Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайне патшалӑх енчен куҫакан укҫа тӗллевлӗн тӑкакланать, вӗренӳ, демографи, хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем наци проекчӗсемпе курӑмлӑ ӗҫлени куҫ кӗретех, ҫитӗнӳсем те ҫакнах ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи стратеги аталанӑвӗн тата приоритетлӑ проектсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/27/chvas ... atalanvn-t
Халӗ те акӑ уголовнӑйсен камерисене виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне политическисем йышӑнаҫҫӗ.Однако и сейчас без малого треть уголовных камер под политическими.
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Крохмаль — организатор мар, пухмалли ҫынсенчен вӑл виҫҫӗмӗш пайне те пухайман.Крохмаль — не организатор, он не собрал и трети того, что можно было собрать.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫапла вӗсем хӑйсем каймалли ҫулӑн чылай пайне чиперех кайрӗҫ, нимех те курмарӗҫ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах хушӑк тӗлӗнче тӑракан шерте урамӑн ҫав сасӑсем енчи пайне хупӑрланӑ пирки, унта мӗн туни нимӗн те курӑнмарӗ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Вӑхӑтлӑх историллӗ кирлӗпулусене вӑрахлӑха тесе йӑнӑш ӑнланасран сыхласа, Р.К.П. ӗҫ ҫыннисен массисене ҫакна ӑнлантарса парас пулать: граждансен пӗр пайне суйлав прависӗр хӑварни, Советлӑ республикӑра — буржуаллӑ демократиллӗ республикӑсенче нумайтарахӑшӗнче пулса пынӑ пек мар, ӗмӗрлӗхех правасӑр пулма уйӑрса хунӑ граждансен разрядне тивмест, — эксплуататорсене кӑна тивет, социализмлӑ Советлӑ республикӑн тӗп саккунӗсене хирӗҫсех, хӑйсен эксплуататорлӑ вырӑнне усрасшӑн, капиталистла йӗркесене усрасшӑн тапӑҫланса чӑркӑшакансене ҫеҫ тивет.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулара хускану тата шӑй-шай пуҫланса кайнинчен Тарас ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, вӑл васкавлӑ ӗҫе тытӑннӑ, япаласем купаланӑ, приказсемпе наказсем панӑ, куреньсене виҫӗ табор туса тӑратнӑ, вӗсен йӗри-тавра лавсене крепость евӗрлӗ вырӑнаҫтарнӑ, — лавсене кун пек пуҫтарсан запорожецсене никам та ҫӗнеймен, — икӗ курене засадӑна тӑма хушнӑ, кирлӗ вӑхӑтра тӑшман утлӑ ҫарне ҫакӑнта кӗртсе ярӗ тесе, хирӗн пӗр пайне шӗвӗр патаксем, пӑшал хуҫӑкӗсем, сӑнӑ татӑкӗсем ҫаптарнӑ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсенче куҫҫулӗ те типме ӗлкӗреймӗн-ха, куҫ йӗри-тавра чун витӗр тухнӑ нӳрлӗхе курма пулать; кӑкӑр, мӑй тата хулпуҫҫисем пур енчен те илемленсе ҫитнӗ хӗрачана кирлӗ виҫене ларнӑ; ӗлӗк ҫӑмӑл кӑтрашкасемпе пит ҫинелле сапаланса тӑракан ҫӳҫӗ халӗ хулӑм та сарлака ҫивӗт пулса тӑнӑ, унӑн пӗр пайне тирпейлесе хунӑ, тепӗр пайӗ ал тӑршшех усӑнса тӑрать, ҫинҫе те вӑрӑм ҫӳҫ пӗрчисен пӗр пайӗ хутланкаласа кӑкӑрӗ ҫине тӑсӑлса аннӑ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсем ҫулӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне ҫитсе тӑчӗҫ.
Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Акӑ, вӗсем ҫулӑн виҫҫӗмӗш пайне утса ҫитнӗ, носильщик вара: — Ну, сахиб, мӗнле канаш парӑн ӗнтӗ? — тесе ыйтнӑ.Вот прошли они треть пути, носильщик и говорит: — Ну, сахиб, каков ваш первый совет?
Купцапа носильщик ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Тепӗр пайне пӗрремӗш йӗркерен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен витӗрмелле.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
16 ӳкерчӗкре тӗслӗхшӗн ҫавӑн пек сурпан пуҫӗн пӗр пайне кӑтартнӑ.Рис. 16. На нем изображена деталь конца сурбана, вытканного в выборной технике.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫӗкленӗ тӗрӗллӗ япалан пӗр пайне кӑтартса паракан 15 ӳкерчӗке пӑхса илер.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тӗслӗхшӗн вӗтӗ клеме ятлин куммин пӗр пайне илер: 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ; 4 хӗрлӗ, 1 шурӑ, 1 хӗрлӗ, 1 шурӑ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ӑстаҫӑ кӗррин хатӗр пайне сӗтел ҫине сылтӑм енне хурать.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Патаккисӗр пуҫне кӗрӗн иккӗмӗш пайне ҫыхмалли ҫип вӗҫне кӗртсе яраҫҫӗ.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Сӳсӗн ҫӳлти пайне те ҫапла шӑртла.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Кантӑрӑн тепӗр пайне те ҫапла тыллать.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ӗлӗк ҫак тискер ӗҫсене хутшӑннисенчен виҫҫӗшӗ — Сильвер, ватӑ Морган тата Бен утрав ҫинчех пурӑнаҫҫӗ-ха, халӗ вӗсем ҫак пуянлӑхран хӑйсен пайне илме ӗмӗтленнӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.