнов пуҫӗнчи ҫӗлӗкне вӑр-вар хывса тытрӗ, аллине сулса ячӗ: икӗ балалайкӑран тата пӗр сӗрме купӑсран тӑракан оркестр «Интернационал» кӗввине янӑратма тытӑнчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959