Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна тӗлӗкре темӗн те курӑннӑ: акӑ вӑл венчете кайма тухнӑ, ҫуна ҫине ларас тесе тӑрать, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ашшӗ ӑна тытса чарать, юр тӑрӑх хӑвӑрттӑн сӗтӗрсе пырса, тӗттӗм тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахать…
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл ременӗсене вӗҫертнӗ, самолёт колпакне каялла сирсе хунӑ та, нимӗҫ ҫине хӑй сиксе ларас пек, пӗтӗм шӑмшакне, шӑнӑрӗсене хытарса лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫ пулнӑ чух тин, тӗттӗмленсе ларас умӗн, вӑл лӑпланчӗ те, чӳрече ани ҫине пырса ларса, вӑхӑтран-вӑхӑта ассӑн сывласа, ахлаткаласа, тарӑн шухӑша кайрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн Горбунов ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртанас, ун плащ-палатки айне пытанас та нумайччен ларас килчӗ, — хуть те пилӗк сехет лармалла пултӑр.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Сана пула ман халь хӑрах куҫпа тертленсе ларас пулать…— Из-за тебя мне сейчас придется сидеть и мучиться с одним глазом...
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
— Ара, вутӑсӑр ларас тетним? — хушша-хуппа кӗчӗ Нюра, Иван арӑмӗ.— Ӑна, ав, лашине те тупса панӑ, вӑл, пур — кӑмӑлсӑр.– Что же, без дров сидеть? – спросила Нюра, жена Ивана. – Ему же коня достали, и он еще недовольный.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Вӗсем вара, мӗн пулать-килет тесе, ним тӗлсӗрех утнӑ, — вырӑнта ларас мар тесе ҫеҫ утнӑ, — унтан ытла вӗсем нимӗн те тума пултарайман вӗт.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпӗ сире акӑ ҫакна ҫеҫ каласшӑн: решетке хыҫне кӗрсе ларас теместӗр пулсан, ҫав ылханлӑ эрехе ан ӗҫӗр — ӳсӗр чухне ҫын хӑйне хӑй те пӗлмест…Одно только я хочу вам сказать: не пейте, ребята, никогда, чтобы вам не попасть за решетку.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑйӗн хӑҫан кӑмӑл пулнӑ — ҫавӑн чухне тата хӑйне кӑмӑла кайнӑ ҫӗрте вӑл пулӑ тытма е шыва кӗме пултарнӑ, шывра та хӑйӗн мӗн чухлӗ ларас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ларма пултарнӑ.захочет — пойдет ловить рыбу или купаться когда вздумает и просидит на реке сколько вздумает.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн пӗртте вырӑнта ларас килмерӗ: сӑмахӗсене итлемесӗр, тӗлӗкри пек, вӑл хӑй туймасӑрах кӗлӗри уйрӑм тӗлсене асӑрхаса ларчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав кӗлле хӑй паллакан ҫула ӗлӗкрен пӗлнӗнех хӑнӑхса ҫитнӗ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Мӑнакка кӗрсен те, пӗр сӑмах та чӗнес мар, кӑна кам турӗ тесе ыйтичченех нимӗн шарламасӑр шӑп ларас. Ыйтсассӑн, пӗтӗмпех каласа кӑтартӑп, мӑнакка хӑй юратнӑ примерлӑ ачана епле хӗртнине савӑнса ҫеҫ пӑхса ларӑп», — тесе шут тытрӗ Том.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑш-пӗр юлташсем единоначали принципӗсене пӗр енлӗ ӑнланаҫҫӗ, вӗсене администраторла хушас, командӑ парса ларас йӗрке пек ӑнланаҫҫӗ, вӑл производствӑна рабочисене, специалистсене тата служащисене активлӑ хутшӑнтармасӑр ертсе пырас йӗрке тесе шутлаҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Н. В. Федоров хӑтлӑ витере пулчӗ, Васильевсем ҫӗкленӗ капмар ҫурта кӗрсе курчӗ, сӗтел хушшине вӗри чей ӗҫме ларас умӗн ӗҫчен ҫемьене парне пачӗ, вӗсемпе пӗрле сӑн ӳкерттерчӗ.
Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30
Тӗрмене кайса ларас килмест-ҫке.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
«Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.
Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
39. Эпир — иккӗленсе пӗтсе ларас ҫынсем мар, эпир чунӑмӑр ҫӑлӑнасса ӗненсе тӑратпӑр.39. Мы же не из колеблющихся на погибель, но стоим в вере к спасению души.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ: 27. Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет; 37. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чухне те ҫаплах пулӗ: 38. талай умӗнхи кунсенче, Ной карап ҫине ларас кун ҫитичченех, ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ, 39. талай ҫитсе пурне те пӗтеричченех нимӗн те ӑнланман — Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ; 40. ун чухне иккӗн хирте пулсассӑн, пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 41. алӑ арманӗ авӑртакан икӗ хӗрарӑмран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗр патши каяс, тепӗр патши ларас хушӑра икӗ патши пуҫ хурӗ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен мӑшӑрӗсем вара, чечек кӑшӑлӗ тӑхӑнас вырӑнне пӑявпа мӑйкӑчланнӑскерсем, патвар яшлӑх ҫулӗнчисем, ӗҫкӗ-ҫикӗре ларас, ҫамрӑклӑхпа киленес вырӑнне авланнӑ хыҫҫӑнхи кунӗсене йӗре-йӗре ирттернӗ — вӗсем ӗнтӗ хӑйсенӗн ури айӗнче тамӑк уҫӑлнине курса тӑнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.