Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл декламаципе художествӑлла пултарулӑх кружокӗ тӑвасси, вара ку кружок шкулта вӗренекенсем валли ҫеҫ мар, хулари рабочисем валли те лайӑх пьесӑсем лартса пама пултарасси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шала кӗрсен вӑл каллех ӑна хӑйӗн вырӑнне лартса ҫаклатса хучӗ.И снова водворил ее на место, уже изнутри, и опять запер на засов.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Л. Лялькин пурнӑҫра вӗрентӳпе шкул, поэзипе музыкӑна, журналистикӑна ҫума-ҫуммӑн лартса илсе пынӑ.
Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh
Ку енчен те, леш енчен те ҫыран хӗррисене йывӑҫсем лартса ҫирӗплетер, пӗвен пӗр айккине, шыв тулса ларнӑ вӑхӑтсенче уҫса кӑларма, канав чавар.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Вӑл вара ман ҫемҫе кӑмӑла сисрӗ пулмалла, васкасах ӑнлантарма пуҫларӗ: «Пирус тӗпне е усӑ курнӑ шӑрпӑка урайне ан пӑрах, вӗсене валли урна лартса панӑ. Хӑяр татӑкӗ ҫине ан пус, асӑрханса ҫаврӑнкала. Мӗн упа ҫури пек кӗрӗс-мерӗс эсӗ, чавсупа перӗнсе пушӑ куркасене ҫӗмӗрсе пӗтеретӗн ӗнтӗ», — тет мана ҫакӑ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Пуйӑс ҫине лартса Самука ҫитертӗм.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ.Это было снято на видео и выставлено в группах социальных сетей.
Урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34054.html
— Мӗн калам ӗнтӗ сана, шӑллӑм, Пазухин ҫинчен? — терӗ Илюхин, Кирука хӑй ҫумне кил картинчи юман каска ҫине лартса.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Мӑнтӑр Сантӑр хӑнасем умне икӗ курка чашкӑракан сӑра, пӗр турилкке типӗтнӗ пулӑпа ҫӑмарта лартса пачӗ.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Спартанец пек пурӑнатӑн, иптешӗм, — терӗ Тӑхти, сӗтел ҫинчен апат юлашкисене, савӑт-сапасене плита ҫине илсе лартса.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Федор Павлов чӑваш опери ҫинчен, «Нарспи» поэмӑна чӑваш сцени ҫинче лартса парасси ҫинчен ӗмӗтленсе, хӗрсе калаҫатчӗ, анчах малтанлӑха опера искусствине вырӑссенчен вӗренмелле тетчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Тӑвӑллӑ ҫумӑр пулать, — терӗ те Мухаров шлепкине пусарах лартса, хуланалла уттарчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Макар тӑват уран тӑрса «лаша» пулчӗ те, ачисене ҫурӑмӗ ҫине лартса, пӳлӗм тавра ҫаврӑнма тытӑнчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Натюш, нимӗн чӗнмесӗр, шӑппӑн пырса, ун умне пӗр стакан вӗри кофе лартса пачӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Лавр антоновкӑпа анис йывӑҫҫисем лартрӗ, Макар ячӗшӗн ҫеҫ виҫ-тӑват улмуҫҫи чикрӗ, пахчана йӑлтах декоративлӑ йывӑҫсем лартса тултарчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Студентсем пурӑнакан ҫуртра, хулӑн чул стеналлӑ сивӗ пӳлӗмре, казармӑри пек, ҫума-ҫумӑн койкӑсем лартса тухнӑ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вара мана, мотоцикл ҫине лартса, «аэродрома» илсе кайрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Шӑрттанне ҫырт-ха эсӗ, Сахрун, — тесе карчӑк председатель умне пӗр ҫатма ӑшаланӑ шӑрттан лартса пачӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Тултан илсе кӗтӗм те, кӑшт сивви тартӑр тесе, кӑмака умне лартрӑм… халех, — терӗ карчӑк ӑшталанса; кӗҫех вӑл пысӑк чарапа шултӑра сарӑ улма лартса пачӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Часах вӑл, вӗри кӑмакаран ӗҫме-ҫиме кӑларса, сӗтел ҫине лартса тултарчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.