Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
Нимене кайнисем саланса пӗтсен, Энтрей, хапхине ерипен уҫса, урама тухрӗ, таҫтан та таҫта ҫити сапаланса выртакан хыр кӗрешсем ҫине пӑхса, «кусене кам пуҫтарса парӗ ӗнтӗ вӗсене, чӗрем малтанах сисрӗ ҫав» тесе мӑкӑртатрӗ те ҫӗлӗкне тата пусарах лартрӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Матушка ун патне ыткӑнчӗ, анчах сестра ӑна ҫавӑнтах ярса тытрӗ: «Юрамасть, юрамасть, сирӗн тухмалла», — тесе, Зоя Сергеевнӑна тепӗр пӳлӗме ҫавӑтса кайрӗ, пукан ҫине лартрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен вӑл пӗр кӗленче кагор килсе лартрӗ, малтан хӑна умне ҫӗҫӗпе вилка хучӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Манӑн, акӑ, чейрен лайӑхраххи пур кунта, — терӗ те Озеров, сӗтел ҫине коньяк кӑларса лартрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Злравствуйте, матушка, здравствуйте, — тесе, хуҫа стойка хушшинчен тухса ун патне пычӗ — сӑмсине духи шӑрши питӗрсе лартрӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн пулнӑ сана? — амӑшне вӑйпа пукан ҫине лартрӗ Сергей.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей лампа ҫутсан, Иван Тилӗ ҫӗлӗкне сак ҫине пусса лартрӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр кӑшкӑрма ӗлкӗреймерӗ, йӗкӗт самантрах унӑн ҫӑварне ҫӗтӗк таткипе пӑкӑласа лартрӗ, аллисене каялла ҫавӑрса хучӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй вара Хветутпа арӑмне турӑ кӗтессине, чи хисеплӗ вырӑна, лартрӗ, хӑналама пуҫларӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ҫӗнӗ хӑнасен сӑхманӗсене хывса ҫакма пулӑшрӗ, тӗпеле ирттерсе палас витнӗ вӑрӑм сак ҫине лартрӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑн ҫӗр тимӗр пек кӑнч шӑнтса лартрӗ.

Help to translate

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӗҫӗн шӑллӗ ҫывракан кӳмене асӑрхануллӑ туртса килсе хӳшӗ айне лартрӗ.

Help to translate

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах малтан ҫакӑнтан пуҫлӑпӑр, — тесе, Петӗр ҫур литр коньяк кӑларса лартрӗ, унтан: — Ан хӑра. Таса. Малтан хам ӗҫсе паратӑп, — тесе хушса хучӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм, кутӑн-кутӑн чакса, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ, ҫийӗнчех урайӗнчи упа тирӗ ҫине чечеклӗ ҫивитти тухса сарчӗ, унтан пысӑк ывӑспа чей куркисемпе чашӑксем, эреш тӗрӗллӗ савӑтпа сахӑр, вӗри сӑмавар кӑларса лартрӗ, хӑй каялла кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла калаҫкаланӑ чухне ун патне хӗрача пырса тӑчӗ те, Ленин ӑна арки ҫине ҫӗклесе лартрӗ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье тӗрленӗ ывӑс ҫине сӑмавар килсе лартрӗ, чей куркисем майлаштарчӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк кӑштах пӑрӑнчӗ те тутанса пӑхрӗ, унтан тин ӗҫрӗ, ҫур стаканне каялла лартрӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм паҫӑрах хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимеллине сӗтел ҫине пырса лартрӗ, пӗр вӑтанса та именсе, ҫепӗҫ те ачаш чӗлхепе: — Ларсамӑр, Петр Петрович, ан тиркӗр, — терӗ Анюк икӗ стакана аншарли тултарчӗ, пӗрне кӗтнӗ хӑнине сӗнчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье сӗтел ҫине пӗчӗк чашӑкпа пыл лартрӗ, хӑпарту касса хучӗ.

Help to translate

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сак ҫине хӑпарса, икӗ витрине те мачча ҫине лартрӗ, унтан хӑй йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed