Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫсем ку вӑхӑтчен ҫак монастыре килсе хускатма хӑяйман иккен, мӗншӗн тесен Георгий Иванович Замула юриех вӗсем хушшине ҫапла хыпар сарса янӑ пулнӑ: монастыре ҫӗр айӗнчи вӑрттӑн ҫулсемпеле кашни кунах темӗн чухлӗ партизансем килсе тӑраҫҫӗ, вӗсем кунти сӗм вӑрманти вӑрттӑн шырлансенче пурӑнаҫҫӗ…
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Малалла, Линово ҫулӗ тӑрӑх, тавраллӑх айлӑмланса пырать, ӗмӗрхи сӗм вӑрмансем вырӑнне ҫамрӑк та ҫӑра патрускӑсем пуҫланаҫҫӗ, сайра юмансем хушшинче хурамапа вӗренесем курӑнкалама пуҫлаҫҫӗ, Линово ҫывӑхӗнче вара талккӑшпех шӗшкӗ тӗмӗсемпе ҫирӗк йывӑҫҫисем кӑна ӳсеҫҫӗ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Краснодонри шахтёрсем, рабочисем тата служащисем истребительнӑй батальонсем организацилерӗҫ, вӗсем сӗм ҫӗрлечченех ҫапӑҫӑва хатӗрленетчӗҫ.
Бомбӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпӗ ҫӗрлехи хӑрушӑ сӗм тӗттӗмлӗхе тинкерсе пӑхатӑп, шывра кӗсменсем чӑпӑлтатни илтӗнмест-ши тесе, итлетӗп.Я всматривалась в зловещую ночную темноту, прислушивалась, не послышится ли плеск вёсел.
Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Таврара — сӗм вӑрман кашлатчӗ, тулӑ хирӗсем тинӗс пек хумханатчӗҫ.Кругом бушевал дремучий лес, а пшеничные поля волновались, как море.
Олег кукамӑшӗ Вера // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кунти ҫӗр хӑйӑрлине тата тинӗс хумӗ пек авкаланчӑкӑн тӑсӑлса выртнине шута илсе, Базима тахҫанхи, сӗм авалхи дюнӑсем ҫинчен калаҫма пуҫлать, хӑй, сӑмах май, шавах вӑрҫӑ пуҫланиччен хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ку вырӑна экскурсине килсе курайманшӑн пӑшӑрханса илет.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тартар — авалхи грексем ӗненнӗ тӑрӑх, тартар вӑл ҫӗр айӗнчи патшалӑхри сӗм тӗттӗм вырӑн пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫавӑнта асап кураҫҫӗ тесе шутланӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Пӗлӗт татӑкӗсем кӗренленчӗҫ, унтан, хӗрелсе кайса, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе ылттӑн ҫурхах пек пулса тӑчӗҫ, вара унччен хуп-хура выртакан ту сасартӑк йӑмӑх ҫутӑпа ҫуталса кайрӗ; унпа пӗрлех сӗм вӑрмансемпе витӗннӗ сӑртсем те, кӗл тӗслӗ кӑвак лавӑсем хушшисенче кичемлӗн хуралса выртакан тӗпсӗр хушӑксем те, чечекленекен тӑвайккисем те курӑнакан пулчӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Билимбаих ҫине сунара Матвеичпа та кайкаланӑччӗ те, сӗм вӑрманти ҫӗр пӳртре ҫӗр каҫма малтанах палӑртса хутӑмӑр, малалла вара хамӑр чухланипе ҫӳремеллеччӗ.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Йӗри-тавра сӗм теттӗм.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Уҫланкӑ леш енче, инҫетри-инҫетри сӗм тӗттӗмре, вут ҫутисем курӑнса каяҫҫӗ.Далеко-далеко в чёрной мгле, за поляной, загораются огоньки.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑйлӑ ҫил тинӗс хумне ҫапӑнать те хаяррӑн, — Пысӑк карап вӑркӑнать, хура пӗлӗтсем явӑнаҫҫӗ; Е ҫил вӗҫет хирпеле, юпа пек пулса ҫаврӑнать вӑл, — Йывӑҫ ӳкет шартлатса, ҫӳллӗ тусем кисренеҫҫӗ, Сӗм вӑрмансем чӗтренсе каш-кашлаҫҫӗ: ҫапла пӗр тапхӑр Тӑвӑл, урса алхасса, иртет шуххӑн, хӑрушшӑн.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах хулара чух вӑл — пӗр тӗрлӗ, унта кирпӗч стенасем, пӳрт тӑрринче громоотвод пур, пӳлӗмре вара лӑпкӑн та илемлӗн электричество ҫунать; кунта, пушӑ ҫыранта, сӗм тӗттӗм каҫ, йӑлтах урӑхла — сивӗ ҫилсӗр тата урса кайнӑ хура шывпа хӑлхана ҫурас пек кӗмсӗртетекен сасӑсӑр пуҫне нимӗн те ҫук.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Жданов ҫыр хӗррипе юр пӗлӗчӗсем вӗҫеҫҫӗ, тротуарсем тӑрӑх утиялланса шӑваҫҫӗ, силленекен хунарсен тӗлӗнче ухмаха ернӗ лапка-лапка юр пӗтӗрӗнет, вӑл подъездсемпе чӳречесен хӗррипе хӗвет, юхан шыв енче вара ҫил-тӑвӑл сӗм тӗттӗмлӗхре ӳлекен паркра алхасать.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӗм тӗттӗмлӗхре пӗр хушӑ ҫуталакан йӗр касса тӑсӑлчӗ.
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев кукленнӗ те — ӗнтӗркевлӗ сӗм тӗттӗмре ларать.
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев мӗн пур трубка-куҫсенчен тӳпенелле сӑнать, сӑнать, анчах — сӗм тӗттӗмлӗх, тӗттӗмлӗх…
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Туман хӑйӑрпа витӗнекен ҫаври пӗчӗкленсех пырать, таҫталла, сӗм тӗттӗмӗлле унран хӑпнӑ аппарат вӗҫет, вӗҫет, вӗҫет…
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Гусев Лося хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан пусмапа, сӗм тӗттӗмлӗхре вӗрекен кӳлӗ ҫийӗнчи кӗперпе каялла кайрӗҫ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.